Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

сӑнне (тĕпĕ: сӑн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Чылай вӑхӑт хушши карапӑн сӑнне чӑннине палӑртакан ӳкерчӗксем сыхланса юлман тесе шутланӑ.

Долго считалось что не сохранилось достоверных изображений судна.

Пайлот // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%9F%D0%B0%D ... 0%BE%D1%82

Сӑмах чӑпти ҫапсан-ҫапсан: — Ай-й! — терӗ вӑл сасартӑк, ялкӑш сӑнне улӑштарса.

Куҫарса пулӑш

Асран кайми тӑманлӑ каҫ // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Кӗпере уҫнӑ май унӑн сӑнне эстетика тӗлӗшӗнчен те хакланӑ — Уильям Моррис сӑвӑҫ тата ӳнерҫӗ кӗпер пирки «чи ҫӳллӗ шайри илемсӗрлӗх» (акӑл. the supremest specimen of all ugliness) тесе палӑртнӑ.

Открытие моста сопровождалось дискуссиями о его эстетической составляющей — поэт и художник Уильям Моррис назвал мост «верхом уродства» ( англ. the supremest specimen of all ugliness).

Фёрт-оф-Форт чукун ҫул кӗперӗ // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%A4%D1%91%D ... 1%80%D3%97

Ахӑртнех, утравӑн сӑнне тепӗр хут улӑштарасшӑн мар пулас.

На острове, по всей видимости, просто не хотят ещё раз менять его облик.

Гельголанд // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%93%D0%B5%D ... 0%BD%D0%B4

Тем каласан та, художник унӑн ҫамрӑк чухнехи сӑнне ҫав самантсенче курса юлнӑ пуль, енчен вӑл унӑн халь стена ҫумӗнче ҫакӑнса тӑракан портретне тӑвайман пулӗччӗ.

Куҫарса пулӑш

Улттӑмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Анчах халь общежитинчен тухса кайнӑ хӗрарӑм сӑнне часах манаймӑн.

Куҫарса пулӑш

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

Тӗнчере хӑй евӗрлӗ илемлӗ ҫынсем нумай, вӗсене кашни утӑмрах тӗл пулатӑн, вӗсемпе калаҫатӑн, паллах, пӗр вӑхӑтлӑха вӗсен сӑнне те астуса юлатӑн.

Куҫарса пулӑш

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

— Эпӗ унӑн илемлӗ сӑнне, чакӑр куҫӗсене пӗр вӗҫӗмсӗр пӑхса савӑнса тӑнӑ пулӑттӑм…»

Куҫарса пулӑш

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

1349 ҫулта ҫӗр чӗтренни пула арканнӑ мӑнастире 1366 ҫулта ҫӗнӗрен юсаса лартнӑ, ҫапах та хӑйӗн хальхи сӑнне вӑл XVII ӗмӗрте кӑна йышӑннӑ, ун чухне аббатлӑх неаполь бароккон хрестомати тӗслӗхӗ пулса тӑнӑ.

Разрушенный землетрясением в 1349 году, монастырь был вновь восстановлен в 1366 году, однако свой современный вид он принял только в XVII веке, когда аббатство стало хрестоматийным примером неаполитанского барокко.

Монтекассино // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%9C%D0%BE%D ... 0%BD%D0%BE

Купол айӗнчи сӑнамалли лаптӑкран хула чаплӑ сӑнне курма май пур.

Со смотровой площадки под куполом открывается великолепный вид.

Эстергом // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%AD%D1%81%D ... 0%BE%D0%BC

Тилли, хӑйӗн сӑнне курсан, иртнӗ пурнӑҫне аса илсе, хӑй мӗн тери ватӑлнине каласа парать:

Куҫарса пулӑш

Поэзи пулсан… // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 92–98 с.

Тилли сӑнне кӑтартса парас тесе, поэт ӑна куҫкӗски ҫине пӑхтарать.

Куҫарса пулӑш

Поэзи пулсан… // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 92–98 с.

Кӑвакарма пуҫланӑ кӗске ҫӳҫӗпе ҫаврака пичӗ Откан аппан сӑнне арҫын ачанни пек кӑтартаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ӑннӑ кин пулчӗ: сӑнне пӑхма та чипер, ӗҫлеме те вут пек — мӗн тытсан та, алли килет, пултарать.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Вӑл куҫран ҫухалсанах, сӑнне аса илме тӑрӑшнӑ Роза.

Куҫарса пулӑш

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

— Мана Иван тесе чӗнеҫҫӗ, — вӑрахранпа хырӑнман сӑнне пытарма тӑрӑшрӗ Иван.

Куҫарса пулӑш

«Вилнӗ-шим эпӗ?..» // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ҫимун вӗсем хушшинче хӑйӗн тахҫанхи сӑнне шыраса тупрӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Вӑрӑм хура куҫ харшийӗсем хушшинчи икӗ тарӑн йӗр унӑн сӑнне хаярлатса кӑтартаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Халиччен тума манса кайнӑ йӑлине аса илсе, тӗкӗр умне пычӗ, хӑйӗн сӑнне курса шартах сикрӗ.

Куҫарса пулӑш

XX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Базиликӑн тӗп енӗ анӑҫалла пӑхать, Зринья урамӗн (венг. Zrinyi utca) перспективин тулли сӑнне вӗҫлет.

Главный фасад базилики выходит на запад, замыкая собой перспективу улицы Зриньи (венг. Zrinyi utca).

Сӑваплӑ Стефан базилики // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%A1%D3% ... 0%BA%D0%B8

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех