Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

сирӗннисенчен (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Эпӗ сирӗнтен хӑтӑласшӑн, Хейль, сирӗнтен тата сирӗннисенчен.

— Я хочу от вас отделаться, Хейль, от вас и ваших.

IV. Хейлӗн юлашки пӑнчи // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 383–426 с.

Сирӗннисенчен иккӗшӗпе паян эпир ӗҫ тататпӑр.

Двоих ваших мы сегодня кончим.

2 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.

Сирӗннисенчен кам та пулин пур-и?

Есть кто-нибудь из ваших?

«Тӗп пултӑр вӑрҫӑ!» // Юхма Мишши,Асклида Соколова. Воскресенская, Зоя Ивановна. Амӑш чӗри: Мария Александровна Ульянова пурнӑҫӗ ҫинчен ҫырнӑ калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 286 с.

Сирӗннисенчен чылайӑшӗ ҫӗнтерӳ паракан мӗнпур услама хӑйсен аллине ҫавӑрса илесшӗн, — эсир ҫакна та ӗненетӗр.

— А вы же не станете отрицать, что у вас многие хотят забрать себе все доходы победы.

Улттӑмӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.

— Пирӗн хӗрсем сирӗннисенчен япӑх мар-ҫке! — кӑшкӑрса ячӗ ҫамрӑк хӗр.

— Наши девчата не хуже ж ваших! — воскликнула молоденькая.

6. Виҫҫӗмӗш хӑвӑртлӑхпа // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

 — «Ӑшӑ, лайӑх ҫӗрте пур ҫӗрте те, — тет хӗрарӑм-патшан аппӑшӗ, — ҫулла, ӗҫ нумай вӑхӑтра, пурӑнма аван чухне, кунта кӑнтӑртан тӗрлӗрен хӑнасем питӗ нумайӑн килеҫҫӗ; эпир пӗр ҫуртра пултӑмӑр, унта пӗтӗм кампани сирӗннисенчен тӑрать; анчах ҫуртсенчен нумайӑшне хӑнасем валли лартнӑ, ыттисенче вара тӗрлӗ йӑхран тухнӑ хӑнасем те, хуҫасем те пӗрлех пурӑнаҫҫӗ; кама мӗнле кампани килӗшет, ҫавна суйласа илет.

— «Да везде, где тепло и хорошо, — говорит старшая сестра, — на лето, когда здесь много работы и хорошо, приезжает сюда множество всяких гостей с юга; мы были в доме, где вся компания из одних вас; но множество домов построено для гостей, в других и разноплеменные гости и хозяева поселяются вместе, кому как нравится, такую компанию и выбирает.

9 // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех