Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

студентӑн (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Студентӑн кулӑшла йӑла пулнӑ, вӑл яланах хуллен те сӑмахсӑр кӗвӗ юрланӑ, вӗҫӗмсӗр «тара-ри-ра, тара-ри-ра» тени ҫеҫ илтӗннӗ.

У студента была смешная привычка: он всегда напевал себе под нос мотив без слов, так что слышалось одно беспрерывное «тара-ри-ра тара-ри-ра».

Хӗрӗхмӗш сыпӑк // Николай Пиктемир. Голубева, Антонина Георгиевна. Уржум ачи: повесть; вырӑсларан Н. Пиктемир куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1953. — 194 с.

Таня лайӑх ӑнланнӑ: ӑҫтан пултӑр-ха студентӑн пысӑк пуянлӑх?

Таня понимала: откуда у студента деньги? —

9 // Антал Назул. Титов, Владислав Андреевич. Вилӗме ҫӗнтерсе…: повесть; вырӑсларан Анатолий Ерусланов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1972. — 7–163 с.

Терраса ҫинчен Боярышкин студентӑн янӑравлӑ сассипе тахӑшӗн хӑйӑлтатакан урмӑш сасси илтӗнет.

С террасы гремел звучный баритон студента Боярышкина и еще чей-то голос — надтреснутый, сиповатый.

1 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Эпӗ вара хам ал айне лекнӗ япалана ярса тытатӑп та, — отставкӑри студентӑн ҫырӑвне куҫарса ҫырнӑ хыҫҫӑн эпӗ ирхи апат тума ларнӑччӗ те, алӑ айне салфетка лекрӗ, — ҫапла, эпӗ салфеткӑна ярса тытатӑп та ун ҫӑварне персе чикетӗп:

Но я торопливо хватаю первое, удобное для моей цели, что попалось мне под руку, — попалась салфетка, потому что переписав письмо отставного студента, сел завтракать, — итак, я схватываю салфетку и затыкаю ему рот:

I // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Пӗр студентӑн романтизм, Дмитрий Сергеичӑн — схематистика, тепӗр студенчӗн — ригоризм; паллах, ют ҫынна ҫакӑн пек чакаланнине пилӗк минутран ытла итлесе тӑма йывӑр ӗнтӗ, тавлашакансенчен пӗри, романтик, сехет ҫурӑран ытларах чӑтса тӑраймарӗ, ташлакансем патне тарчӗ, анчах мухтавсӑрах тармарӗ.

У одного студента — романтизм, у Дмитрия Сергеича — схематистика, у другого студента — ригоризм; разумеется, постороннему человеку трудно выдержать такие разыскиванья дольше пяти минут, даже один из споривших, романтик, не выдержал больше полутора часов, убежал к танцующим, но убежал не без славы.

VI // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех