Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

сиссе (тĕпĕ: сис) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хам та сиссе юлаймарӑм — темӗнле асамлӑ вӑй мана ҫав камера вырнаҫнӑ ҫурт хыҫнелле, йытӑсен чунӑма тарӑнах тапратнӑ, чун-чӗрере палламалла мар тӗрӗслӗх туйӑмне вӑратнӑ сассисем еннелле ҫавӑрса-пӗтӗрсе кӗртсе те ячӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.

Ҫамрӑк хӗрарӑм ӑшӑнса, ачашшӑн йӑшса кайрӗ, пурнӑҫра темӗнле ырӑ япала ҫаврӑнса тухнине сиссе, чӗрине пылак савӑнӑҫ ҫупӑрласа, ытамласа илчӗ, вӑл, чӗри, ыррӑн-ыррӑн кӗрккеме, хатӑррӑн тӗпӗртетме пуҫларӗ, питӗнчи «пиҫӗмри» чие каллех самантрах «пиҫсе ҫитрӗ».

Куҫарса пулӑш

Мӑнтӑрккапа Вӑрӑмкка (е Турӑ пӳрни) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 8–35 с.

Пурис хӑй те сиссе юлаймарӗ — ҫӑлӑнӑҫ шыраса, тытамаклӑ, тархасласа йӑлӑнакан саспа кӑшкӑрса ячӗ:

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Пурис хӑйпе мӗн пулса иртнине сиссе те юлаймарӗ — таҫти шалти, тӗпри тӑп-тӑрӑ ӑс-тӑн (тӗрӗссипе Пурисӑн пӗрремӗш, усалли парӑнтарайман сӗмӗ!) ӑна, ҫӑтӑрт тан тапнӑн, «ҫакӑ хӑрушӑ вӑрманта ҫынна ҫын ҫеҫ ҫӑлса хӑварма пултарать», тесе асӑрхаттарнӑн ниҫталла та мар, «качтаки» хыҫҫӑн ҫеҫ тапаҫланма ҫине тӑрсах, хытӑрласах ӑса кӗртрӗ, васкатрӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Хӑйсен асамӑҫ-пуҫҫавӑрмӑш ӗҫӗ-хӗлӗ ӑнӑҫлӑн ҫаврӑнса тухнине сиссе, хӗрарӑмсем, «тимӗр чӗрнеленсе», самантрах шалтан азартлӑн хыпса илчӗҫ, чӑпӑл-чапӑл сапӑнса, ал лапписене хӗпӗртӳллӗн сӑтӑркаларӗҫ, куҫӗсенче кашкӑр-кашаманӑн хаяр савӑнӑҫӗ ташлама-сикме пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ула Тимӗр хӑй те сиссе юлаймарӗ — Полина аллинчи кукӑль касӑкне аллипе шап! шаплаттарчӗ — кукӑль пичӗ сӗтел айнелле вӑнк! вӑркӑнчӗ, пӗтӗм урайне, чалтӑррр! сирпӗнсе, кукӑль ӑшӗ хупласа хучӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ула Тимӗр сиссе те юлаймарӗ — темле асамлӑ вӑй ӑна сулахаялла вашт сулӑнтарчӗ те ячӗ, вара вӑл, ҫурӑмӗ ҫинчи ҫӑкне майлаштарса вырттарса, хӑрӑннӑ курӑкпа хупланнӑ ҫулпа васкасах малалла танкӑшрӗ, кӗтлӗхрен те, ҫамрӑк хурӑнлӑха куҫакан сылтӑмри вӗтлӗхрен (кашни йывӑҫ хӑйӗн ушкӑнӗшӗн ҫеҫ кашласшӑн, теҫҫӗ) те иртрӗ, тин ҫеҫ лартнӑ тата шалкӑм хырлӑха та, пач йывӑҫ-курӑксӑр, хуралса-кӗлленсе выртакан уҫӑ вырӑна та (кунта иртнӗ шӑрӑх кунсенче ама вут алхаснӑ пулас) хыҫала хӑварчӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ку чунсӑрлӑхпа пӗр-пӗр урапа-машина тавраш чупакан мӑн ҫул ҫинче янкӑр кун ҫутинче тӗл пулнӑ пулсан Ула Тимӗр, ӑна чӗрене те хывмасӑр, ун ҫине, тен, алӑ та сулнӑ пулӗччӗ, халь ҫинче вара, шав вӑрмана каҫ хупласа килнӗ вӑхӑтра, шофер ӑна юри киреметленӗ, инкек ланкашкине ла-ап! тапса хӑварнӑ пек туйрӗ, вара хӑй те сиссе юлаймарӗ — савӑлламан савӑла савӑлламан савӑлпах ҫапса ячӗ:

