Шырав
Шырав ĕçĕ:
6. Усал ҫынсем ҫине Вӑл шӗл-кӑвар, вут-ҫулӑм, кӳкӗрт ҫутарӗ; ӗнтекен ҫил те — вӗсен шӑпиех: 7. Ҫӳлхуҫа — тӳрӗ, тӳрӗлӗхе юратать; тӳрӗ ҫынсем Унӑн сӑнне кураҫҫӗ.
Пс 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
26. Вӑл кирек хӑҫан та ӑнӑҫтарса пырать имӗш; уншӑн Санӑн суту аякра: мӗнпур тӑшманӗ ҫине вӑл йӗрӗнсе ҫеҫ пӑхать; 27. хӑй ӑшӗнче: «аптӑрамӑп, сыпӑкран сыпӑка та усал курмӑп» теет; 28. ҫӑварӗнче — пӗр ылханасси, улталасси те суясси; чӗлхи вӗҫӗнче — асаплантарасси те ҫынна пӗтересси; 29. вӑл ҫурт хыҫӗнче пытанса ларать, айӑпсӑр ҫынна улах ҫӗрте вӗлерет; унӑн куҫӗ мӗскӗне вӑрттӑн сӑнать; 30. йӑвине пытанса ларнӑ арӑслан пек, вӑл улах ҫӗрте сыхласа тӑрать; мӗскӗне тытмашкӑн пытанса ларать; мӗскӗне хӑйӗн танатипе ҫаклатса ярса илет; 31. лӑпчӑнать те, сиксе ӳкет те — мӗскӗнсем унӑн тискер чӗрнине ҫакланаҫҫӗ; 32. хӑй ӑшӗнче вӑл: «Турӑ манчӗ, сӑнне хупларӗ, нихӑҫан та курмӗ» теет.
Пс 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Сӑнне пытарсассӑн, Ӑна кам курайтӑр?
Иов 34 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Вилесле хуйха ӳкнӗ патша майри Эсфирь те Ҫӳлхуҫана тилмӗрнӗ, чаплӑ тумне хывса пӑрахса хуйхӑпа куҫҫуль тумтирӗ тӑхӑннӑ, тем тӗрлӗ паха сӗрӗшсем вырӑнне пуҫӗ ҫине кӗлпе тусан сапнӑ, хӑйӗн ӳт-пӗвне хавшатнӑ, унччен, хаваслӑ вӑхӑтра, эрешлетсе илемлетнӗ сӑнне сапаланӑ ҫӳҫӗпе хупӑрласа Ҫӳлхуҫана, Израиль Туррине, кӗлтунӑ: эй Ҫӳлхуҫамӑм!
Эсф 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Ун чухне унӑн чи ҫывӑх ҫыннисем, патша сӑнне курса тӑракансем, патшалӑхри пӗрремӗш ҫынсем, Персипе Миди ҫӗрӗсен ҫичӗ аслӑ улпучӗ: Каршена, Шефар, Адмафа, Фарсис, Мерес, Марсена тата Мемухан пулнӑ.
Эсф 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Эсир пӗтӗм чӗререн, чунтан-вартан Ун енне ҫаврӑнсассӑн, Вӑл та сирӗн енне ҫаврӑнӗ, Хӑйӗн сӑнне сирӗнтен пытармӗ.
Тов 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Сенкер ҫӑмран, хӗрхӗлтӗм, йӑм хӗрлӗ ҫӑмран тата виссонран чаршав тунӑ, ун ҫине херувимсен сӑнне ӳкернӗ.
2 Ҫулс 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Давид ҫав кунхине Асафпа унӑн тӑванӗсене Ҫӳлхуҫана аслӑласа мухтамашкӑн пӗрремӗш хут мухтав юрри панӑ: 8. Ҫӳлхуҫана аслӑлӑр, Унӑн ятне асӑнӑр, халӑхсем хушшинче Унӑн ӗҫӗсем ҫинчен пӗлтерӗр; 9. Ӑна мухтавлӑр, Ӑна мухтаса юрлӑр; Унӑн мӗнпур кӗтречӗ ҫинчен каласа кӑтартӑр; 10. Унӑн сӑваплӑ ячӗпе мухтанӑр; Ҫӳлхуҫана шыракансенӗн чӗри хаваслантӑр; 11. Ҫӳлхуҫана, Унӑн вӑй-хӑватне шырӑр, яланах Унӑн сӑнне шырӑр; 12. Вӑл пултарнӑ кӗтретсене, Ун хӑвачӗн паллисене, Вӑл каланӑ йӗркесене астуса тӑрӑр, 13. эсир — Израиль вӑрлӑхӗ, Унӑн чурисем, Иаков ывӑлӗсем, Турӑ суйласа илнисем!
1 Ҫулс 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Манӑн патша сӑнне курас килет.
2 Пат 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
28. Авессалом ӗнтӗ Иерусалимра икӗ ҫул пурӑннӑ, анчах патша сӑнне курман.28. И оставался Авессалом в Иерусалиме два года, а лица царского не видал.
2 Пат 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Авессалом ӗнтӗ хӑйӗн килӗнче пурӑннӑ, анчах патша сӑнне курман.
2 Пат 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Ҫӳлхуҫа сирӗнпе [ту ҫинче тӑрса] вут-ҫулӑм ӑшӗнчен калаҫрӗ; эсир [Унӑн] сассине илтсе тӑтӑр, анчах сӑнне курмарӑр, сассине ҫеҫ илтсе тӑтӑр; 13. Вӑл сире Хӑйӗн халалне пӗлтерчӗ, сире Хӑйӗн ҫав вунӑ ӳкӗчӗ вӗрентнӗ пек пурӑнма хушрӗ, ӑна Вӑл икӗ чул хӑма ҫине ҫырса пачӗ; 14. хӑвӑр аллӑра ҫӗнтерсе илме пырса кӗрекен ҫӗр ҫинче сирӗн Турӑ хунӑ йӗркесемпе саккунсем тӑрӑх пурӑнмалла, ҫавӑнпа Ҫӳлхуҫа мана ҫавӑн чухне вӗсене сире вӗрентсе хӑварма хушрӗ.
Аст 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Ҫӳлхуҫа каланӑ: Манӑн сӑмахсене итлӗр-ха: сирӗн хушшӑрта Ҫӳлхуҫа пророкӗ пулсассӑн, Эпӗ ӑна палӑрса курӑнатӑп, унпа тӗлӗкӗнче калаҫатӑп; 7. Хамӑн Моисей чурампа апла мар, вӑл Манӑн кил-ҫуртӑмра пур тӗлӗшпе те тӗрӗс тӑрать: 8. Эпӗ унпа куҫа-куҫӑн калаҫатӑп, ытарлӑн мар, уҫҫӑн калатӑп, вӑл Ҫӳлхуҫанӑн сӑнне курса тӑрать; Манӑн чурама, Моисее, ӳпкелеме мӗнле хӑрамарӑр эсир? тенӗ.
Йыш 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
26. Хӑйӗн сӑнне Ҫӳлхуҫа сан еннелле ҫавӑртӑр, сана тӑнӑҫлӑх патӑр! теччӗр.
Йыш 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Кӗлӗ чатӑрне вунӑ вителӗкрен ту, вӗсене пӗтӗрнӗ ҫипрен тӗртнӗ виссонран тата сенкер, хӗрхӗлтӗм, йӑм хӗрлӗ ҫӑмран ту; ӑстайлӑ ӗҫлесе вӗсем ҫине херувимсен сӑнне ӳкер; 2. кашни вителӗк тӑршшӗ ҫирӗм сакӑр чике, кашни вителӗк сарлакӑшӗ тӑватӑ чике — пур вителӗкӗ те пӗр виҫеллӗ.
Тух 26 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Иаков каланӑ: ҫук, эпӗ санӑн кӑмӑлна тупрӑм пулсассӑн, эсӗ манӑн парнеме манӑн аллӑмран ил, маншӑн санӑн сӑнна курни кам та кам Турӑ сӑнне курнӑ пекех пулчӗ, эсӗ мана хапӑл пултӑн; 11. манӑн парнеме, хӑвна пиллесе панӑ парнеме, илсем, мӗншӗн тесессӗн мана Турӑ пачӗ, манӑн пурте пур, тенӗ.
Пулт 33 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Иаков Рахильпе Лийӑна хире, хӑйӗн вак выльӑхӗсен кӗтӗвӗ патне, чӗнтерсе илнӗ те 5. вӗсене каланӑ: эпӗ сирӗн аҫӑр сӑнне куратӑп та, вӑл маншӑн ӗнерхи пек, виҫӗмкунхи пек мар; анчах ман аттемӗн Турри манпа пӗрле пулчӗ; 6. эпӗ сирӗн аҫӑршӑн мӗнпур вӑйӑмпа ӗҫлесе тӑнине эсир хӑвӑрах пӗлетӗр, 7. сирӗн аҫӑр вара мана улталаса пурӑнчӗ, мана парассине вунӑ хут та улӑштарса пӑхрӗ; анчах Турӑ ӑна мана усал тума памарӗ.
Пулт 31 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Иаков Лаванӑн сӑнне курнӑ та — акӑ вӑл уншӑн ӗнерхи пек, виҫӗмкунхи пек мар.2. И увидел Иаков лице Лавана, и вот, оно не таково к нему, как было вчера и третьего дня.
Пулт 31 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Тӗрлӗ пейзажсӑр пуҫне ҫын сӑнне те кӑларма пултаратӑп.
Асанне пек пуласчӗ // Тантӑш. «Тантӑш», 2016.03.17, 10№
Тӑван ҫӗршыв хӳтӗлевҫин кунӗ тӗлне статистиксем Раҫҫей халӑхӗн 2010 ҫулхи ҫыравӗн кӑтартӑвӗсене тӗпе хурса Чӑваш Енӗн ялта пурӑнакан вӑтам арҫыннӑн сӑнне уҫӑмлатнӑ.
Мӗнлерех вӑл ялта пурӑнакан арҫын? // Каҫал Ен. «Каҫал Ен», 2016, пуш, 11