Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

сиссе (тĕпĕ: сис) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫамрӑк хӗрарӑм хӑй те сиссе юлаймарӗ, темле асамлӑ вӑя парӑнса, ачаш та вӗри аллисемпе хӑнана ыталаса илчӗ.

Куҫарса пулӑш

Улахра // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Вӑл ҫавраҫил хӑйне куҫа курӑнман аллисемпе ҫатӑрласа тытнине, ҫӗр ҫинчен ҫӗклесе хӑй ытамне ҫавӑрса илнине, тусанпа, ҫӳп-ҫаппа пӗрле сывлӑшра пӗтӗрме пуҫланине сиссе те юлаймарӗ.

Куҫарса пулӑш

Пушар // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ҫыран хӗрринчисем те, пӑр ҫинчисем те сиссе юлаймарӗҫ — шаларахри хулӑн кӳмерккесем шавласа-шатӑртатса илчӗҫ те, пӗтӗм Палас чашлатса хускалчӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӑр тапранчӗ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

— Тытмалла пулсан тытӑпӑр, — терӗ Ахтупай турхан чеелӗхне ҫийӗнчех сиссе.

Куҫарса пулӑш

9. Юлашки тытӑҫу // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Вара мӑрса унтан мӗн кӗтнине сиссе хӑех Сююнбике ятне асӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

15. Хан хайӗн талайне кӑтартать // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Туйла пулмасӑр! — хӗр ача темле пӑтӑрмах хатӗрленине сиссе тӳрккесреххӗн хуравларӗ каччӑ.

Куҫарса пулӑш

9. Сарьепе Иливан // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ак халь йӗкӗт юрату мӗнне кӑшт сиссе илнӗ пек туйӑнать.

Куҫарса пулӑш

9. Сарьепе Иливан // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Мӗнле пулчӗ ку (ӑна вӑл сиссе те юлаймарӗ), Сарье ӑна пӗчӗккӗнех, кашни кун шӳт тунипех, иртсе кайнӑ чух мӗнпе те пулин персе хӑварнипех хӑй майлӑ ҫавӑрчӗ.

Куҫарса пулӑш

8. Иливанпа Сарье // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Хирӗҫ килекенсем вӗсен мӗнле инкек пулнине сиссе те юлаймарӗҫ, паллах.

Куҫарса пулӑш

8. Иливанпа Сарье // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Пӗлместӗп, — воевода чеелӗхне сиссе ӑна шӑтарас пек пӑхрӗ мӑрса.

Куҫарса пулӑш

16. «Ывӑлусем хитре сан, ҫӗрпӳ» // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Илтнӗ, — терӗ Алттыш хӑна сӑмаха ӑҫталла пӑрнине ҫийӗнчех сиссе.

Куҫарса пулӑш

15. Вӑхӑт иртмест — ӗмӗр иртет // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Телейӳ пор, сиссе те юлаймарӗ сан мӑрсу, — кулчӗ Аттеней.

Куҫарса пулӑш

8. Кӑрмӑш ҫулӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Юнашарах пурӑнаканскерсем, «суйласа илнӗ рада» ҫыннисем — Курбский, Воротынский, Адашев, Сильвестр Шуйский, Басманов — часах пуҫтарӑнчӗҫ, ӗҫлӗ калаҫу пуласса сиссе ретен-ретӗн сӗтел пӗр енне ларса тухрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

5. Боярсен думи // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Едигер вӑл хӑйне вӑрҫса тата мӗн те пулин каласса кӗтрӗ, унтан аслӑ князь тек шарлас ҫуккине сиссе утне утланчӗ.

Куҫарса пулӑш

14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Кунта асли кам пулнине сиссе вӑл нимрен ытла Тукай мӑрса патне ҫывхарма тӑрӑшрӗ.

Куҫарса пулӑш

14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Мӑрсасене вуншарӑн вӗлерсе каварҫӑсене хӑрататӑп тет-ши е хӑй Хусанта нумай тытӑнса тӑрас ҫуккине сиссе тӑшманӗсене пуриншӗн те тавӑрса юлас тесе шутлать-ши?

Куҫарса пулӑш

13. Хусан княҫӗсем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Семен Иванович Микулинские чӗнтерчӗ воевода, Шереметевпа нумайччен калаҫрӗ, патша ӑна кунта ахаль яманнине сиссе Черемисиновпа канашларӗ.

Куҫарса пулӑш

12. Икӗ хула // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Халь эпӗ сире итлетӗп, — терӗ Иван Васильевич княҫсем тӳсӗмсӗррӗн ларнине сиссе.

Куҫарса пулӑш

8. Новоград Свияжский // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Мӗн пулчӗ ман аттене — эп нимӗн те сиссе юлаймарӑм.

Куҫарса пулӑш

7. Туканаш // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Халь апла мар, Твиккапа Квикка Ламппаса хӑйне хӑваласа яраҫҫӗ: Ламппас ҫенӗк умне тухсан, Твикка тӗкӗсене шӑртлантарса, унччен те пысӑк куҫне тата ытларах чарса пӑрахать те хаяррӑн лӑр-лӑр! тесе мӑкӑртатать, Ламппас вара ырӑ мара сиссе ҫав самантрах ҫенӗк айне шӑвӑнать.

Куҫарса пулӑш

Ҫав кирлӗ вӑл юлхава // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 64–67 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех