Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ҫар юхӑмӗн чи вӗҫӗнче вӑраххӑн тусан кӑларса пыракан сурӑхсен, сыснасен тата ӗнесен пысӑк кӗтӗвӗсене хӑвалакан кӗтӳҫӗсемсӗр пуҫне, никам та ҫуран утмасть.
Саккӑрмӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.
Час-часах pig'faces кӗтӗвӗсем — Австралинче ҫеҫ пурӑнма пултаракан сысна сӑмсилле сурӑхсен кӗтӗвӗсем тӗл пулаҫҫӗ.
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
Ӳкерчӗк ҫине пӑхатӑн та, ҫеҫенхирпе пынӑн туйӑнать, вара куратӑн; куҫ вӗҫне ҫитерейми анлӑ таврара пур ҫӗрте те хура-кӑвак ҫӑм — кӗтӳ хыҫалтан ҫил хӑвалакан пӗлӗт пек шуса пырать, хӑй йӗри-тавра тутӑ та ӗҫсӗр аптӑранӑ йытӑсем сӑрса илнӗ чабан сӑрт ҫине улӑхса тӑнӑ та таҫта инҫене шухӑшлӑн пӑхать; е эсӗ куҫса ҫӳрекен электростанцине куратӑн, ун патӗнчен электрошнурсем тӑрӑх хачӑсем пӗр вунна яхӑн тӑсӑлса выртаҫҫӗ; инҫех те мар сурӑхсене пӗр рете вырттарса тухнӑ — ӑста, хачӑсем тачка сийлӗ ҫемҫе те йывӑр ҫӑма каса-каса илеҫҫӗ, вара сурӑхсен ҫурӑмӗ ҫинчен ҫӗре ӑшӗ сарӑрах та шурӑ тӗслӗ кӗрӗк сӗвӗнсе ӳкет…
XIX // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
2. Алӑкран кӗрекенни — сурӑхсен кӗтӳҫи.
Ин 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Ҫапла тинӗс хӗрринчи ҫӗршыв кӗтӳре ҫӳрекен сурӑхсен вити, выльӑх-чӗрлӗх карти пулса юлӗ.6. и будет приморская страна пастушьим овчарником и загоном для скота.
Соф 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Эй хитререн те хитре пикемӗр, ҫавна пӗлместӗн пулсассӑн, кай та кай сурӑхсен йӗрӗпе, кӗтӗвне, качака путеккисене, кӗтсе ҫӳре кӗтӳҫ чатӑрӗсем ҫумӗнче.
Юрӑ 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Лавӗсене турттарма вӑл темӗн чухлӗ тӗве, ашак тата мул илнӗ, апат-ҫимӗҫ валли илнӗ сурӑхсен, вӑкӑрсен тата качакасен вара шучӗ те пулман, 18. пур йыш валли апат-ҫимӗҫ те чылай пулнӑ, тата патша ҫуртӗнчен питӗ нумай ылтӑн-кӗмӗл илнӗ.
Иудифь 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Вӑл ӑна ҫӗр тӳпине хӑпартрӗ, хир ӳстернӗ ҫимӗҫпе тӑрантарчӗ, чултан кӑларнӑ пылпа, ту хысакӗнчен юхтарнӑ йывӑҫ ҫӑвӗпе, 14. Васан ҫӗрӗнче ҫӳрекен ӗнесен ҫӑвӗпе, унти сурӑхсен сӗчӗпе, унти путексемпе сурӑхсен, качака такисен паха ашӗпе, тутӑ тулӑпа тӑрантарса усрарӗ, эсӗ вара эрех, иҫӗм ҫырли юнӗ, ӗҫрӗн.
Аст 32 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
- 1
- 2