Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

статйисене (тĕпĕ: статья) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Литература вещанийӗ уйрӑмах сатирӑпа юмор передачисене йӗркелес тата писательсен публицистикӑлла статйисене радио тӑрӑх парас тӗлӗшпе тимлӗрех ӗҫлемелле.

Куҫарса пулӑш

Хӑватлӑ вӑй // В. Е. Сорокин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 85–91 с.

— Нарспи — ҫутӑ сӑнар е вӑл ял халӑхне пусмӑрлакан ҫӗрме пуяна вӗлернӗ тенисем, тӳррипе каласан, сан шухӑшу мар, вӑл тӗрлӗрен критиксен, литература деятелӗсен статйисене вуласа, пухусемпе канашлусенче тухса каланисене итлесе ҫирӗпленнӗ шухӑш.

Куҫарса пулӑш

8 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Д. Исаев хӑйӗн калавӗсене, статйисене кивӗ тӗнчене, кивӗ шухӑшсене хирӗҫ ҫырнӑ.

Куҫарса пулӑш

Дмитрий Исаев ҫырӑвӗсене вуласан... // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 97-99 с.

Унӑн мӗнпур пичетленсе тухакан сӑввисене те, статйисене те эпӗ вуласах тӑнӑ (унӑнне ҫеҫ те мар).

Куҫарса пулӑш

Аxаx // Николай Меценатов. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 91–92 с.

Ҫак чапа тухнӑ колхоз председателӗ ҫинчен эпӗ нумай илтнӗ, хаҫатсенче те час-часах ун статйисене е ун ҫинчен ҫырнисене вуланӑ, анчах хӑйпе халӗ пӗрремӗш хут ҫывӑххӑн курса калаҫатӑп.

Куҫарса пулӑш

VI // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Хаҫат статйисене шыракаланӑ май паян «Ҫутӑ ҫул» хаҫатӑн сайтне пырса кӗтӗм.

Подыскивая газетные статьи, я сегодня попал на сайт газеты «Светлый путь».

Тӑван чӗлхене манмасан малашнехи ҫул яланах ҫутӑ! // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/blogs/comments/6137.html

Унта вӗсем хӑйсен статйисене, заметкисене пичетлеҫҫӗ, сӑвӑсемпе саламсем валли те вырӑн пур.

Куҫарса пулӑш

Журналистикӑри утӑмсем сӑвӑ ҫырассинчен те пуҫланаҫҫӗ // И.ДАНИЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/9678-zhurnal ... -puclanacc

Арендӑшӑн тӳле те тасал кунтан, унсӑрӑн эпӗ сана сак-кун статйисене тӗп-тӗрӗссӗн никӗслесе кӑларса перетӗп».

Плати аренду и ступай вон, иначе я выселю тебя на точном основании статей закона».

Шурӑ шар // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 136–139 с.

Вак буржуази лагерӗнчи политикӑлла тӑшмансене курайманни уншӑн пӗртте агитаци тумалли меслет пулман: вӗсен статйисене, вӗсен сӑмахӗсене, вӗсен стильне, вӗсен чееленсе хӑтланас йӑлине, вӗсен сӗлекеллӗ проповечӗсене тата вӗсем япшар чӗлхеллӗн тупа тунисене вӑл чӑнах та ҫав тери килӗштермесӗр йышӑнчӗ.

Презрение его к политическим противникам из лагеря мелкой буржуазии вовсе не было агитационным приемом: он действительно воспринимал их статьи, их речи, их стиль, их повадку, их слюнявые проповеди и громкие клятвы с чувством глубочайшего неуважения.

5 // Аркадий Малов. Казакевич Э.Г. Кӑвак тетрадь: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 158 с.

«… Асӑннӑ Надежда Константиновна Кузьмина хваттерне ухтарнӑ чухне социал-демократиллӗ литература, алҫырӑвӗсем, статьясем чылай нумай тупӑнчӗҫ: алҫырӑвӗсем прокламацин проекчӗсем иккен, статйисене вара революциллӗ кӗнекесенче е уйрӑм хут ҫине пичетлесе кӑларма хатӗрленӗ пулмалла.

«…По обыску в квартире означенной Надежды Константиновны Кузьминой обнаружено значительное количество социал-демократической литературы, рукописи, представляющие собой проекты прокламаций, и статьи и наброски, предназначенные, по-видимому, для помещения в революционных изданиях или для отпечатания отдельными оттисками.

XIII сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.

Статйисене пӗтӗмпех Анатолий Ванеева параҫҫӗ.

Передали статьи Анатолию Ванееву.

Пирӗн ӗҫе путлантараймӗҫ // Александр Галкин. Прилежаева М. П. Ленин пурнӑҫӗ: повесть; Александр Галкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 255 с.

Тӗп статйисене Владимир Ильич ҫырнӑ.

Четыре статьи написал Владимир Ильич.

Пирӗн ӗҫе путлантараймӗҫ // Александр Галкин. Прилежаева М. П. Ленин пурнӑҫӗ: повесть; Александр Галкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 255 с.

Унӑн вӗренекенӗсенчен нумайӑшӗ хӑйсем тӗллӗн ҫырнӑ наука статйисене ҫакӑн пек килти калаҫусенчен пуҫланӑ.

Эти занятия на дому часто служат его ученикам началом для многих самостоятельных трудов.

Вунмккӗмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.

Пафнутий Львович вӗсен ӗҫӗсене пӑхса тухнӑ, сӗнӳсем, ҫӗнӗ заданисем панӑ, статйисене вырӑс тата ют ҫӗршыв журналӗсене сӗннӗ.

Пафнутий Львович просматривал их работы, давал советы, предлагал новые задания, рекомендовал написанные ими статьи в русские и иностранные журналы.

Вунмккӗмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.

Халӗ те ак хӑйне хушнӑ ӗҫ пирки шухӑшласа ларнӑ май Крылов Колонг статйисене аса илнӗ, нимӗҫсен паллӑ математикӗн Гауссӑн наука ӗҫне тимлӗн тишкернӗ.

И сейчас, обдумывая полученное задание, Крылов вспоминал статьи Колонга, вместе с тем он просматривал работу известного немецкого математика Гаусса.

Вуннӑмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.

Иван Петрович ӑна хӑйӗн статйисене вулаттарать, трл приборсем кӑтартать, унпа флот ҫинчен калаҫать.

Иван Петрович давал ему свои статьи, показывал приборы, беседовал о флоте.

Тӑххӑрмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.

Крылов ҫак темӑпа ҫырнӑ тепӗр кӗнекепе те усӑ курма , кунсӑр пуҫне раҫҫейре компассем тӑвас ӗҫе ертсе пыракан паллӑ ученӑй Иван Петрович Колонг статйисене вулама пуҫларӗ.

Крылов достал еще одну книгу, кроме того, он начал изучать статьи видного ученого, руководителя компасного дела в России Ивана Петровича Колонга.

Тӑххӑрмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.

1936–1940 ҫулсенче пӗр хут ҫеҫ мар тӗл пулкаланӑ эпӗ унпа, унӑн статйисене те вуланӑ, пӗтӗм Европа чӗлхисене куҫарса чапа тухнӑ кӗнекине те «Совет Арктикин тинӗсӗсем» тенине вуланӑ.

В 1936 — 1940 годах я не раз встречался с ним, читал его статьи и книгу «Моря Советской Арктики», ставшую знаменитой и переведённую на все европейские языки.

Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Тӳрлетме ҫук ҫав — мӗншӗн тесен «Св. Мария» шхуна портран тухса кайичченех пӗтнӗ пулнӑ иккен, ҫавӑн пек пулса тухнине ӑнлантӑм та эпӗ статйисене вуланӑ хыҫҫӑн.

Непоправимости — потому что шхуна «Св. Мария» погибла прежде, чем вышла из портя, вот в чём я убедилась после чтения этих статей.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Хаҫат статйисене тӑрӑхӑн ҫыпӑҫтарса аннӑ, тӗллӗн-тӗллӗн ҫыпӑҫтарнисем те пур, сӑмахран акӑ «Татаринов экспедицийӗ.

Вырезки были наклеены вдоль во всю длину столбцами, но кое-где и поперёк, например: «Экспедиция Татаринова.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех