Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

сирӗлсе (тĕпĕ: сирӗл) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Атӑл урлӑ карӑнса тӑракан асамат кӗперӗ, ҫил вӗркеленӗрен-ши, халь-халь сирӗлсе каяс пек, хумлӑн-хумлӑн чӗтресе илет.

Куҫарса пулӑш

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

Ватӑ хӗрарӑма ҫул парса пурте карах сирӗлсе тӑчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

9 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.

Халь те сирӗлсе пӗтеймен тӗтӗмпе йӑс-пӑс сывлӑша питӗрет, пыра йӳҫӗхтерт.

Куҫарса пулӑш

XXV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Килте тем ӑнланса илейменни сиксе тухнӑ пек, ҫав япала хӑй пырсан веҫех сирӗлсе каяс пек туйӑнчӗ ӑна.

Куҫарса пулӑш

XIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Анчах вуланӑҫемӗн хӑрани сирӗлсе пычӗ. йӑлтах вуласа тухсан, ӑна каллех хаваслӑ кӑмӑл пырса кӗчӗ.

Куҫарса пулӑш

V // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Пассажирсем икӗ еннелле сирӗлсе тӑчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Пӳртре тӗтӗм сирӗлсе пӗтрӗ ӗнтӗ.

Куҫарса пулӑш

Хура пӳрт // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 84–89 с.

Тамара сӑнне-питне уҫӑмлӑн курма кансӗрленӗ каҫ чаршавӗ майӗпен сирӗлсе пырать ӗнтӗ.

Куҫарса пулӑш

10 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Хӗрарӑмсен ушкӑнӗ ҫийӗнчех сирӗлсе ҫухалчӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӑтӑмлӑхӑн та вӗҫӗ пур // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Пӑрсем шатӑртатса кимӗ сӑмси патӗнчен сирӗлсе каяҫҫӗ.

Льдины трещат и расходятся перед носом судна.

Ледокол Ҫурҫӗрти Пӑрлӑ океан тинӗсӗсем тӑрӑх ҫӳрени // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Эпир нумай кун ҫӳренӗ сӗм вӑрман сайраланчӗ, сирӗлсе кайрӗ.

Дремучий лес, в полумраке которого мы шли много дней, поредел, расступился.

Африкӑри саванна тӑрӑх ҫӳрени // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Ҫӳлте пӗлӗтсем тухаҫҫӗ те часах сирӗлсе пӗтеҫҫӗ, хӗвел пӗҫертет.

Облака на небе появляются и быстро тают. Солнце печет.

Ҫулталӑк вӑхӑчӗсенче ҫанталӑк епле улшӑнса пырать // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Унтан ҫав хӗрлӗ тӗтре майӗпе сирӗлсе пычӗ, вара стенасем, сӗтел, креслӑсем хӑйсем пекех курӑнма пуҫларӗҫ.

Куҫарса пулӑш

22. Лукашев хӑйӗн тивӗҫне пурнӑҫа кӗртет // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

— Нӳхреп тӑрри сирӗлсе кайнӑ унта.

Куҫарса пулӑш

XXVII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Ҫынсем ик енне сирӗлсе ҫул турӗҫ.

Куҫарса пулӑш

XXIV сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Вӑрах вӑхӑт тӑнӑ тӑвӑллӑ ҫанталӑкра кӳлӗ ҫийӗ хумсемпе тулашнӑ чухнехи пек асаплӑн туртӑннӑ сӑн-питсем, акӑ, сасартӑк ҫил чарӑнса, хумсем сирӗлсе кайнӑ евӗр, ерипен лӑпланса якалчӗҫ те майӗпен ҫутӑла-ҫутӑла килчӗҫ, питри хурлӑх йӗрӗсем хӗвеллӗ, савӑк тӗспе ылмашрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

6 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Тӑрантас тӳрех карт! хускалчӗ те сирӗлсе тӑнӑ халӑх хушшипе ыткӑнчӗ…

Куҫарса пулӑш

8 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.

Хӗвел те тухса сарӑлса ҫитрӗ, тӗтре те сирӗлсе пӗтрӗ, сывлӑм типрӗ, — ҫав-ҫавах садра-ха Славик.

Куҫарса пулӑш

Славик // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 56–82 с.

Пахом Петровичӑн ҫӳхе пиншакӗ хӑрах енчен сирӗлсе кайнӑ, кӗпи тӳмисем вӗҫерӗннӗ — кӑкӑр тӗлӗнче шап-шурӑ ӳт курӑнать, ҫилпе тустарӑннӑ ҫӳҫ пӗрчисем куҫне-ҫӑварне кӗреҫҫӗ, сылтӑм куҫ айӗ чарӑнми чӗтрет — хытӑ хумханнӑ чух, хытӑ савӑннӑ чух ҫапла пулать ун аллисене ҫурӑм хыҫӗнче тытса, тракторсен речӗ умӗнчен иртет старик, хыта кӑшкӑрса калаҫать.

Куҫарса пулӑш

III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 357–367 с.

Пӗрчӗ ҫиллӗм те юлмарӗ ман, йӑлт сирӗлсе кайрӗ ҫиллӗм.

Куҫарса пулӑш

VI // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех