Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

систереҫҫӗ (тĕпĕ: систер) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӗсем чуна хаваслӑхпа тултараҫҫӗ, пуҫланнӑ кун ӑнӑҫлӑ пуласса систереҫҫӗ тейӗн.

Они поднимали настроение и предвещали, что наступивший день будет удачным.

Ҫӑмарта ӑшалани // Ара Мишши. Ара Мишши. Пиллӗкмӗш чӗрӗк: калавсем/ Ара Мишши. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 64 с. — 25,27,29 с.

Партизансем, утӑ капанӗ ҫинчи йӗп пек, вӑрманта ҫухалнӑ, анчах каҫсерен вӗсем хӑйсем ҫинчен систермеллипех систереҫҫӗ.

Партизаны, словно иголка в стогу сена, затерялись в лесу, но каждую ночь они давали о себе знать, и очень чувствительно.

Ҫирӗм пӗрремӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.

Чиркӳсем чан ҫапни, ҫывӑракан хула ҫийӗнче янраса тӑрса, ирхи вӑхӑт ҫывхарни ҫинчен систереҫҫӗ.

От церквей разносятся звуки колоколов и, колыхаясь над спящим городом, поминают об утре.

I // Иван Васильев, Григорий Краснов-Кӗҫӗнни. Толстой, Лев Николаевич. Казаксем: повесть; вырӑсларан И.С. Васильевпа Г.И. Краснов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 3–136 с.

Унӑн кӑвак пичӗ, ҫыртса хӗснӗ тутисем, ытла та йӑлтӑртатакан куҫӗсем темӗнле инкек пулнине систереҫҫӗ.

Его сероватое лицо, решительно поджатые губы и слишком блестящие глаза говорили о том, что произошло какое-то несчастье.

XLV. Ҫиле май // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Паян эпӗ нумай ҫывӑрнӑ, тӑтӑм та пусӑ патне пытӑм — ӗнтӗ никам та ҫукчӗ унта, кун шӑрӑхлансах пырать, шурӑ лӑпсӑркка пӗлӗтсем аслатиллӗ ҫумӑр пуласса систереҫҫӗ.

Сегодня я встал поздно; прихожу к колодцу — никого уже нет, становилось жарко; белые мохнатые тучки обещали грозу.

Майӑн 16-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Лӑпкӑн мар, хавассӑн систереҫҫӗ.

Не тихо, оживленно сообщают.

Урхамах туянса парсан-и? // Элиза ВАЛАНС. «Тантӑш», 2016,04,07

Ҫӑлтӑрсем ӗҫ тӗлӗшӗнчен ӑнӑҫсӑр ҫулталӑк пулассине систереҫҫӗ.

Звезды намекают, что на счет работы этот год будет трудным.

Ҫӗлен, эс пире мӗскер сӗнен? // Шӑмӑршӑ хыпарҫи. http://gov.cap.ru/Publication.aspx?gov_i ... &type=publ

С витамин (аскорбин йӳҫекӗ) ҫитменнине час-часах шӑнса пӑсӑлни, шӑл тунисем юнӑхни, сурана вӑрах ӳт илни, ыйхӑ пӑсӑлни систереҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

ТӖРӖС АПАТЛАННИ СЫВЛӐХШӐН ПӖЛТЕРӖШЛӖ // Сывлӑх. «Сывлӑх», 2016.09.28. 38№

Унӑн ят-сумӗшӗн эпӗ те яваплӑ-ҫке, — «ҫӳпҫипе хупӑлчи» тенин тарӑн пӗлтерӗшне систереҫҫӗ ӑшпиллӗ хӗрарӑм сӑмахӗсем.

Куҫарса пулӑш

Арҫын - тӗрев, мӑшӑрӗ - управҫӑ // Ирина ПУШКИНА. «Хыпар», 2016.04.22, 61-62№

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех