Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

сирӗлсе (тĕпĕ: сирӗл) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Те чӑнах та йӗпхӳ йӑслать, те ҫӗр ҫинчен ҫӗкленекен нӳрӗк, ҫил ҫуккипе сирӗлсе каяймасӑр, ҫапла пуланса-явӑнса тӑрать.

Куҫарса пулӑш

XXVII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Тихӑн хӑй сӑмахне пӗтерчӗ пулсан та, хӑйӗн хальхи пурнӑҫӗ ҫинчен йӗркеллӗ каласа парса савӑнтарчӗ пулсан та, ҫилӗ сирӗлсе ҫитмерӗ-ха ял халӑхӗн, каҫарасшӑн мар-ха вӑл Тихӑна.

Куҫарса пулӑш

XI // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Апла пулсан та, вӗсем часах сирӗлсе пӗтрӗҫ те, урӑх шухӑш капланчӗ пуҫӑмра.

Куҫарса пулӑш

V // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Аван мар туйӑмсем Ҫерушран пӗтӗмпе тенӗ пекех сирӗлсе кайрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Юрату // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 138–143 с.

Анчах самантрах лесникӗ те, арӑмӗ те, мотоциклпа ҫӳрекен ҫамрӑк ачи те ман умран пӗрин хыҫҫӑн тепри таҫта сирӗлсе кайса ҫухалчӗҫ те, вӗсен вырӑнне лесник хӗрӗ хӑй пӗччен ҫеҫ йышӑнса илчӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗчӗк акӑшсен ташши // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 57–75 с.

Ҫитмӗл те ҫичӗ тӗслӗ усал тӗтре сирӗлнӗ пек сирӗлсе кайтӑр: вырӑс куҫ, тутар куҫ, чӑваш куҫ, арҫын куҫ, хӗрарӑм куҫ — пурте тухса кайтӑр.

Куҫарса пулӑш

Эпрахиль юпи // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Тӗтре епле сирӗлет, ҫавӑн пекех сирӗлсе кайтӑр.

Куҫарса пулӑш

Эпрахиль юпи // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ирхи тӗтре сирӗлсе пычӗ.

Куҫарса пулӑш

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Пӗр ҫамрӑк каччӑ ҫеҫ, саланкӑр ҫи-пуҫлӑскер, саланчӑк куҫлӑскер, пайраланнӑ ҫӳҫ-пуҫлӑскер, ыйхи ҫаврӑнса, сирӗлсе ҫитейменнипе, анасласа, сӗнксе, сӗлпӗрленсе ларать.

Куҫарса пулӑш

Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.

Вӗсен пит-куҫӗнче каллех аслатиллӗ ҫумӑр ӑмӑрлӑхӗ ситреленсе сирӗлсе ҫухалчӗ, унта телей, ҫурхи шурӑмпуҫ хӗвелӗ вӗлт-вӗлт хӗмленчӗ, йӑлтӑр-йӑлтӑр йӑлтӑртатрӗ.

Куҫарса пулӑш

Мӑнтӑрккапа Вӑрӑмкка (е Турӑ пӳрни) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 8–35 с.

Упӑшкин ачаш сӑмахӗсем Марукӑн чӗрине лӑплантарчӗҫ, иккӗленчӗк туйӑм сирӗлсе ҫухалчӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗр ҫулӑхсан… // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 85–90 с.

Унӑн аса илӗвӗсем ҫавӑнтах сирӗлсе ҫухалчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

IV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Каҫ тӗтри сирӗлсе шурӑмпуҫ килнӗ май, Кӗмӗл сывлӑм витсен ҫереме, Вӑл калатчӗ мана: «Вӑхӑт питӗ нумай, Ирӗк пар-ҫке кӗме килӗме!»

Куҫарса пулӑш

Кӳршӗ ял ҫумӗнче // Василий Шихранов. Шихранов В. В. Асамат кӗперӗ сӳниччен: сӑвӑсем. Шупашкар: ООО «Хамӑн типографи», 2018. — 100 с. — 61 с.

Ӗнелсем икӗ айккинелле сирӗлсе ҫул турӗҫ.

Куҫарса пулӑш

VI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Унтан Мамич-Бердей пуҫӗнче иккӗленӳллӗ шухӑшсем сирӗлнӗҫемӗн сирӗлсе пычӗҫ, часах мӑрса вӗсене маннӑ пек пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

14. Ӗмӗтсем, ӗмӗтсем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Тултан кӗнӗ пӑс сирӗлсе кайсан тин пӳртре ларакансем ӑна палласа илчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 108–131 с.

Тӗтре хуллен сирӗлсе ҫухалать, унпа пӗрлех ҫын сасси янраса каять:

Куҫарса пулӑш

III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 108–131 с.

…Пуҫ тӑрринченех тепӗр ҫара ҫерҫи вашкӑртса иртнипе Ҫинук шартах сикрӗ, аса илӗвӗсем сирӗлсе кайрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

II // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 87–108 с.

Ӗнер капланса килнӗ хура пӗлӗтсем сирӗлсе пӗтнӗ, вӗсем вырӑнне кӑваккисем кӑна юлнӑ.

Куҫарса пулӑш

Кӑшланӑ ҫӗр // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 3–15 с.

Ҫапса хӗснӗ пек курӑнакан халӑх кӗпӗр! сирӗлсе алӑк патне ҫул турӗ.

Люди расступились как по команде, образовав проход.

Янтул кам вӑл? // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех