Шырав
Шырав ĕçĕ:
Чӑнах та, кун пек панорамӑна тата ӑҫта та пулин курма тӳре килӗ-ши: пирӗн умра аялта Койшаур айлӑмӗ сарӑлса выртать, ун урлӑ Арагвӑпа тепӗр пӗчӗк шыв икӗ кӗмӗл ҫип пек тӑсӑлаҫҫӗ; шупка кӑвак тӗтре, ирхи хӗвел ӑшшинчен сирӗлсе, ҫывӑхри ту хушшинелле шӑвать; сылтӑмалла та, сулахаялла та юрпа та йывӑҫ тӗмӗсемпе витӗннӗ ту тӑррисем пӗр-пӗринчен ҫӳллӗ курӑка урлӑ каҫаҫҫӗ, инҫетре акӑ ҫав тусемех, — анчах пӗрре те пулин пӗр евӗрлисем пулинччӗ, — вӗсен юрлӑ тӑррисем ҫав тери хаваслӑ, ҫав тери ҫуттӑн хӗрелсе ялкӑшаҫҫӗ, ҫавӑнпа ӗмӗрлӗхех ҫакӑнта пурӑнма юлас килсе тӑрать; аслатиллӗ ҫумӑр пӗлӗтӗнчен хӑнӑхнӑ куҫ анчах уйӑрма пултаракан тӗксӗм кӑвак ту хыҫӗнчен хӗвел якӑшт ҫеҫ курӑнчӗ; хӗвелрен ҫӳлерех юн тӗслӗ хӗрлӗ ярӑм пур, ман юлташ ҫавна уйрӑммӑнах тинкерсе пӑхса илчӗ.
Бэла // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Тепӗр ҫын хӑй ҫапла вӗт: ун ҫине пӑхатӑн та, вырӑнсӑр шухӑшсем хӑйсемех сирӗлсе каяҫҫӗ.
I // Ҫт. Ухантей. Александр Пушкин. Иван Петрович Белкин ҫырса хӑварнӑ повеҫсем. Ст. Угандей куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1936
Халӗ ӗнтӗ ҫавсем пурте тӗтре пек сирӗлсе каяҫҫӗ.
5 сыпӑк // Леонид Агаков. Валентин Катаев. Полк ывӑлӗ. Повесть. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948
Хуҫӑлнӑ темиҫе хурӑн тата таптанӑ йывӑҫ тӗмӗсем кунта нумай та пулмасть танк е хӑй тӗллӗн ҫӳрекен тупӑ иртсе кайнине палӑртнӑ, искусственнӑй тата ҫунӑк ҫӑвӑн сирӗлсе пӗтеймен шӑрши ҫав танк е хӑй тӗллӗн ҫӳрекен тупӑ — нимӗҫсен пулнине пӗлтернӗ.
1 сыпӑк // Леонид Агаков. Валентин Катаев. Полк ывӑлӗ. Повесть. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948
— Сумлӑ чиновниксене шӑл витмест текен стереотип сирӗлсе пырать тейӗттӗм.
«Тӗкӗнме юраманнисем» ҫук // Николай КОНОВАЛОВ. Хыпар, 2017.07.21
Ӗнтӗ кулас килни те туххӑмрах сирӗлсе пӗтрӗ.
Кашкӑрсем // Хветӗр Агивер. Василий Шукшин. Пахчапа мунча хуҫи. Вырӑсларан Хв. Акивер куҫарнӑ. КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1989. — 3–10 стр.
Ҫав савӑнӑҫ сирӗлсе кайиччен Том вӗсене ҫӗнӗ япала шухӑшласа кӑларнипе интереслентерме васкарӗ.Пока этот проблеск не угас, Том успел заинтересовать их новой выдумкой.
16-мӗш сыпӑк. Малтанхи чӗлӗмсем. — «Эпӗ ҫӗҫӗ ҫухатрӑм» // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.
Упасемпе тилӗсем самолет айӗн ик еннелле сирӗлсе чупаҫҫӗ.
Воркутана вӑркӑнтӑм... // Ҫӗнтерӳ ҫулӗ. Ҫӗнтерӳ ҫулӗ, 2009,04,18
43. Ҫавӑн чухне Елеазар — Саваран ывӑлӗ — пӗр сӑланне патшанӑн тимӗр хӳтлӗхӗпе витнине, вӑл ыттисенчен патвартарах пулнине асӑрханӑ, ҫавӑнпа ҫав сӑлан ҫинче патша хӑй ларса пынӑн туйӑннӑ; 44. Елеазар вара Израиль халӑхне ҫӑлса хӑйӗн ятне ӗмӗрлӗхе хӑварас шухӑшпа хӑй пурӑнӑҫне те хӗрхенсе тӑман: 45. ҫар варрине ҫав сӑлан патне пӗр хӑрамасӑр ыткӑннӑ, тӑшмансене хӗҫӗпе сылтӑмалла та, сулахаялла та каса-каса пынӑ, лешӗсем ӗнтӗ икӗ еннелле сирӗлсе анчах юлнӑ; 46. вӑл ҫак сӑлан патне чупса ҫитнӗ те, унӑн айне выртса, ӑна вӗлернӗ, сӑланӗ Елеазара ая туса ҫӗр ҫине тӗшӗрӗлсе аннӑ, Елеазар ӗнтӗ ҫавӑнта вилнӗ.
1 Мак 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.