Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

сулмаклӑн сăмах пирĕн базăра пур.
сулмаклӑн (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӑл, пӗр виҫепе урисене ҫирӗппӗн тытса, сылтӑм хулпуҫҫипе малалла уртӑнса сулмаклӑн ҫулать.

Он косил ровно, размашисто, крепко упирая ноги в землю и выставив вперед правое плечо.

20-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ял хуҫалӑх предприятийӗсем сулмаклӑн ӗҫлесе пыччӑр тесен вара чи кирли — кадрсем.

Чтобы сельскохозяйственные предприятия работали энергичном, самое важное - кадры.

Кадрсен ҫитменлӗхӗ ура ан хутӑр // Ирина ПУШКИНА. «Хыпар», 2016.06.28, 100№

Ҫывӑхра ларакан Изосимыч ют арҫынсем патне вӑр-вар пырса калаҫма тытӑнчӗ кӑна — маларах тӑраканни пирӗн десантника сулмаклӑн сулӑнса мӗнле ҫапрӗ, лешӗ ҫавӑнтах тӗшӗрӗлсе анчӗ, шӑпланчӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗррехинче Приютово станцире // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 126–140 с.

Анчах Раман ӑна туймасть те, асӑрхамасть те, сулахай аллине хыҫалалла янӑ, сылтӑммипе хушӑран сулкаласа, Мерчӗк клубӗнчи пекех, Маяковский сӑввине сулмаклӑн калать.

Куҫарса пулӑш

39 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Кабаргас малтан пырса фуфайкинчен ярса тытнӑччӗ, Ваҫиле ӑна кӑҫаттипе сулмаклӑн пӗҫ хушшинчен тапрӗ; чекист йынӑшса ячӗ те ыратнӑ вырӑна аллисемпе ярса тытрӗ.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ виҫкӗтеслӗхӗ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Тихон Иванович яланхи пекех хуллен, сулмаклӑн утать.

Куҫарса пулӑш

XV сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Тихӑн тепӗр хут сулмаклӑн ҫапрӗ те, каска ҫурӑлса ик еннелле ӳкрӗ.

Куҫарса пулӑш

XII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Ыраш пучахӗсем, чӑнах та, йывӑрланса кайнӑ пек, сулмаклӑн чӑштӑртатаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

11 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Кантӑрӗ кунта ҫын пӗвӗнчен те ҫӳллӗ ӳснӗ: пуҫӗсем, тукмак пек ҫӗкленсе, аран-аран ҫеҫ сулмаклӑн сулланкалаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.

Филипп Сидорович вӑрт! ҫаврӑнчӗ — хӑйӗн ҫулӗпе таҫталла Лапшу Ҫтаппанӗ пекех сулмаклӑн ярӑнтарчӗ.

Куҫарса пулӑш

10 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

— Пулать! — аллипе сывлӑша сулмаклӑн кастарчӗ Виссарион Игнатьевич.

Куҫарса пулӑш

15 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Йӑрӑс кӗлеткине тӳррӗн тытса ҫирӗппӗн те сулмаклӑн утаканскер кӗҫех шыв кукринче куҫран ҫӗтрӗ.

Куҫарса пулӑш

14 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Ҫапла, май пулнӑ! — хӑйӗн шухӑшӗ тӗрӗс иккенне ҫирӗпрех палӑртас тесе аллине хӗҫ пек сулмаклӑн сулчӗ Мамарланов.

Куҫарса пулӑш

12 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Виссарион Игнатьевич састӑпне сулмаклӑн вылятать.

Куҫарса пулӑш

11 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Састӑп хысакӗ ҫине аттипе сулмаклӑн пусса аврине пӑртак тайӑлтарать те, шурӑ шултӑра ҫӗрулмисем шӑкӑр тухса выртаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

8 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Ҫав чавсасем Герасим Федотовича кӑкӑртан сулмаклӑн чышнӑ пек туйӑнчӗҫ те, вӑл каялла чакрӗ, аллисем унӑн сӳсленсе вӑйсӑрланчӗҫ, пӳрнисем тарласа йӗпенчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Кӗрхи янкӑр тӳпере вичкӗн куҫӗпе ҫӗр ҫинелле ҫивӗччӗн тинкерсе хӗрен явӑнать, ҫуначӗсене сулмаклӑн саркалантарса пӗрре ҫӳлерех улӑхать, тепре аяларах сулӑнать.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Аркаш, патвар ҫан-ҫурӑмлӑскер, вӑрт ҫаврӑнчӗ те ферма еннелле сулмаклӑн утӑмларӗ.

Куҫарса пулӑш

13 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Атӑ тӑхӑннӑ Аркаш ӑна-кӑна пӑхса тӑмасть, кӳршӗ облаҫе мӗнле кайса килни ҫинчен каласа кӑтартаканскер сулмаклӑн патлаттарса утӑмлать.

Куҫарса пулӑш

13 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Аркаш, сулмаклӑн лаплаттарса утаканскер, майӗпен повесть ҫинчен сӑмах пуҫарчӗ.

Куҫарса пулӑш

10 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех