Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

сӑнран (тĕпĕ: сӑн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫапах та сӑнран Павӑл нихҫан та илемлех пулман.

Куҫарса пулӑш

I сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Ҫав хушӑра эп, Петӗр пулӑшнипе, пур ятлӑрах писательсене те сӑнран паллакан пултӑм.

Куҫарса пулӑш

Савӑнӑҫ // Влас Паймен. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 50–65 с.

Президиумра эп сӑнран палламан чаплӑ писательсем нумай-мӗн.

Куҫарса пулӑш

Савӑнӑҫ // Влас Паймен. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 50–65 с.

9 ҫултан ҫеҫ ҫӗнӗ ҫурт лартма вӑй-хал ҫитертӗмӗр, - салтрӗ сӑмах хутаҫҫине пӗчӗкрех кӗлеткеллӗ сӑнран илемлӗ ватӑ.

Куҫарса пулӑш

Мӑшӑр хисеплени хаклӑ // Эльвира КУЗЬМИНА. http://alikovopress.ru/mashar-xisepleni-xakla.html

Сӑнран апла калаймӑн ӑна, пенси ҫулне ҫитнӗ тесе шутламӑн.

Куҫарса пулӑш

III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 374–379 с.

Павӑл ташша тухсан, вӑл каллех кӗлеткине тӳрлетрӗ, пуҫне каҫӑртса хучӗ, сӑнран ҫуталчӗ, ҫӑмӑлланса кайрӗ, — пукан ҫинче лармасть, сывлӑшра тӗк пек выляса-вӗҫсе тӑрать тейӗн, ҫак шухӑ, илемлӗ кӗвве, пуҫа хӑмла хӑвачӗ пек ҫавӑрса яракан, пӗтӗм ӳт-пӗвӗ хум пек тытса илсе ҫӗклекен кӗвве унӑн кивӗ тӗссӗр купӑсӗ мар, пӗтӗм кӗлетки шӑрантарса кӑларать тейӗн.

Куҫарса пулӑш

III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 338–356 с.

Сӑнран Лисук Чӗкеҫех ҫитмест пуль те, ҫапах хитре хӗрарӑм вӑл.

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 338–356 с.

Вӑл мӗншӗн сӑнран улшӑнса, «йытӑшӑнах пуҫа усас мар» тесе каланине те, хваттер алӑкне мӗншӗн ҫапла васкаса уҫнине те тӗрӗс ӑнланайман эпӗ ун чухне.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 306–337 с.

Сӑнран хӑй сыв мар пек курӑнмасть, ҫапах та тем пулнӑ ӑна: салху, сассинче те, хусканӑвӗсенче те яланхи хаваслӑхпа йӑрӑлӑхӗ ҫук.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 306–337 с.

— Эпӗ те пӗлетӗп ку ҫынсене, — хутшӑнчӗ раствор хатӗрлекен хӗрарӑмсенчен пӗри, хитре пӳллӗскер, сӑнран та чиперскер.

Куҫарса пулӑш

XXVII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Апла теме — сӑнран йӑлт уйрӑм вӗсем: Григориу хуп-хура, ку вара, хӗрарӑмӗ, ҫырӑ ӳтлӗ, ҫырӑ ҫӳҫлӗ, ҫаврака пит-куҫлӑ.

Куҫарса пулӑш

XVI // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Сӑнран хитре Анюк.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

– Класс, спасибо, – сасартӑк Павлик сӑнран улшӑнчӗ.

– Класс, спасибо, – вдруг переменился в лице Павлик.

Ҫырма // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/589

— Сулагаев сӑнран тӗксӗмленчӗ, яп-яка хырнӑ янахне канӑҫсӑррӑн сӑтӑркаларӗ:

Куҫарса пулӑш

11 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Сулагаев, сӑнран тӗксӗмленнӗскер, калас-и, калас мар-и тенӗ пек самантлӑха шӑпланчӗ те хаш! сывласа илсе ирӗксӗртереххӗн хурлӑхлӑран та хурлӑхлӑ хыпар пӗлтерчӗ:

Куҫарса пулӑш

9 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Сасартӑк вӑл сӑнран тӗксӗмленчӗ, шиклӗн ҫӳҫенсе илчӗ: «Ҫырасса ҫырӑп-ха ҫав япалана, анчах ӑҫта та пулин пичетлесе кӑларайӑп-и?

Куҫарса пулӑш

6 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

— Поликлиникӑран ҫамрӑк сестрасем укол тума ҫӳреҫҫӗ, вӑт сана гарем! — сӑнран тӗксӗмленчӗ Таранов.

Куҫарса пулӑш

4 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

— Хам та айӑплӑ пулнӑ ун чух, — самантлӑха сӑнран тӗксӗмленсе илчӗ Таранов.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Анчах сӑнран пӑхсан, каллех вӑрҫӑра пулнӑ ҫын теме май ҫук, ун чухне вӑл ача-пӑча пулнӑ.

Куҫарса пулӑш

Манӑн идеал // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 161–176 с.

Кирик сӑмахне вӑл хӑлхана та чикмерӗ: «Автанкассинчи сысна ферминех каятӑр!» — тенӗскер Герасим Федотовича асӑрхасан сӑнран тӗксӗмленсе машинӑпа трактор паркне кӗрсе кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

12 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех