Шырав
Шырав ĕçĕ:
Сисӗнкӗсӗр, анчах хӑвӑрттӑн тул ҫутӑлать.
VI // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.
Хӑйӗн кӗске сухалне якаткаласа, Никита Никитич килекенсем ҫине хуҫа пек савӑнӑҫлӑн пӑхать, грузовике те, тачанкӑна та, Совет умне сисӗнкӗсӗр пырса ҫитнӗ пӗр-пӗр юланута та пӗр пекех кӑмӑллӑн кулса кӗтсе илет.
III // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Вӑл утнӑ та утнӑ, ҫав малта пыракан ҫын илме тивӗҫлӗ аслӑ правӑна вӑл сисӗнкӗсӗр те ҫирӗппӗнех хӑй аллине илсе пынӑ…Он шел и шел, незаметно и прочно завоевывая то великое право, какое имеет человек, идущий впереди…
XXVII // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
Варя унпа юнашар, капан ҫумне аяк пӗрчипе тӗршенсе, урине хуҫлатса, ун ҫамки ҫинчи тӑмаланнӑ ҫӳҫ пайӑркине майласа ларать, — хӗр пӳрнисемпе питӗ ачашшӑн та сисӗнкӗсӗр тӗкӗннипе Давыдов вӗсем хӑйне перӗннине вӑрансан та аран-аран туйса илчӗ.
XXV сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Тул ҫути сисӗнкӗсӗр ҫитсе тӑнӑ, халӗ ӗнтӗ Давыдов, ыйӑхран вӑраннӑ пек, пӳртсен, сарайсен, ҫивиттисен мӗлкисене, шӑпланнӑ садсенче ларакан йывӑҫсен тӗксӗм-кӑвак ушкӑнӗсене, хӗвелтухӑҫӗнче — шурӑмпуҫӑн кӑшт ҫеҫ палӑракан, пӑтранчӑк-хӗрлӗ йӗрне уҫӑмлӑнах курчӗ.
XXIV сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Унта пурте сана канлӗх сунаҫҫӗ, вӑрӑм ӗмӗрне ҫӳҫӳ кӑвакаричченех пурӑнса ирттерме, сисӗнкӗсӗр, ыйхӑ евӗрле вилӗмпе вилме сунаҫҫӗ.Все сулит там покойную, долговременную жизнь до желтизны волос и незаметную, сну подобную смерть.
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
- 1
- 2