Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

сисет (тĕпĕ: сис) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Тырӑ пирки хыпса ҫунмасть Яка Илле, сисет ӑна Някуҫ мучи.

А из-за хлебушка Илле болеть не стоит, Нягусь знает.

Ирхи калаҫу // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

«Каллех пӗркунхи калаҫӑва пуҫлать», — сисет Ухтиван.

«Сейчас опять начнет свое», — догадывается Ухтиван.

Ирхи калаҫу // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Хуҫин ҫилли-пӑшши иртсе кайнине ват супнӑ така таҫтанах сисет тейӗн, Мултиер хӑй ҫинчен манса кайсанах вӑл унӑн пӳрчӗ тӑррине хӑпарса выртать, е, йытӑ пек, Мултиер ачисем хыҫҫӑн ҫӳрет, кил-ҫуртне хурал тӑрать.

И ведь как чуял, когда у хозяина поутихнет гнев, как ни в чем не бывало вернется и — снова на крышу, а то бродит за детишками, стережет избу, как верный пес.

Мултиер // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Пӑшӑрханать Чечек пӗрмай, Теме суранлӑ чун сисет; Ун вырӑн ҫук ларма-тӑма — Чупма, вӗҫме чӗре хистет.

Куҫарса пулӑш

XXXVIII // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Кавруҫ пӗлет: йӗри-тавра Ӑна тӑшман йӑлт хупӑрланӑ; Сисет: вӑл халӗ тыткӑнра; Ун сехметне хурах тӑрланӑ.

Куҫарса пулӑш

XXXVII // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Сисет, туять-мӗн хӗр аслашшӗ, — Ун хӑйӗн ҫуннӑ-ҫке чӗре, — Тӑшманпала яш тавлашасшӑн, Юнӗ каять хӗре-хӗре.

Куҫарса пулӑш

XXVIII // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Сӑпайлӑ пӑхрӗ вӑл, йӑвашшӑн, Анчах, — сисет барон, — сӑнать.

Куҫарса пулӑш

XXIV // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Ишут сисет: мулла, ӑнпа Улпутсенчен кая юлман, Нихҫан хӑравҫӑ ҫын пулман…

Куҫарса пулӑш

XVIII // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Кавруҫ сисет: вӑл ҫеҫ халь уҫӗ Ун тӑвӑнланнӑ кӑмӑлне.

Куҫарса пулӑш

VI // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Анчах сисет вӑл, куҫ хӗлхемӗ Самант сӳнет те чӗрӗлет, Чӗри кӑваррӑн ҫуннӑҫемӗн Пит-куҫӗ нар пек хӗрелет.

Куҫарса пулӑш

VI // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Ҫапах Чечек пӗлет: ҫухалнӑ Ыр тивӗҫлӗх — чӗре сисет, Кавруҫ пулманччӗ уншӑн хӑртӑк, Анчах паян вӑл чи йӳнни.

Куҫарса пулӑш

V // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Сисет пулсан та шарламасть: Хӗр асапне курса тӑрса, Ют ҫын чӗлхи ҫине хурса Чун ырлӑхне вараламасть.

Куҫарса пулӑш

II // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Сисет йӑлт амӑшӗ, курать.

Куҫарса пулӑш

II // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Вӑл сисет, эсӗ ку колхозра председатель пулнӑ, мӗн те пулин сиксе тухас пулсан, ӑна хирӗҫ тӑрса каллех председателе кӗме пултаратӑн.

Куҫарса пулӑш

XIX // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Сисет Липа, хӑш-пӗр колхозниксем ку меслет тӗрӗссине шанмасӑр пуҫӗсене сулаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

XII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ятман ыйтмасӑрах сисет, Гариф халӗ пачах вырӑнсӑр тӑрса юлнӑ, ҫапах та ӗҫлӗ ҫын пек правленине утать.

Куҫарса пулӑш

IX // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Кӑна вӑл куҫ умӗнчех каламасть, ҫапах та сисет, курать.

Куҫарса пулӑш

VII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Вӑл сисет ӗнтӗ, ӑна, икӗ талӑк ытла чипер ҫывӑрманскере, ыйӑх пусмӑрласа ҫитернӗ, ҫавӑнпа ыйӑха сирсе ярас тесен унӑн лайӑх кӑна ҫӑвӑнас пулать.

Куҫарса пулӑш

II // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Чун сисет, эсӗ мана тӗп тума килнӗ.

Куҫарса пулӑш

9. Атӑл леш енче // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Сисет мӑрса, пӗр юратусӑр, чун ӑшшисӗр пурӑнаҫҫӗ Пикпулатпа Нухрат.

Куҫарса пулӑш

7. Ҫӗнӗ хуҫа // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех