Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

стрепке (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Халӗ ӗнтӗ вӑл: стрепке юри будкӑна пытанчӗ, тесе шутлӗ, эпӗ вара ӑна — пӗтӗм чунпа…

Небось он подумает, что стряпуха нарочно схоронилась от него в будку, а я как раз к нему — со всей душой…

VIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Ҫакӑ ҫеҫ аван мар: эпир ачасем пек тӗрмешнине стрепке курчӗ, мӗн шутлӗ вӑл пирӗн ҫинчен?

Беда вот в чем: стряпуха-то видела, как мы с тобой возились, будто мальчишки, что она подумает о нас?

VIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Килнӗ ҫын, ӑшӗнче кулса илсе тата калаҫма юратакан стрепке ҫине сайра хутран кӑна пӑхкаласа, каллех чӗнмесӗр ирттерсе ячӗ.

И снова приезжий промолчал, улыбаясь про себя, редко взглядывая на словоохотливую стряпуху.

VIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

— Тьфу, ҫич ҫӗр миммине анса кайтӑр кун пек ӗҫ! — питӗ тарӑхса каласа хучӗ стрепке, ӳслӗкпе те тӗтӗмпе ҫывлаймиех пулса ҫитнӗскер.

— Тьфу, будь ты трижды проклята, такая стряпня! — задыхаясь от кашля и дыма, с сердцем воскликнула раздосадованная стряпуха.

VIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Вӑл васкамасӑр лаши ҫинчен анчӗ, йӗвенӗн чӗлпӗрне инҫетре те мар ӳссе ларнӑ уртӑш тӗмӗнчен ҫыхрӗ, ҫаплах васкамасӑр алли-урине выляткаласа утса, ҫӗре алтса тунӑ кӑмака умӗнче аппаланакан стрепке патне пычӗ, хуллен сывлӑх сунчӗ.

Он неторопливо спешился, привязал повод уздечки к росшему неподалеку кусту боярышника, все так же неторопливо разминаясь на ходу, подошел к стряпухе, возившейся возле вырытой в земле печурки, негромко поздоровался.

VIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

— Мӗн эсӗ, пӑру ӗне патне тӗршӗннӗ пек, ман ҫумма хӗсӗнетӗн? — кулса, сывлӑшӗ пӳлӗннипе сывлаймасӑр каларӗ стрепке.

— Что ты ко мне жмешься, как телушка к корове? — смеясь и задыхаясь от удушья, говорила стряпуха.

VII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Вӑл пуҫне ҫӗклерӗ, вара стрепке ҫине йӗнипе тӑртаннӑ, анчах чуп туса та курман ҫамрӑклӑхӑн телейлӗ куҫӗсем пӑхрӗҫ.

Она подняла голову, и на стряпуху глянули заплаканные, но счастливые глаза нецелованной юности.

VII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Вӑрахчен чӗнмесӗр тӑнӑ хыҫҫӑн стрепке аллисене пилӗкне тытрӗ, тарӑхса:

После длительного молчания стряпуха подбоченилась, с сердцем воскликнула:

VII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Пӗчӗк шӑвӑҫ тазра Варя питӗ ҫепӗҫҫӗн Давыдов тельняшкине ҫӑвать, ун ҫумӗнче, арҫынӑнни пекех хулӑн сасӑпа калаҫса, стрепке тӑрать:

В простеньком железном тазу Варя бережно простирывала тельняшку Давыдова, рядом стояла стряпуха, говорила низким, почти мужским голосом:

VII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

— Ан ӗнен ӑна, усала, Давыдов юлташ! — халӗ ӗнтӗ ним ҫилленмесӗр кулса каларӗ стрепке.

— Не верь ты ему, проклятому, товарищ Давыдов! — уже беззлобно посмеиваясь, сказала стряпуха.

VI сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

— Хӗрарӑм мар, «фордаон» трактор! — тӗлӗнсе каларӗ Дубцов, ҫывӑхра ярӑнса иртекен стрепке ҫине вӑрттӑн пӑхкаласа.

— Трактор «фордзон», а не баба! — восхищенно сказал Дубцов, украдкой поглядывая на проплывавшую мимо стряпуху.

VI сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Хайхи стрепке Дубцова пӗр шултра сӑмах каласа хучӗ те сӗтел хушшинче пурте ҫав тери хытӑ ахӑлтатса ячӗҫ, кулса та именсе хӗрелсе кайнӑ Давыдов аран-аран сӑмах хушрӗ:

Тут стряпуха завернула по адресу Дубцова такое, что хохот за столом грохнул с небывалой силой, а багровый от смеха и смущения Давыдов еле выговорил:

VI сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

— Сӗм ухмах эсӗ! — пӗтӗм ҫын куллине хупласа, хаяр ҫилӗпе кӑшкӑрса ячӗ те стрепке сӗтел ҫинчи чашӑк-тирӗке ҫурри таранах икӗ аллипе ҫавӑрса илчӗ.

— Дурак ты меченый! — покрывая общий хохот, в ярости крикнула стряпуха и сгребла в охапку половину посуды со стола.

VI сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

— Шатра питлӗ талпас! — хытах ҫилленсе кӑшкӑрчӗ стрепке.

— Брехун рябой! — воскликнула не на шутку рассерженная стряпуха.

VI сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Эппин, пар-ха хӑвӑн чашӑкна, эпӗ сана турӑх ярса парам, — терӗ стрепке, Давыдов ӑшӑ сӑмах каланӑшӑн ҫав тери кӑмӑллӑ пулса.

А теперь давай свою чашку, я тебе на закуску кислого молочка положу, — донельзя довольная любезностью Давыдова, проговорила стряпуха.

VI сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Пылчӑкра та эпӗ ҫӳрес ҫын мар, тӗве пек, шуҫӑ ҫӗрте чармакланса, ҫурӑлса каясран хӑратӑп, типӗре ак стрепке пулса килтӗм.

По грязи тоже я не ходок: как верблюд, боюсь разодраться на сколизи, а по сухому я и объявилася в стряпухах.

VI сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

— Тупӑнчӗ мана ывӑл! — кулса илчӗ стрепке.

— Нашелся мне сынок! — фыркнула стряпуха.

VI сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Тен, хушса парас? — ыйтрӗ, сӗтел хушшинчен тӑрса, капмар, акӑш-макӑш мӑнтӑр стрепке.

Может, добавку подсыпать? — осведомилась, поднимаясь из-за стола, величественная, необычайно толстая стряпуха.

VI сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Ҫырса хур ӑна паянтан пӗтӗм юр-вар илсе тӑма, эсӗ, стрепке, ӑна пӑтӑ антарса пар, хырӑмне кӗриччен ҫимелӗх!

Пиши его на полное довольствие с нынешнего дня, а ты, стряпуха, наливай ему каши, сколько его утроба примет!

VI сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Стрепке мар, инкек!

Горе, а не стряпуха!

VI сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех