Шырав
Шырав ĕçĕ:
Хӑйӗн сӑрӑрах симӗс тӗслӗ погонӗсем урлӑ сарлака хӑю ҫӗлесенех Василий Куприянович сӑн ӳкерттернӗ, гимнастерки ҫинчи гвардейски значок пит палӑрмаллах тухманшӑн шутсӑр савӑннӑ — янташӗсем ӑна Хӗрлӗ Ялав орденӗ теме пултарнӑ-ҫке.
Председатель касси // Асклида Соколова. Алексеев, Михаил Николаевич. Ҫӑкӑртан асли ҫук: [повеҫ] / М. Н. Алексеев. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1967. — 192 с.
Юханшыв ҫийӗн инҫете пӑхсан, чи малтанах хура тӑрӑх куратӑн — ку вӑл леш е чи вӑрман, халлӗхе куҫ урӑх нимӗн те палӑртаймасть-ха, унтан пӗлӗт хӗрри ҫуталать, ҫутӑ тӑрӑхӗ сарӑлнӑҫемӗн сарӑлса пырать, халь акӑ юханшыв та, — ун тӑрӑх инҫете пӑхсан, — хура мар, сӑрӑрах тӗслӗн курӑнать; аякра-аякра пӗчӗк хура пӑнчӑсем шӑваҫҫӗ — кусем шаландӑсемпе пӗчӗк кимӗсем, хура вӑрӑм тӑрӑхсем — сулӑсем; хӑш-пӗр чухне кӗсменсем чӗриклетни, ҫынсем кӑшт сӑмахлани илтӗнет — питӗ шӑп чухне сасӑ шыв ҫийӗн аякка каять; майӗпен-майӗпен шыв ҫийӗ кӑтраланни те курӑнакан пулать, ҫакӑн тӑрӑх ку тӗлте шыв юххи вӑйлине, вӑл тунката ҫине ҫапӑннине пӗлетӗн, — шыв ҫийӗ ҫавӑнпа кӑтраланать; унтан юханшыв ҫийӗн тӗтре йӑсӑрланма тытӑнать; хӗвелтухӑҫӗнче пӗлӗт хӗрелет, юханшыва та хӗрлӗ тӗс ҫапать, леш ҫыранра мӗн пурри те йӑлтах курӑнать ӗнтӗ — авӑ, вӑрман хӗрринче пӗчӗк йывӑҫ ҫурт ларать, йывӑҫ складне хураллакан пурӑнать пулас унта, ҫуртне алапаш тукаланӑ, пӗренесем хушшинчи шӑтӑксенчен кушак та кӗме пултарать; кӗҫех лӑпкӑ ҫил тухать, вӑл пит-куҫа уҫӑлтарса вӗрет, вӑрман шӑршипе чечек шӑрши илсе килет, хӑш-пӗр чух япӑх шӑршӑ та килкелет, мӗншӗн тесен ҫыран хӗрринче ҫӗрӗк пулӑ купи выртать, унтан усал шӑршӑ сарӑлать; кӗҫех ҫутӑ кун пуҫланать, тавралӑх йӑлтӑр кулӑпа ҫиҫет тейӗн — хӗвел тухрӗ, кайӑксем юрласа ячӗҫ.
Вунтӑххӑрмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.
Ҫурчӗсем — ҫӳллӗ, ҫутӑ, сӑрӑрах, хушӑран — шӗвӗр тӑрӑллисем те курӑнаҫҫӗ.
1945-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.
Пӑрахут хӳринче сӑрӑрах симӗс брезентсемпе витнӗ тупӑсем лараҫҫӗ.На корме парохода стояли орудия, накрытые брезентами защитного цвета.
XXVIII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Коробин икӗ кун хушши курман Алексей Макаровичӑн ҫӗр тӗслӗ сӑрӑрах пит ҫӑмартисем путса кӗнӗ, хӗрлӗрех сухал ӳссе ларнӑ пичӗ ҫине тинкерсе пӑхсан, унӑн ӑна хӗрхенес килсе кайрӗ.
14 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Григорий вӗсен хыҫӗнчен утрӗ; кӗҫех ытти казаксем те ҫӗр пӳртсенчен чупса тухрӗҫ, ун хыҫҫӑн кукӑр-макӑр траншейӑсем тӑрӑх сӑрӑрах симӗс хумсем пек явӑнса, утса кайрӗҫ.
IV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Мӗн пирки штрафлантӑн? — ыйтрӗ сотник, сӑрӑрах тӗттӗм витӗр казакӑн питне сӑнаса илме пикенсе.Чем проштрафился? — спросил сотник, силясь разглядеть в серенькой темноте лицо казака.
15 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Инҫетре, хутор енчен, сӑрӑрах тӗслӗ курӑнакан ҫул варрипе тусанлӑ чӑмакка кӳмерккине улшӑнтаркаласа шӑвӑнса килни курӑнса кайрӗ.Далеко по серой спине шляха от хутора быстро двигался меняющий очертания пыльный комок.
3 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Сталин, Юргинӑн ҫӗр тӗслӗ сӑрӑрах ырхан янахӗпе хура сухал шӑтса тухнӑ сӑн-питне, чирлӗ пирки ҫуталса тӑракан куҫӗсене курсан, ҫак аманнӑ ҫыннӑн пурнӑҫӗ пысӑк хӑрушлӑхра пулнине ӑнланчӗ: унӑн куҫӗсем самантрах тӗксӗмленчӗҫ, вӑл вара кровать патӗнчи пукан ҫине ывӑнса ҫитнӗ чухнехи пек ларчӗ те, Юргин пуҫӗ айӗнчи минтере ерипен кӑна тӳрлеткелесе: — Йывӑр-и? — тесе ыйтрӗ.
XXIV // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.
Вӑл хӑмӑшпа хупланса ларнӑ хӑйӗн сылтӑм айлӑмлӑ ҫыранне пӗрмаях сӑрӑрах хӑйӑр лартса хӑварать, ҫӳлех мар, анчах та чӑнкӑ сулахай ҫыранне, ҫӗр ҫулхи юмансен, ҫӗрме пуҫланӑ чинарӑсен тата ҫамрӑк йывӑҫсен тымарӗсемпе ҫыхланса ларнӑскерне ҫисе пырать.
IV // Иван Васильев, Григорий Краснов-Кӗҫӗнни. Толстой, Лев Николаевич. Казаксем: повесть; вырӑсларан И.С. Васильевпа Г.И. Краснов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 3–136 с.
Нахимов адмирал вилнӗ вырӑна ҫутӑ сӑрӑрах тӗслӗ гранитран тунӑ асӑну плити хунӑ.
Пӗрремӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.
- 1
- 2