Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

сывлӑхшӑн (тĕпĕ: сывлӑх) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Аэродромра ӗҫленӗ чух та пӑлханмасӑр-хускалмасӑр пурӑнаймӑн, рейсри юлташсемпе туссен шӑпи ҫинчен шухӑшлӑн — сывлӑхшӑн турат ҫук.

Куҫарса пулӑш

8 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Каларӗ мана атте: «Асту, Раман, хура тарпа хутӑштарса пӗҫернӗ ҫӑкӑр кӑна таса, хура тарпа пӗҫернӗ ҫӑкӑр кӑна тутлӑ, хура тарпа хутӑштарса пӗҫернӗ ҫӑкӑр кӑна сывлӑхшӑн усӑллӑ», — тенӗччӗ.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.

Таса пурӑнни илем кӳрет анчах мар, сывлӑхшӑн та усӑллӑ.

Куҫарса пулӑш

Тасалӑх — хамӑршӑн // Елчӗк Ен. http://елчекен.рф/2023/04/11/%d1%82%d0%b ... 88a%d0%bd/

Кӑҫатӑ йӑваласси сывлӑхшӑн усӑллӑ ӗҫех мар ҫав.

Куҫарса пулӑш

«Ӳркенмен ӑста пулнӑ», — теҫҫӗ. Вӑл тем ӗҫе те пултарать // Василий Лапин. http://kanashen.ru/2023/03/17/y%d1%80%d0 ... %83%d0%bb/

Этемлӗх цивилизацийӗ те мӑкланса вырӑнта тӑмасть — киввине ҫӗннипе, сывлӑхшӑн та, хӳтлӗхшӗн те, илемлӗхшӗн те усӑллӑрах, ҫирӗпрех, меллӗрех япаласемпе улӑштарать.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Эрнен иккӗмӗш ҫуррине сывлӑхшӑн усӑллӑ ирттерӗр, йогӑпа, хӑвӑрт утассипе е чупассипе кӑсӑкланӑр.

Вторую половину недели проведите с пользой для здоровья, займитесь йогой, спортивной ходьбой или бегом.

6-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Вӗсене пур енчен те ӑннӑ теме юрать: ҫуллахи каникула интереслӗ кӑна мар, сывлӑхшӑн усӑллӑ та ирттереҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Хаҫатҫӑсем – шкул лагерӗнче // Ирина ЯКОВЛЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/10976-kh ... lager-nche

— Эсир ман сывлӑхшӑн пулсан, эпӗ сирӗн сывлӑхшӑн.

Куҫарса пулӑш

Петӗрпе матушка // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Эпӗ сирӗн сывлӑхшӑн ӗҫетӗп.

Куҫарса пулӑш

Петӗрпе матушка // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Сирӗн сывлӑхшӑн пултӑр эппин.

Куҫарса пулӑш

Улахра // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Пыл хурчӗсем ҫӑкаран питӗ тутлӑ, сывлӑхшӑн сиплӗ пыл пухаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Чип-чипер мӑшӑрсем // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 50–51 с.

«Эпир ҫемьери сывӑ йӑла-йӗркене хаклатпӑр», «Манӑн ача чӑннипех хӑйнеевӗр», «Сывлӑхшӑн малалла талпӑнатпӑр», «Ашшӗсен канашӗ», «Тантӑшӑм, эпир сана пӑрахмастпӑр» тата ытти проект чӑннипех пархатарлӑ та сӑваплӑ, вӗсем пурте пурнӑҫа ҫӗнӗ варкӑш кӗртессипе, кунҫула ырӑрах тӑвассипе, ҫынна хӑйӗн сывлӑхне хаклама вӗрентессипе, ҫемье йӑли-йӗркине малалла аталантарассипе ҫыхӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

Тӗп ыйту — сывӑ пурнӑҫ йӗрки // Валентина СМИРНОВА. «Хыпар», 2015, 37 (26689)№, 1,2 с.

Пыл сывлӑхшӑн сиплӗхлӗ, теҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Пролог // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Спорт сывлӑхшӑн ҫав тери усӑллӑ пулнине, ӳт-пӗве аталантарнине, чӑтӑмлӑха ӳстернине, кӑмӑла лайӑхлатнине пурте пӗлетпӗр ӗнтӗӗ ҫавна май пирӗн районта спортпа туслӑ ҫынсем чылайӑн пулнине палӑртма кӑмӑллӑ.

Куҫарса пулӑш

Старта тӑрса, хӑвӑрт чупса хаҫат парниллӗ пулчӗҫ // А.ЕФРЕМОВА. http://kasalen.ru/2022/10/11/%d1%81%d1%8 ... -%d0%bf-2/

Ҫитӗнекен ӑрӑва тутлӑ, ҫав вӑхӑтрах сывлӑхшӑн усӑллӑ апат хатӗрлеме шкулсенчи столовӑйсене кирлӗ оборудованипе тивӗҫтернӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗнчен - ҫӗнӗлле // Эльвира КУЗЬМИНА. http://alikovopress.ru/cene-vereny-culen ... nelle.html

Ытларах уҫӑлса ҫӳрӗр, ку сывлӑхшӑн усӑллӑ.

Больше гуляйте сейчас: это полезно для здоровья.

36-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Вӑхӑта ытларах ҫутҫанталӑкра ирттерер, ку сывлӑхшӑн та, кӑмӑлшӑн та лайӑх.

Как можно больше времени проводите на природе, это нужно как для здоровья, так и для настроения.

25-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Ку сывлӑхшӑн та усӑллӑ пулӗ.

Кстати, это будет полезно для вашего здоровья.

23-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Уйрӑмах хӑвӑрӑн сывлӑхшӑн кулянатӑр.

Особенно велик риск различных переживаний о собственном здоровье.

44-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Сывлӑхшӑн ӑнӑҫлах мар тапхӑр, хӑвӑрпа та кӑмӑлсӑрланатӑр.

Неблагоприятный период для вашего здоровья, возможно чувство дискомфорта, слабости, недовольства собой.

24-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех