Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

сиснӗ (тĕпĕ: сис) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫав шухӑш мӗн ҫинчен иккенне эпӗ лайӑх ӑнлантӑм, вӑл хӑй те вара, эпӗ мӗн пӗлесшӗн пулнине сиснӗ пекех, хӑй калавне ҫапла вӗҫлерӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗчӗк акӑшсен ташши // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 57–75 с.

Вӗсем тем пуласса сиснӗ, йӑвисене васкаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Юрӑ та юрланӑ ун ҫинчен… // Юхма Мишши. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 45-48 с.

Вӑл суйнине сиснӗ Изамбаев пирусне ҫине-ҫинех ӗмрӗ:

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.

Ҫав вӑхӑтра тата, Тарас шухӑшне сиснӗ пекех, лектор кӗвӗҫӳпе кӳлешӳ ҫинчен сӑмах пуҫарчӗ: ҫав икӗ туйӑм ӗлӗкхи пурнӑҫран юлнӑ имӗш: сиенлӗ иккен вӗсем.

Куҫарса пулӑш

Ҫамрӑксен каҫӗ // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 74-85 с.

Ҫакӑ та кӑсӑклӑ: хӑш-пӗр ҫыравҫӑ хӗрсе кайсах парти пусми ҫине хӑпарса карьера тунӑ вӑхӑтра ҫамрӑк ҫыравҫӑсем КПСС ретне кӗме васкамаҫҫӗ (ахӑртнех, вӗсене унта илмен те пулӗччӗҫ), мӗншӗн тесен, ман шутпа, вӗсем тӳрӗ чунлӑ ҫыравҫӑсем пулнӑ, суяпа ултава таҫтанах сиснӗ (Игнатьев кӑна, пурнӑҫ хистенине кура, аллӑ урлӑ каҫсан партие кӗрет, анчах — ҫыравҫӑран тӑрӑхланӑ евӗр — тепӗр виҫӗ-тӑватӑ ҫултан партийӗ те, Совет ҫӗршывӗ та арканса каять).

Куҫарса пулӑш

Саланнӑ саманара нитне ҫухатмасӑр хӑтлӑх шыранӑ писатель // Борис Чиндыков. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 3-8 с.

Государе сутма пултаракан темӗнле вӑй пуҫтарӑннине Алюнов тахҫанах кӑшт сиснӗ.

Куҫарса пулӑш

Сутӑнчӑк шӑпи // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— Тем сиснӗ пек пулчӗ-ҫке чӗре, — терӗ вӑл пашка-пашка Укаслу патне чупса ҫитсен.

Куҫарса пулӑш

Эпрахиль юпи // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Чӗкеҫ туйне сиснӗ пек Хӑта пулса такмаклать, Ҫав вӑхӑтрах тӗлӗк пек «Еркӗн юрри» вӑл юрлать.

Куҫарса пулӑш

XIII. Туй // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Хамӑр совхозри Комета ҫилхи пек сухалу ҫине хӗрарӑмсем мӗнлерех пӑхнине тахҫанах сиснӗ эпӗ.

Куҫарса пулӑш

Кану ҫуртӗнче // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 122–128 с.

Тем, ман чун сиснӗ тӑрӑх, вӗсем пӗр-пӗрне килӗштернӗ пек туйӑнать, кин.

Куҫарса пулӑш

XII // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Ӑна Прохор Степанович та сиснӗ иккен.

Куҫарса пулӑш

IV // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 67–78 с.

Сиснӗ эпӗ эсӗ урӑх хӗре савнине, — тет вӑл.

Куҫарса пулӑш

IV // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 47–67 с.

Вӑл, леш тӗнчери пурнӑҫа ӗненекенскер, чунӗ тухас вӑхӑт ҫывхарнине сиснӗ май, ҫӗр ҫинче пурӑнас килнӗ халне ҫухатрӗ.

Куҫарса пулӑш

XXVI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Чӗри, усала сиснӗ пек, хӑвӑрттӑн кӑртлатса тапма тытӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

XX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Татьянан инкеке сиснӗ чӗри тӑруках ҫуйланса тапма тытӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

XIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Унӑн чӗри, усала сиснӗ пек, хӑравҫӑлла тапма тытӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

VI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫтаппан чӗри, теме сиснӗ пек, васкавлӑн тапа пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Кӗтессе кӗтнӗ-ха вӗсем ку ӗҫе, таврари турхансемпе ҫӗрпӳсем пӑлхавҫӑсен пуҫлӑхне йӗрленине тахҫанах сиснӗ, ҫапах та Мамич-Бердее кӗҫӗрех ярса илессине ӗмӗтленме пултарайман.

Куҫарса пулӑш

10. Тахҫанхи туссем патӗнче // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Сиснӗ эпӗ сан ун пек кӗпе пуррине.

Куҫарса пулӑш

8. Мӗн ҫинчен юрлатӑн, Какшан? // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Эпир сиснӗ ӑна.

Куҫарса пулӑш

6. Усал хыпар утпа ҫӳрет // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех