Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

сиссе (тĕпĕ: сис) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫапла кӗрешсен-кӗрешсен, тахӑш самантра, сиссе те юлаймарӑм, — кашкӑр ман такана ҫурӑмӗ ҫине ҫавӑрса хучӗ те, чашт! ҫеҫ вӑрмана, ҫӑра шӗшкӗ тӗмисем хушшине кӗрсе ҫухалчӗ.

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Кашкӑр тар шӑршине сиссе нихӑҫан та ун патне пымасть.

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Ҫумӑра сиссе пулас, ҫывӑхри пӳртре ҫӗр шапи ҫухӑратчӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 78–94 с.

Прухур мучин чее халапне часах сиссе илтӗмӗр.

Куҫарса пулӑш

IV // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 67–78 с.

Общественность эп ӗҫсӗррине сиссе илменрен-и, никамах та ӗҫ хушакан пулмарӗ.

Куҫарса пулӑш

V // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 3–19 с.

Милиционерсем ӑна ҫывӑрнӑ вӑхӑтра тытасшӑн пулнӑ, анчах вӗсене сиссе кӗтӳҫӗ арман пӳртне тарса кӗнӗ, чӑн-чӑн ҫапӑҫу пуҫарнӑ.

Куҫарса пулӑш

III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 3–19 с.

Ултава сиссе, лешсем пеме тытӑнаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

«Ӗмер сакки сарлака» роман пирки // Михаил Сироткин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 89-97 с.

Эрех шӑршине сиссе ҫитрӗм.

Куҫарса пулӑш

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Вӑл, хӑй ҫине ҫӗршер куҫ шӑтарасла пӑхнине сиссе, аллисемпе сӗлткелесе, куҫӗсемпе хӗскелесе, Микулана шӑпланма хушрӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

«Телей, телей… Ку сӑмах хӑлхана йӗрӗнтерсе ҫитерчӗ ӗнтӗ!» — каллех хирӗҫле хуравлас шухӑш пырса кӗнӗчче Микулана, анчах ашшӗ салхулланнине сиссе, чӗлхи ҫине килнӗ сӑмахсене ҫӑтрӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Хӗрен чӗри, ырӑ мара сиссе, ҫуйлӑн вӑркӑшма тытӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

XIV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Лукарье сехри хӑпнине сиссе, Мавра ӑшӗнче рехетлӗн кулса илчӗ.

Куҫарса пулӑш

XII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Макҫӑмпа Верук, ывӑлӗ темӗнле пысӑк ӗҫ ҫинчен калама шутланине сиссе, кашӑкӗсене сӗтел ҫине хучӗҫ те хӑлхисене чӑнк тӑратрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

VII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Хӗрӗ салхуланса пынине сиссе, ӑна йӑпатма тӑрӑшрӗ:

Куҫарса пулӑш

VI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Микулана темӗнле хӑрушлӑх кӗтнине сиссе, упӑшкин ҫынна курайман-лӑх кӑмӑлне ҫемҫетес шухӑш пырса кӗчӗ.

Куҫарса пулӑш

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Икӗ арҫынӗ те тавҫӑрса илейменнине сиссе, Лукарье малалла каларӗ:

Куҫарса пулӑш

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Микула кӑмӑлӗ ҫав-ҫавах пӑсӑккине сиссе, Анук та пӑшӑрханчӗ:

Куҫарса пулӑш

III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ваҫли тухса кайма сӗнесшӗнччӗ, юлташӗн кӑмӑлӗ улшӑннине сиссе, килӗшрӗ:

Куҫарса пулӑш

III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Кӗтерук, ӑстӑнӗ тавҫӑрнипе мар, чӗри туйӑмӗпе Якур ӑна урӑх еннелле ҫавӑтса кайнине сиссе, чарӑнса тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

XXI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Пуп ҫывхарнине сиссе, Касмухха та шухӑшне каласа пӗтереймерӗ.

Куҫарса пулӑш

V // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех