Шырав
Шырав ĕçĕ:
Тӑшмана ҫӗнтерме ҫук пулсан, ӑна пӗчӗк сиен кӳнипе хӑвна ху пысӑкрах сиен кӳретӗн пулсан, кӗрешме пуҫлама та кирлӗ мар; ҫакна ӑнланса илсе, эсир хӑвӑра та, ыттисене те кӑлӑхах сиен тумастӑр, хӑвӑрӑн сывӑ ӑс-тӑнпа хӑюлӑха пула тума май ҫуккине пӑхӑнатӑр, — Марья Алексевна ҫакӑ вал питӗ пысӑк пахалӑх.
XXIV // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Вӑл мана ялан сиен кӳме пултарать, мана ҫеҫ мар ӗҫе те сиен кӳме пултарать.
ХХIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
10. Сиене саплаштарасси ҫинчен калакан тавӑҫсем тӑрӑх хывакан тӳлевсене, ҫавӑн пекех Чӑваш Республикин харпӑрлӑхӗнчи пурлӑха (Чӑваш Республикин бюджет тата автономлӑ учрежденийӗсем, Чӑваш Республикин патшалӑхӑн унитарлӑ предприятийӗсем ҫумне ҫирӗплетнӗ пурлӑхсӑр пуҫне) сиен кӳнине хӑй ирӗкӗпе саплаштарнӑ чухне хывакан тӳлевсене Чӑваш Республикин республика бюджетне 100 процент нормативпа куҫарса памалла.
Чӑваш Республикин уйрӑм Саккунӗсен акчӗсене улшӑнусем кӗртесси ҫинчен // Михаил Игнатьев. Закон № 87 от 28.11.2019
Вӑй ҫитменнипе ҫилленсе ҫыран хӗрринчи тӑшман артиллерийӗ пирӗн карапсем ҫине пеме пуҫларӗ, анчах эпир ҫавӑнтах вӗсен снарячӗсем ҫитеймен ҫӗрелле пӑрӑнса, нимӗнле сиен курмасӑрах хамӑр порта лӑпкӑн ишсе кӗтӗмӗр; Яшка Цуккерштейн ҫурӑмӗнчен паранкӑ пырса тивнӗ ҫӑмӑл контузне шутламасан, урӑх нимӗнле сиен те курмарӑмӑр.
IV сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.
Ҫавӑнпа та эпӗ вӗсем мана ниепле сиен те тӑвас ҫуккине хам шанса тӑни ҫинчен пӗлтертӗм, мӗншӗн тесен эпӗ вӗсен тӑшманӗ шутланмастӑп, ҫитменнине тата вӗсене те сиен тума шутламастӑп.
Вунпӗрмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.
Тен, пропеллер тунӑ йывӑҫӑн варринче тинкерсе пӑхсан та курӑнман сиен пулнӑ пулӗ, е урӑх мӗнле те пулин Орвилль сисеймен сиен пулнӑ.
34. Килте тата ют ҫӗрсенче вӗҫнисем // Ярукка Сантри. Чарнлей, М. Райтсем: (Вильбурпа Орвиль) / А. И. Ярлыкин куҫарнӑ; ред. Н. Васянка. — Шупашкар: Чӑвашсен патшалӑх издательстви, 1936. — 110 с.
«Эпир хула администрацийӗсенче тӑрӑшакансене пурне те хамӑр енчен сӗнӳсемпе, ӗҫ опычӗпе витӗм кӳме тӑрӑшатпӑр. Хула сӑн-сӑпатне илемлетесси – пирӗн кулленхи ӗҫсенчен пӗри. Технологисене кулленех пӑхӑнмалла. Ытти ют ҫӗршывсен паха ӗҫ опытне те тӗпе хумалла. Чи малтанах йывӑҫа лартиччен, ӑна тӗпчемелле, сиен кӳнипе кӳменнине те шута илмелле, пысӑк йывӑҫсемпе уйрӑмах асӑрхануллӑ пулмалла, вӗсем ватӑлсан, сахал мар сиен кӳме, ӑнсӑртран ҫынсем ҫине ӳкме пултараҫҫӗ», - тенӗ хӑйӗн шухӑшне йывӑҫсемпе тимлекен эксперт.
Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев Пӗтӗм Раҫҫейри "Деревья - памятники живой природы" программӑн сертификаци комиссийӗн председателӗпе Сергей Пальчиковпа ӗҫлӗ тӗлпулу ирттернӗ // Влаҫ органӗсен порталӗ. http://gov.cap.ru/chuv/news.aspx?guid=48 ... f6a534ee30
Эпӗ сире ҫӗр ҫинчен шӑлса ывӑтма та хавас пулнӑ пулӑттӑм, анчах, — хисеплетӗп: эсир нимӗнле ӗҫе те пӑсмастӑр; халӗ эсир лайӑх мар ӗҫсем тӑватӑр, мӗншӗн тесен сире условисем ҫавӑн пек тума хушаҫҫӗ, анчах сире урӑх условисем туса парас пулсан, эсир савӑнсах сиенсӗр ҫын пулса тӑратӑр, усӑллӑ та пулатӑр, мӗншӗн тесен укҫасӑр сирӗн сиен тӑвас килмест, хӑвӑра усӑ кӳрет пулсан, эсир кирек мӗн те тума пултаратӑр, — апла пулсан, кирлех пулсассӑн, тӳрӗ те ырӑ кӑмӑллӑн ӗҫлеме те пултаратӑр.
XXIV // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
— Чирӗм мӗн пирки пулни ҫинчен калама пӗлместӗп, анчах, кӑмӑлу пулсан, вӗрилентерекен ӗҫмеллисем вӗсем тенорсене сиен кӳреҫҫӗ, бассене нимӗн чухлӗ те сиен кӳреймеҫҫӗ, теме пултаратӑп.
Ялти эмелҫӗсем // Иван Мучи. Антон Чехов. Калавсем. Чӑвашгосиздат, 1940. — 71–80 стр.
Унта кам та пулин сиен курнӑ пулсан та, чулӗ мар, ҫӗҫҫи сиен курнӑ.
33-мӗш сыпӑк. Джо индеец пурнӑҫӑн юлашки кунӗсем // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.
Вӗсем те сиенсӗр мар, каяшсем ҫӗрсе тӑпрана сиен кӳреҫҫӗ, ҫӗр айӗнчи шыва варалаҫҫӗ, таврана усал сывлӑш сарӑлса пурнӑҫ пахалӑхне начарлатать.
Кирлех-и завод? // Ирина Трифонова. «Сувар», 2019.03.07
4. Ҫав хӗрлӗ шӑрчӑка ҫӗр ҫинчи курӑка та, нимӗнле ешӗлӳсене те, нимӗнле йывӑҫа та сиен тума хушман; ҫамки ҫине Турӑ пичечӗ пусман ҫынсене ҫеҫ сиен тума хушнӑ.
Ӳлӗм 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Вӑл ҫӗрпе тинӗсе сиен тума ирӗк панӑ тӑватӑ ангела хытӑ сасӑпа кӑшкӑрса каларӗ: 3. хамӑр Туррӑмӑрӑн чурисен ҫамки ҫине пичет пусиччен эсир тинӗсе те, ҫӗре те, йывӑҫсене те сиен ан тӑвӑр, терӗ.
Ӳлӗм 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Аскӑнлӑхран тарӑр; этем тӑвакан ытти ҫылӑх ӳте сиен тумасть; аскӑн ӗҫ тӑвакан хӑй ӳтне сиен туса ҫылӑха кӗрет.
1 Кор 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
25. Унтан священник кӗвӗҫнӗшӗн кӳрекен тырӑ-пулӑ парнине арӑм аллинчен илӗ те ӑна Ҫӳлхуҫа умӗнче ҫӗклесе кӑтартӗ, кайран парне вырӑнӗ ҫине кайса хурӗ; 26. священник тырӑ-пулӑ парнинчен асӑнмалӑх пай ывӑҫласа илӗ те ӑна парне вырӑнӗ ҫинче ҫунтарса ярӗ, унтан арӑма шыв ӗҫтерӗ; 27. эхер те арӑм таса мар пулсассӑн, упӑшки тӗлӗшӗнчен йӗркесӗр ӗҫ тунӑ пулсассӑн, ӑна шыв ӗҫтернӗ хыҫҫӑн ҫав ылхан кӳрекен йӳҫӗ шыв ӑна сиен тума унӑн ӑшне-чиккине кӗрӗ, ӗнтӗ унӑн ӑшӗ шыҫӑнса кайӗ, варӗ типсе ларӗ, ҫак арӑм вара хӑйӗн халӑхӗ хушшинче ылханлӑ пулӗ; 28. эхер те арӑмӗ ирсӗрленмен, тасах пулнӑ пулсассӑн, вӑл сиен курмӗ, ар вӑрлӑхӗпе пӗтӗҫленӗ.
Йыш 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Ҫӳлхуҫа Моисее татах ҫапла тесе каланӑ: 6. Израиль ывӑлӗсене кала: эхер те арҫын е хӗрарӑм ҫынна хирӗҫле ӗҫпе ҫылӑха кӗрсессӗн, ҫавӑн урлӑ Ҫӳлхуҫана хирӗҫ йӗркесӗр ӗҫ тусассӑн, ҫав чун айӑплӑ пулӗ, 7. ун пек ҫынсем хӑйсем тунӑ ҫылӑхне каласа кӑтартчӑр, илсе айӑпа кӗнӗ япалине пӗтӗмпе каялла тавӑрса паччӑр тата ун ҫумне ҫав япала хакӗн пиллӗкӗмӗш пайне хушчӑр та ӑна хӑйсем усал туса сиен кӳнӗ ҫынна тавӑрса паччӑр; 8. эхер те сиен курнӑ ҫыннӑн еткерҫи пулмасассӑн, айӑп тунӑшӑн тӳлемеллине Ҫӳлхуҫана халаллатӑр; ӑна священника памалла, вӑл айӑплӑ ҫын хӑйне тасатмашкӑн кӳнӗ сурӑх таки ҫумне хушса пани пултӑр; 9. Израиль ывӑлӗсем священник патне илсе пынӑ кирек мӗнле сӑваплӑ парне те ӑна пулать, 10. кам та пулин асӑнса пани те ӑна пулать; священника кам мӗн парать, ҫавӑ пурте ӑна пулать, тенӗ.
Йыш 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Кам йӑхташӗн ӳтне сиен тӑвать, ӑна та, хӑй мӗн тунӑ, ҫавнах тумалла: 20. амантнӑшӑн амантмалла, куҫшӑн — куҫ, шӑлшӑн — шӑл; вӑл ҫыннӑн ӳтне епле сиен тунӑ, ӑна та ҫаплах тумалла.
Лев 24 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. Ҫынсем ҫапӑҫнӑ чухне йывӑрланнӑ хӗрарӑма ҫапсассӑн, вӑл хырӑм пӑрахсассӑн, анчах урӑх сиен пулмасассӑн, ҫав арӑм упӑшки айӑплӑ ҫынран мӗнле тӳлев шырамалла тӑвать, ҫавӑн чухлӗ тӳлемелле, ӑна ытти ҫынсем умӗнче памалла; 23. эхер те сиен пулас пулсассӑн, чуншӑн чун пар, 24. куҫшӑн — куҫ, шӑлшӑн — шӑл, алӑшӑн — алӑ, урашӑн ура пар, 25. ҫунтарнӑшӑн ҫунтар, сураншӑн суранлат, ыраттарнӑшӑн ыраттар.
Тух 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Вӗсене сиен кӳмесӗр тытмалла, ятарлӑ пункта вырнаҫтармалла, унта тӑрантарса усрамалла, чирлӗ пулсан сиплемелле, стерилизацилемелле, май пулнипе вара лайӑх хуҫа аллине пама тӑрӑшмалла.
Йытӑсене тытассине йӗркеленӗ // В. ШАПОШНИКОВ. https://www.zp21rus.ru/obshchestvo/8986- ... e-j-rkelen
Ҫавӑн пекех Путинпа Рахмон РФ килекен ӗҫ мигранчӗсен, ҫав шутра Таджикистанран та, таврашӗнчи лару-тӑрӑва искусствӑлла майпа хӗсӗрлеме хӑтланни, пӗрле преступлени тӑвассине тата икӗ ҫӗршыври халӑхсем хушшинчи хутшӑнусене сиен кӳрес ҫуккине шанса тӑнӑ.
Путин Таджикистан президенчӗпе Рахмонпа телефонпа калаҫнӑ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/politika/202 ... -n-3755443