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Юрлама пуҫланӑ кайӑксем еннелле утма тӑрать ҫеҫ, куҫа курӑнман юрӑҫсем теме сиссе шӑпӑрт пулаҫҫӗ, мучин ҫамрӑклӑхӗ аяккалла кайса ҫухалнӑ пекех, пӗчӗк юрӑҫсем те таҫта вӗҫсе пытанаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Кану ҫуртӗнче // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 122–128 с.

Ман чӗрери сӑмахсене сиссе кулмасть-и?» — темӗнле хӑраса пӑхса илчӗ Сима Авдей ҫине.

Куҫарса пулӑш

Ирхи сывлӑм // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 84–112 с.

Сима вара сиссе те юлаймарӗ, кӑвак куҫлӑ каччӑ ӑна ташӑ картине ҫавӑтса та тухрӗ.

Куҫарса пулӑш

Ирхи сывлӑм // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 84–112 с.

Эпӗ те саламлатӑп сана, Сима, пӗр-пӗринпе яланах туслӑ пурӑнасса чун-чӗререн шанатӑп, — хӗр сиссе те юлаймарӗ, каччӑсем ӑна тем пысӑкӑш чечек ҫыххи тыттарчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ирхи сывлӑм // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 84–112 с.

Анчах та асӑрханса пусаймарӗ-ши, унӑн сылтӑм ури шуса кайрӗ, тӗрекне ҫухатнӑ хӗр сиссе те юлаймарӗ, шыва мелсӗррӗн ӳкрӗ.

Куҫарса пулӑш

Ирхи сывлӑм // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 84–112 с.

Кайӑк, ҫын пынине сиссе, ҫунаттисемпе ҫатӑл-ҫатӑл ҫатӑлтатса илчӗ, анчах хускалаймарӗ, каллех лӑпланса выртрӗ.

Куҫарса пулӑш

Ирхи сывлӑм // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 84–112 с.

Андрей сиссе те юлмарӗ, ун умне пӗр ҫинҫешке кӗлеткеллӗ хӗрача тухса тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

7 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

— Ну, юрӗ ӗнтӗ, Зина, ҫитет, ан йӗр, — терӗ юлашкинчен, хӑй те пӑлханма пуҫланине сиссе.

Куҫарса пулӑш

XII // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

— Шартах сиктертӗн, мӗн туса ҫӳретӗн ҫӗрлехи вӑхӑтра? — чӗри кӑлт-кӑлт сикме пуҫланине сиссе ыйтрӗ хӗр.

Куҫарса пулӑш

X // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Ҫуркунне-и е хӗлле, кӗркунне-и е ҫулла, пӗр-пӗр асамлӑ кун е каҫ хӗрӗн е каччӑн чӗрине шӑппӑн ҫеҫ пырса шаккать те хуҫийӗ те сиссе иличчен чӗре ҫумне йӑпшӑнса кӗрет, ӑна пӗтӗмпех ҫавӑрса илсе тыткӑнласа лартать, ҫепӗҫ туйӑмсем ҫуратать.

Куҫарса пулӑш

X // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Хӑйсем ӑҫта лекнине ӑнкарса илеймесӗр, йӗри-тавра сехӗрленсе пӑхса ҫаврӑнчӗҫ, анчах та вӗсене никам та тивменнине, хӑйсем ирӗкрине сиссе часах урисем ҫине ҫӗкленчӗҫ, шит тӑршшӗ ҫитӗннӗ ҫемҫе курӑк тӑрӑх чӑл-пар саланчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

VII // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

— Кунпа утма ҫӑмӑл, урана ыраттармасть, — ывӑлӗ куларах пӑхнине сиссе калаҫма пуҫларӗ ашшӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех