Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

сӑнран (тĕпĕ: сӑн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӑл упӑшкипе пӗр ҫулаллах пулас, тен, унран кӑштах аслӑрах та мар-и, анчах сӑнран вӑл унӑн арӑмӗ мар, хӗрӗ пек курӑнать.

Она одних лет с мужем, а может, и постарше, но по виду подходит ему в дочки, нежели в жены.

Таркӑнсем // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Сӑнран вӗсем иккӗшӗ те самаях хӗрӗнкӗ.

Лица их были красны от выпитого.

«Пӗр ялсем» // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Савтепи сӑнран та, кӑмӑлӗпе те каснӑ-лартнӑ амӑшӗ пулнӑ…

Савдеби и лицом, и душой походила па мать…

«Маннӑ» ӗҫ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

«Сӑнран та хитре тетчӗҫ ӑна, ачам».

— И лицом, сказывали, пригож…

Шыв хӗрринче // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Сӑнран пӑхма ӗнтӗ… нимӗн те калаймӑн, кӑкӑрӗсем унта, пилӗкӗ, куҫӗ — пурте хӑй вырӑнӗнче.

— С виду вроде ничего не скажешь: грудь, талия, глаза — все на месте.

Серепе // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Сӑнран та вӑл самаях шухӑшлӑ пек туйӑнать.

Куҫарса пулӑш

XX // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Липа сӑнран хӑмач пек пулса кайнӑ — ӑна пурте питҫӑмартинченех, тутаранах, чуптӑваҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

XIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Сӑнран вӗсем аппӑшӗпе йӑмӑкӗ темелле — пӗрпекех ҫӳлӗ, куҫӗсем хура, тӗксӗм ҫӳҫӗсене иккӗш те вӑрӑм ҫивӗтлесе пуҫ тавра явса ҫыхнӑ.

Куҫарса пулӑш

XI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Анна Ивановна ҫынсен куҫӗ умӗнчех сӑнран улшӑнса кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

VI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Сӑнран та, пӳрен те вӗсем пӗр евӗрлех, лешӗ аслӑрах ҫеҫ, ҫавӑнпа вӑтанарах парать.

Куҫарса пулӑш

XXVI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Сехрене ватӑ теме ҫук-ха: сӑнран вӑл начар пек курӑнмасть, пичӗ ҫинче пӗркеленчӗксем те палӑрсах каймаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

XII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Пӗрре пӑхса илсех Ятман ҫакна асӑрхарӗ: Гариф ҫак ҫулталӑк ҫурӑ хушшинче сӑнран ытла ватӑлса кайнӑ пек, унӑн мӑнтӑр пичӗ лапкӑшпех пӗркеленнӗ, ҫурӑмӗ унчченхинчен ытларах пӗкӗрӗлсе тухнӑ, аллисене хыҫалалла тытса утнӑран ун курпунӗ пушшех те пысӑк пек курӑнать.

Куҫарса пулӑш

IX // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Чӑваш хӗрӗсем нихҫан та ют ҫынна хӑйсем миҫе ҫултине каламаҫҫӗ, ӑна арҫыннӑн сӑнран пӑхса пӗлмелле.

Куҫарса пулӑш

VII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Сӑнран вӑл чылай пӗтсе кайнӑ, хӑрах ура ҫинче ҫеҫ тӑнӑран пулас, пӗвӗнчен те пӗчӗкленнӗ пек.

Куҫарса пулӑш

VII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Сӑнран Анушка ашшӗне хунӑ: ун пекех сап-сарӑ ҫӳҫлӗ, чӑп-чӑмӑр питҫӑмартиллӗ, хӑмӑр куҫлӑ, пӗвӗпе Укахвирен кӑшт лутрарах пулин те, ашшӗ евӗрлех тулли.

Куҫарса пулӑш

VI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Сӑнран вӗсем иккӗшӗ те пӗр пекех.

Куҫарса пулӑш

V // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Михала хӑй те туйрӗ, ун сасси ҫиллессӗн тухрӗ, кӑна илтсен Марине сасартӑках сӑнран улшӑнчӗ те сак ҫине ларма тӑнӑ ҫӗртен каялла ура ҫине тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Сӑнран хурарах пулнӑран-и е тутарла пӗр такӑнмасӑр калаҫнӑран, Атӑл тӑрӑхӗнчен килнӗ ҫынсем Алексейпе Даниил Адашева тутар тесе шутлаҫҫӗ, курнӑ-курман вӗсемпе тутарла калаҫма тӑрӑшаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

18. Ылтӑн ҫӑмарта тӑвакан чӑх // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Вӗсем иккӗшӗ те йӑлтах ывӑнса ҫитрӗҫ, сӑнран та палламалла мар начарланса кайрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

16. Хусан ҫывӑхӗнче // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Ӗҫсем начар санӑн, Ахтупай, калама ҫук начар, — терӗ Нургали хӑй те сӑнран тӗксӗмленсе.

Куҫарса пулӑш

15. Инкек ҫине синкек // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех