Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

стакан сăмах пирĕн базăра пур.
стакан (тĕпĕ: стакан) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хуҫапа ӑна ҫывӑх ҫынсем кӗтессе ларнӑ та, ҫамрӑксем хавасланнипе савӑнса, черкке хыҫҫӑн черкке, стакан хыҫҫӑн стакан ӳпӗнтереҫҫӗ.

Хозяин и его приближенные сидели в углу, выпивая стакан за стаканом и любуясь веселостию молодежи.

X сыпӑк // Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Дубровский. Никифор Ваҫанкка куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Соболев сӗтел ҫине стакан лартмалли кӗмӗл айсемпе икӗ стакан пырса лартрӗ те — ҫӑра чей ячӗ, чейрен тӗлӗнмелле лайӑх шӑршӑ сарӑлчӗ.

Соболев поставил на столик два стакана в серебряных подстаканниках и налил крепкого, почти красного чаю, от которого сразу распространился чудеснейший горячий аромат.

19 сыпӑк // Леонид Агаков. Валентин Катаев. Полк ывӑлӗ. Повесть. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948

5 литр шыва сахӑр /улма-ҫырла пылак пулсан — 1 стакан, йӳҫӗ пулсан — 2 стакан/ ямалла, вӗретмелле.

Куҫарса пулӑш

Сывлӑхшӑн паха квас // Сывлӑх. «Сывлӑх», 2016.07.20. 28№

Кӗрен хупӑллӑ ҫӗрулмин тин юхтарнӑ ҫур стакан сӗткенне ҫур стакан кишӗр сӗткенӗпе хутӑштармалла.

Куҫарса пулӑш

Панкретит чухне // Сывлӑх. «Сывлӑх», 2016.07.20. 28№

Шӗкӗлченӗ 1 стакан тӗшшине ҫумалла та 2-3 стакан шыва ямалла, савӑта хупӑлчапа витсе 2 сехет лартмалла.

Куҫарса пулӑш

Пӗчӗк хӗвеле аса илтерет // Сывлӑх. «Сывлӑх», 2016.07.20. 28№

1 стакан сӗткене 1 стакан пылпа хутӑштармалла.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑмӑллӑх кӳреҫҫӗ // Сывлӑх. «Сывлӑх», 2016.04.20. 15№

5. Чӗре таппине йӗркене кӗртме 1 стакан пыла 1 стакан кишӗр сӗткенӗпе хутӑштармалла.

Куҫарса пулӑш

Инсульт хыҫҫӑн // Сывлӑх. «Сывлӑх», 2016.04.20. 15№

1. Калаҫӑва йӗркене кӗртме ҫур стакан пыла ҫур стакан сухан сӗткенӗпе хутӑштармалла.

Куҫарса пулӑш

Инсульт хыҫҫӑн // Сывлӑх. «Сывлӑх», 2016.04.20. 15№

Вара чи малтан хӑй ӗҫет, ҫемҫе ҫӑкӑра ҫӑвар туллин ҫыртса илет, майӗпен чӑмлама тытӑнать, каллех эрех тултарать Стакан черетпе шофер патне те ҫитет…

Куҫарса пулӑш

«Ну, робот, тӳс тулӗк!..» // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

«Ҫынни эс маттурри пӗрре пӑхсах сисӗнет ҫав», — мухтаҫҫӗ ӗҫлекенсем, мухта-мухта стакан тыттараҫҫӗ леснике.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗр ҫинче чи мӑнни — ҫын аллинчи кукӑль // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Ирхине ҫичӗ сехетре тӑратӑп та пӗр стакан ӑшӑ ҫӑлкуҫ шывне, чей кашӑкӗ пылпа ӗҫетӗп.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫпа савӑнма пӗлет // Владимир СМОЛОВ. https://sutasul.ru/articles/obshchestvo/ ... et-3660742

— Пӗр стакан ӗҫни вӑл — ӗҫме вӗренни мар.

Куҫарса пулӑш

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

Халиччен нихӑҫан та ӗҫсе курманскер, хальхинче вӑл пӗр стакан портвейна сывламасӑр тенӗ пекех ӗҫсе ячӗ.

Куҫарса пулӑш

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

Вара Актая та, Венюка та стакан тыттарчӗ.

Куҫарса пулӑш

7 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.

Стакан ҫине эрех ячӗ те тӗппипех ӗҫрӗ.

Куҫарса пулӑш

7 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.

Мунча хыҫҫӑн пӑрӑҫласа пӗр-ик стакан ханша ӗҫтерчӗ.

Куҫарса пулӑш

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

— Санӑн ҫав кружкӑпа стакан ӗнтӗ пуҫӑнта…

Куҫарса пулӑш

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Чӗре ҫуннӑ чух, мошӗт, пӗрер стакан чӑрмантармӗ, Ҫимун, — кӑмака патӗнчи пуканӗсене сӗтел патне куҫарчӗ Архип Григорьевич.

Куҫарса пулӑш

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Лайӑхрах пулмӗ-и тесе, Укань мунча хутса ҫуса кӑларчӗ Сантӑрккана, пӗр-ик стакан ханша ӗҫтерчӗ.

Куҫарса пулӑш

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Эпир хамӑр ҫынсем-ҫке, — Откан аппан кинне ирӗксӗрех сӗтел хушшине лартрӗ Хумкка, стакан тултарса пачӗ.

Куҫарса пулӑш

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех