Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

сӑмахӗсем (тĕпĕ: сӑмах) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Паҫӑр савӑнӑҫлӑн калаҫакан Савтепи те Ухтиван сӑмахӗсем хыҫҫӑн пусӑрӑннӑҫемӗн пусарӑнса пырса шухӑша кайрӗ.

Вслед за Ухтиваном погрузилась в невеселые думы и щебетавшая вначале Савдеби.

Купӑс калакан // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Вӑл шӳт тӑвасшӑнччӗ, анчах сӑмахӗсем йӗкӗлтесе каланӑ пек пулса тухрӗҫ, ӑна сӑмахне персе ярсан тин туйса илчӗ Ухтиван.

Он хотел пошутить, но слова его самому показались в этот напряженный момент насмешкой.

Мултиер // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Ишутӑн пуҫӗнче вара, Курнать ӑна тӗнче тӗтреллӗн: Ах, курчӗ намӑс хӑнара, Барон сӑмахӗсем етреллӗн, Пуҫа чалт! шӑтарса кӗрсе Аса ытла суранлантарчӗҫ, Пур шанчӑка та йӑвантарчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

XVI // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Уншӑн Миннигел сӑмахӗсем вырӑнлӑ пулчӗҫ, вӑл ӗнерех Фатимана курасси ҫинчен шухӑшланӑччӗ-ха.

Куҫарса пулӑш

XXXII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Кӑмӑла каймарӗҫ тимӗрҫе каччӑ сӑмахӗсем.

Куҫарса пулӑш

XXIX // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Анчах шухӑшласа пӑхӑр, тен, манран лайӑх ҫын тупӑнать» — пулчӗҫ ун сӑмахӗсем.

Куҫарса пулӑш

XXVI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Телефон трубкинче Левентейӗн хивреленсе каланӑ сӑмахӗсем илтӗнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

XXV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Вӑрҫӑ тесе вара… — Сехрен сӑмахӗсем пӗтсе ларчӗҫ, вӑл нимле ҫавӑрса калама пултараймарӗ.

Куҫарса пулӑш

XX // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Мана паян Петров сӑмахӗсем питӗ тӗлӗнтереҫҫӗ, — терӗ вӑл, Левентей ҫине витӗр пӑхса, — Петров ҫак ларура хӑйне пӗрре те малта пыракан колхоз председателӗ пек тытмасть, эпӗ сирӗнпе ҫыхланмастӑп, тесе мухтанать.

Куҫарса пулӑш

VIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ман шутпа, Камышин сӑмахӗсем хыҫҫӑн пирӗн Ашмарина тек тавлашса тӑрас та ҫук.

Куҫарса пулӑш

V // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Укахвие председатель сӑмахӗсем ҫав тери кӑмӑлӑ кайрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

I // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Сӑмахӗсем ытла сиввӗн тухаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

XXVIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Каҫмаран аяларах ачасем ҫырма ик айкипе пӗве тума тытӑннӑ, варрине пӗвене вӑй ҫитереймен те, унтан шыв валак ҫинчи пек сиксе юхать, вӑл хытӑ шавламасть, таврара темле пӑртак хурлӑхлӑрах юрӑ янӑранӑ пек илтӗнсе тӑрать, юррин сӑмахӗсем те ҫук, кӗвви ҫеҫ пӗр чарӑнмасӑр янрать.

Куҫарса пулӑш

XXVI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Вӑл кунта ывӑлӗ тӗлӗнмелле чаплӑ ӗҫленине курса унпа мухтанма килмен кӑна вӑл тепӗр чухне тӑваять, ӑна ҫак хире Кӑтра Михала сӑмахӗсем илсе килнӗ.

Куҫарса пулӑш

ХХIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Вӑл ҫул ҫинче те тӑршшӗпех Левентей сӑмахӗсем пирки шухӑшласа пычӗ.

Куҫарса пулӑш

ХХI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Вӑл сана хытӑ юратать, ҫавӑнпа ун сӑмахӗсем те ҫулӑмлӑ тухаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

XVII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Анчах, калама тӑрсан, Липӑн чӗлхи вӗҫне хӗрхенӳ сӑмахӗсем килмерӗҫ.

Куҫарса пулӑш

X // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Кунта ӑна Кӗтернен чуна ҫемҫен кӑтӑклакан сӑмахӗсем аса килчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

X // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Хӑлхара ашшӗн ҫине тӑрса хушакан сӑмахӗсем янраса тӑраҫҫӗ:

Куҫарса пулӑш

VI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Халӑхра Михала пиччен хӗрӳллӗ сӑмахӗсем янӑраҫҫӗ:

Куҫарса пулӑш

IV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех