Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

сӑмсипе (тĕпĕ: сӑмса) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Чаш та чаш сапӑнать урпа-вӑрлӑх, пурӑнас-ӳсес килнӗрен, шӗвӗр сӑмсипе хура ҫӗре чаках тӑрӑнса ларать.

Куҫарса пулӑш

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 3–36 с.

Пысӑк курпун сӑмсипе ҫӑра куҫ харшисем усаллӑн кӑтартаҫҫӗ унӑн хӑйӑр тӗслӗ сӑн-питне.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Йӗр ҫине тӑратрӗ, сӑмсипе ҫӗрелле тӗртрӗ:

Куҫарса пулӑш

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Вӗсене хирӗҫ кайма юрать-и вара, — карчӑк, ача пек, сӑмсипе нӑшиклесе илчӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӑранайми вӑрҫӑсем // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ӑҫта халӗ пирӗн ҫӗтӗк кӗсьесемшӗн санаторисем? — каллех сӑмсипе нӑшӑклатма тытӑнчӗ Натали, унтан, кӑшт тӑхтаса тӑнӑ хыҫҫӑн, пӑшӑлтатса калаҫӑва малалла тӑсрӗ.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ виҫкӗтеслӗхӗ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Пӗчӗкскер, услам ҫу катӑкӗ пек, ҫавракаскер, ача-пӑча юмахӗнчен тухнӑ пек туйӑнаканскер, Ваҫилен шуралса кайнӑ сӑмсипе питҫӑмартисене курсан вӑл чӗпӗтекен юрпа сӑтӑрма тытӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Телейсӗрскер… // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ӑмӑрткайӑк хальхинче те тӗл лектереймесӗр кукӑр сӑмсипе ҫӗре чавса кӑларчӗ, тарӑхса чӗрнисемпе тӑпрана чакаларӗ.

Куҫарса пулӑш

Тимӗр тӗклӗ ӑмӑрткайӑк // Геннадий Эсекел. Эсекел-Никифоров, Геннадий Леонтьевич. Вӗҫекен пан улмисем: халапсем, юмахсем, калавсем: [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2019. — 60 с. — 46–56 с.

Вара ҫӑла чӑмнӑ пек ухӑнса хӑлӑхсӑр йытта кукӑр сӑмсипе тирӗнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Тимӗр тӗклӗ ӑмӑрткайӑк // Геннадий Эсекел. Эсекел-Никифоров, Геннадий Леонтьевич. Вӗҫекен пан улмисем: халапсем, юмахсем, калавсем: [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2019. — 60 с. — 46–56 с.

Ӑмӑрткайӑк куҫӗсене хӑрушла ҫавӑркаласа, чӗрнисемпе ҫӗре чавтарса, ҫӑткӑн кукӑр сӑмсипе тӗллесе, икӗ хутлӑ пӳрт ҫӳллӗш кӳлепипе кармашса йытӑ ҫине кӗме пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

Тимӗр тӗклӗ ӑмӑрткайӑк // Геннадий Эсекел. Эсекел-Никифоров, Геннадий Леонтьевич. Вӗҫекен пан улмисем: халапсем, юмахсем, калавсем: [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2019. — 60 с. — 46–56 с.

— Кунтарах пӑхса илӗр-ха, — сӑмсипе тӗксе тенӗ пек тем шырать чул ҫинче Ванюк.

Куҫарса пулӑш

Чул вӑрттӑнлӑхӗ // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Час-часах улатакка сӑмсипе ватӑ чӑрӑш хуппине таккани илтӗнет.

Часто слышно, как дятел стучит клювом по стволу старой ели.

Хутӑш вӑрманта // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Вӑл хӑйӗн ҫинче чӗрнисемпе йывӑҫ хуппинчен пӑталаса тытса, вӑрӑм сӑмсипе йывӑҫ хуппине таккаса шӑтарать те унтан хурт-кӑпшанкӑсене кӑлара-кӑлара ҫиет.

Своими острыми когтями он цепко впивается в кору деревьев, длинным клювом продалбливает кору и оттуда извлекает червячков.

Тайгари ҫутҫанталӑк // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Ача-пӑча ҫеҫ чӳрече кантӑкне сӑмсипе сухаласа пырать.

Одни только дети прижимаются носами к окнам.

XXII // Юрий Артемьев. Сент-Экзюпери Антуан де. Пӗчӗкҫеҫ принц: аллегориллӗ повесть-юмах. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 64 с.

Хӑйсен сӑмсипе мӑйӑрсене тата хыт хупӑллӑ ҫимӗҫсене ҫӑмӑллӑн катаҫҫӗ.

Своим клювом легко раскалывают орехи и твердые семена.

Тропик вӑрманӗсенчи чӗрчунсем // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Вӗсем тӗреклӗ ҫивӗч урисемпе, ҫекӗл пек кукӑр сӑмсипе йывӑҫ турачӗсем тӑрӑх лайӑх ҫӳреҫҫӗ.

Хорошо лазят по веткам деревьев с помощью сильных цепких ног и крепкого загнутого крючком клюва.

Тропик вӑрманӗсенчи чӗрчунсем // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Вӗсем тем хулӑнӑш хулӑсене сӑмсипе ҫыртса вӗҫеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

XIV сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Искусствӑлла сывларӑм, ҫурӑмӗнчен шаккарӑм, ачан сӑмсипе ҫӑварӗнчен шыв юхса анчӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӑн-чӑн арҫын ӗҫӗ // Лейла ГУМЕРОВА. https://sutasul.ru/news/pulsa-irtni/2023 ... yn-3401972

Кучӗпе шӑвакан, сӑмсипе сывлакан.

Куҫарса пулӑш

Пушкӑртстан Республикин Федоровка районне кӗрекен Ашкатар ялӗнчи туй йӑли-йӗрки // Лариса Коротаева. https://phsreda.com/e-articles/79/Action ... -43529.pdf

Йытӑ сиксе тӑрса сӑмсипе нӑшик тутарчӗ.

Куҫарса пулӑш

4 // Николай Андреев. https://chuvash.org/lib/haylav/8101.html

Сӑмсипе чышкаласа унӑн хулӗ айӗнче хӳтлӗх шырарӗ.

Куҫарса пулӑш

4 // Николай Андреев. https://chuvash.org/lib/haylav/8101.html

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех