Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

сӑнран (тĕпĕ: сӑн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Тахҫанхи вӑрҫӑ кунӗсем ҫинчен шухӑшлакан Герасим Федотович сӑнран салхуланчӗ.

Куҫарса пулӑш

8 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Сӑнран пӑхма вӑл ним шухӑшсӑр хаваслӑ ҫын пек туйӑнчӗ пулин те, Тураевсем патне хӗвел ансан тин ҫитменшӗн чӗреренех лайӑхмарланчӗ.

Куҫарса пулӑш

8 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Аркаш сӑнран тӗксӗмленчӗ:

Куҫарса пулӑш

13 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Сӑнран тӗксӗмленнӗ Сардимиров канӑҫсӑррӑн хускалса илчӗ:

Куҫарса пулӑш

11 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Шанаровсам вӑсам сӑнран пӑхма кӑна сарӑ, ӑш-чикӗ вӗсен хора.

Куҫарса пулӑш

9 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

— Ҫав хӗр ятне ан асӑн тархасшӑн, — самантрах сӑнран тӗксӗмленчӗ Аркаш.

Куҫарса пулӑш

6 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Манӑн шухӑш-туйӑма хӗрарӑм ӑнланчӗ-ши — сӑнран тӗксӗмленсе каялла чакрӗ.

Куҫарса пулӑш

Ӑшӑ шыракан арҫынпа ятсӑр хӗрарӑм // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 61-74 с.

Хура кӑтра ҫӳҫлӗ шофер грузовика чарма хӑтланчӗ, анчах вӑл: «Ман вырӑн ҫук вӗт, кузов ҫинче удобрени — ҫав карчӑксене унта лартаймастӑн», — терӗ те, сӑнран тӗксӗмленнӗскер, грузовикне малалла хӑваларӗ.

Куҫарса пулӑш

Ӑшӑ ҫил // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 29-35 с.

Анчах хӗрарӑм сасартӑк сӑнран тӗксӗмленчӗ, асаплӑн ахлатса илчӗ.

Куҫарса пулӑш

Авӑн уйӑхӗнчи тӗлпулу // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 9-21 с.

— Ҫапах та вӑйлӑ улшӑннӑ эс, сӑнран та, шухӑш-туйӑм енчен те урӑх ҫын пек туйӑнатӑн.

Куҫарса пулӑш

Авӑн уйӑхӗнчи тӗлпулу // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 9-21 с.

— Анне вунӑ ҫул каяллах вилнӗ ҫав, — сӑнран тӗксӗмленнӗскер, плащ кӗсйинчен пирус кӑларчӗ Моляков, анчах хӗрарӑм умӗнче туртма аван мар пек туйӑннӑран пирусне вӑл самантрах каялла чиксе хучӗ.

Куҫарса пулӑш

Авӑн уйӑхӗнчи тӗлпулу // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 9-21 с.

Ҫавӑнпа та Унерпи Ӑнран кайса аптӑрать, Пит ҫӑмарти, ҫут ҫамки Сӑнран кайса тӗс ярать.

Куҫарса пулӑш

XIII. Туй // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

— Эсӗ мӗн, Арҫен, пач сӑнран ӳкнӗ?

Куҫарса пулӑш

Супер! // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 128–143 с.

Ак хайхи сӑнран паха леш алапаш хӗр те этем тӗс-пичӗн йӗрӗ те юлман шуйттан пулчӗ те тӑчӗ, йӗкӗлтевлӗн, намӑссӑррӑн-симӗссӗррӗн кутне-пуҫне кӑтарткаласа, тӗрсӗр ахӑлтатса та ихӗлтетсе, элес-мелес сиккелесе те пӗтӗрӗнкелесе, каллӗ-маллӗ чупкаласа, сальто-мортале те тукаласа, умра пычӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Вӗсен вырӑнне хӑй патнелле пач сӑнран ӳкнӗ Кӗҫтук пуҫне усса, виллӗн-чӗррӗн ҫывхарни курӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ревлен ашшӗпе амӑшӗ те ҫак хӑрушӑ инкеке пула сӑнран ӳкрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

12 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Эсӗ «васкавлӑ пулӑшу» машинине чӗнтер, мучи сӑнран ӳкнӗ, — илтрӗ вӑл ҫамрӑксен шӑв-шавӗ витӗр такама кӑшкӑрса каланине.

Куҫарса пулӑш

Кӑмӑл улшӑнчӗ // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 90–95 с.

Сӑнран пӑхсан та мучи ҫитмӗл ҫулхи пек пӗркеленсе пӗтнӗ пит-куҫлӑ мар.

Куҫарса пулӑш

Кӑмӑл улшӑнчӗ // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 90–95 с.

Вӗсем пӗрре сӑнран улшӑннӑ зоотехник ҫине, тепре хӗп-хӗрлӗ хӗрелсе кайнӑ Лена ҫине пӑхрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

V // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Лутра та сарлака хулпуҫҫиллӗ ҫын вӑл, сӑнран пӑхсан, чӗмсӗртерех пек туйӑнать.

Куҫарса пулӑш

Тинӗс уҫакансем // Александр Аслут. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 70-76 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех