Шырав
Шырав ĕçĕ:
Сире ҫирӗп сывлӑх, ҫемье вучахӗн нихӑҫан сӳнми ӑшшине тата килӗшӳпе ҫураҫулӑх сунатӑп!Желаю вам крепкого здоровья, неугасаемого тепла семейного очага, гармонии и согласия!
Олег Николаев Ҫемье, юрату тата шанчӑклӑх кунӗ ячӗпе саламлани (2022) // Олег Николаев. https://glava.cap.ru/news/2022/07/07/ole ... lyubvi-i-v
Ҫапла «нихӑҫан сӳнми» тесе тӳрех уҫҫӑн каласа хунӑ.
I сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.
Унта вӑрҫӑ ҫинчен калать, мӗнпур вӑй-хала пухса вӑрҫмалла, тет, дезертирсем ҫарӑн ятне ҫӗртекен ҫынсем, «нимӗҫсемпе кӗрешсе вилнӗ ҫынсен тӑприсем ҫине ирӗклӗ Россия нихӑҫан та сӳнми мухтав памятникӗсем туса лартӗ», тенӗ.
I сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.
Пурнатӑп эп ялан хаваслӑхра, Пурнатӑп эп сӳнми чӑвашлӑхра, Пиншер-пин юрӑллӑ ҫӗршывӑмра, Пиншер-пин тӗрӗллӗ Чӑвашстанра.
Чӗнӳ // Лидия Ковалюк. Ковалюк Л.А. Юрату ҫӑлкуҫӗ. Сӑвӑсем. Шупашкар: «Калем» кӗнеке издательстви, 2002. — 72 с. — 7 с.
Ку чӑнлӑх — социализмӑн тӗп никӗсӗ, унӑн вӑйӗн иксӗлми ҫӑлкуҫӗ, вӑл татӑклӑнах ҫӗнтерессин нихҫан сӳнми шанчӑкӗ.
1 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.
Ну, тепре каласан, мӗн вара вӑл вӗретнӗ шыв, ни ӑшӑ, ни сивӗ купӑста яшки, ҫӑвар маччине ҫыпҫӑнакан пиҫмен пӑтӑ… унтан каллех пӑтӑ, каҫалапа вара, — тӗттӗм пирки, — сӳнми тӗксӗм лампочка та, авӑнчӑк мачча айӗнче, ҫутӑрах туйӑнать?
XXXII сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.
Турӑш умӗнче тахҫанччен ҫуман хунар пур, ун ӑшӗнче кунӗн-ҫӗрен сӳнми лампадка ҫунса тӑрать.
IX сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.
Сасартӑк ҫывӑхрах акӑ — ал тӑсас чухлӗ, тӑман витӗр сӳнми сарӑ вут ҫуталса, хӗмленсе вылянчӗ.
1 сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.
Аслӑ Сталинӑн кашни сӑмахӗ тӑван ҫӗршыв телейӗшӗн ҫапӑҫма алла хӗҫпӑшал тытнӑ боеца иксӗлми вӑй-халпа сӳнми шанчӑк парать.
Дубовичири парад // Илле Тукташ. Ковпак С.А. Путивльрен Карпата ҫитиччен: повесть. Вырӑсларан И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 128 с.
Храмра сӳнми вут ҫунса выртнӑ.
Авалхи Римри тата Авалхи Грецири ятсемпе сӑмахсене ӑнлантарса пани // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 315–330 с.
Килӗшсем, Спартак, килӗш те хӑвӑн пурнӑҫна ман чӗрери ӗмӗр сӳнми ҫулӑмлӑ юрату валли усра, хамӑрӑн юратакан Постумийӑна ачашлама та пулин усра.
XXII сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.
Храмсен тӑрринче сӳнми кӑвайт ҫунать.
Аэлитӑн иккӗмӗш калавӗ // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.
Ун айӗнче сӳнми вут ҫунать.
Аэлитӑн иккӗмӗш калавӗ // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.
Уратана сӳнми кӑвайтсен виҫӗ унки сыхлать.
Аэлитӑн пӗрремӗш калавӗ // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.
Чул патне хунӑ нихҫан сӳнми вут патне партизансен пысӑк ушкӑнӗ пуҫтарӑнчӗ.Большая группа партизан собралась возле вечного костра, разложенного у скалы.
Саккӑрмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.
Юрӑ тупа тунӑ сӑмахсем евӗр янрать, историллӗ ҫапӑҫун паттӑр салтакӗсен пит-куҫӗсем сӳнми ӗненӳпе ҫутӑлса тӑраҫҫӗ.
Улттӑмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.
Сасартӑк Воронцов хӑйӗн ҫирӗп аллипе ҫак тӗтреллӗ тӗтӗме сирсе ячӗ те, Хома пӗр самантлӑха вӑрҫӑ хыҫҫӑнхи пурнӑҫӑн инҫетӗнче шикленӳпе, сӳнми хирӗҫӳпе, пайташӑн тӑрӑшнипе тулса ларнӑ тӗнчене курчӗ…
XXV // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.
Вӗсене вырӑнсӑр кӳрентерсе, Сагайда халь Юрий Брянский вырӑнне ротӑра пайтахранпа ҫапӑҫакан салтаксене тата ытларах юратма пуҫларӗ; ун шучӗпе, ҫапӑҫура вилнӗ офицер-тусӗн сӳнми сӑнарне ҫав ҫынсем упраҫҫӗ.
V // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.
— Вӗсем пирӗн юнпа ҫырнӑ нихӑҫан сӳнми вӗри чӗнӳсем!
XXII // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.
Эсир телей ҫулӗ туяннӑ, мир ҫулӗ тупнӑ пулсан, вӑрттӑн куҫҫуль тӑкакансемпе хурлӑх тӳсекенсене ирӗке кӑларас тесе эсир юратакан юлташсемпе пӗрлешнӗ пулсан, сирӗн чунӑр ан кӗвӗҫтӗр, сирӗн чӗрӗр алтарь пек таса пултӑр, унта хӑватлӑ вут нихҫан сӳнми ҫунса тӑтӑр.
IV // Гаврил Молостовкин. Войнич, Э. Пӑван: роман / вырӑсларан Г.Молостовкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 284 с.