Шырав
Шырав ĕçĕ:
8. Вара вӗсем тупӑклӑхран тухнӑ та чупса кайнӑ; хӑйсем ӗнтӗ сехӗрленсех ӳкнӗ, ҫав тери хӑранипе никама та нимӗн те каламан.
Мк 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
32. Ҫул ҫинче, Иерусалималла улӑхнӑ чухне, Иисус ӗнтӗ вӗренекенӗсен умӗнчен утса пынӑ, лешӗсем сехӗрленсех ӳкнӗ, вӗсемпе пӗрле пыракансем те питӗ хӑранӑ.
Мк 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
54. Ҫӗрпӳ тата унпа пӗрле Иисуса хурал тӑракансем ҫӗр чӗтреннине, ҫавӑнта мӗн пулса иртнине курсассӑн сехӗрленсех ӳкнӗ те: Вӑл чӑнах та Турӑ Ывӑлӗ пулнӑ-мӗн, тенӗ.
Мф 27 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
33. Анчах та пӗри, Ассири енче пытанса ларнӑскер, вӗсене ҫавӑрса илӗ те вӗсенӗн пӗр ҫыннине вӗлерӗ; вара вӗсен ҫарӗнче сехӗрленсех ӳкӗҫ, чӗтрене ерӗҫ, патшасем те хӑраса ӳкӗҫ.
3 Езд 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Ҫавӑн чухне вӗсем унчченхинчен те пысӑкрах вӑй илсе мухтава тухнӑ, хӑйсен ҫӗрӗнче никам хӗсӗрленине пӗлмесӗр пурӑнса, тӑшмансемшӗн хӑрушӑ халӑх пулса тӑнӑ, 19. унччен туртса илнӗ пурлӑхӗсене вӗсене йӑлтах сехӗрленсех хут тӑрӑх каялла тавӑрса панӑ, мӗншӗн тесессӗн Аслӑран та Аслӑ Турӑ вӗсене ҫӑлмашкӑн аслӑран та аслӑ ырӑлӑхсем кӑтартнӑ.
3 Мак 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
24. Вӑл кӑрал тытнӑ ҫынсемпеле мул управӑшне кӗрсессӗн, аттемӗрсен Ҫӳлхуҫи, пур вӑя та Тытса Тӑракан, хӑватлӑ паллӑ кӑтартнӑ, Илиодорпа пӗрле кӗме хӑйнисем Турӑ хӑватӗнчен хӑранипе хавшанса сехӗрленсех ӳкнӗ: 25. вӗсене ӗнтӗ хӑрушӑ юланутҫӑ утланнӑ урхамах, илемлӗ вителӗкпе витнӗскер, курӑннӑ: вирхӗнсе пырса, вӑл Илиодора малти чӗрнипе амантса хӑварнӑ, ун ҫинче ларса пыраканни вара ылтӑн кӑрал тытнӑ пек курӑннӑ.
2 Мак 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
21. Ҫакна курсассӑн, суя тӗнлисем сехӗрленсех ӳкнӗ; Иуда ҫарӗ тӳремлӗхре ҫапӑҫӑва кӗме хатӗрленсе тӑнине курсассӑн вара 22. пурте ют халӑхсен ҫӗрне пӑрахса тарнӑ.
1 Мак 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Ҫав ҫынсем Ҫӳлхуҫаран сехӗрленсех ӳкнӗ, вӗсем Ҫӳлхуҫана парне кӳнӗ, ырӑ ӗҫсем тума сӑмах панӑ.16. И устрашились эти люди Господа великим страхом, и принесли Господу жертву, и дали обеты.
Иона 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Эпӗ, Даниил, сехӗрленсех ӳкрӗм, ӗнтӗ сӑнӑм та улшӑнчӗ; анчах эпӗ ҫакна пурне те чӗремре сыхласа хӑвартӑм.
Дан 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Ӑшӑмра чӗрем сиксе чӗтӗрет, вилӗм сехӗрлентерсе тӑрать; 6. ӗнтӗ хӑранипе сехрем хӑпрӗ, сехӗрленсех ӳкрӗм.
Пс 54 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Пӑхӑр-ха ман ҫине — сехӗрленсех ӳкӗр, хӑвӑр ҫӑвара аллӑрпа хуплӑр.5. Посмотрите на меня и ужаснитесь, и положите перст на уста.
Иов 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Ҫынна ыйхӑра курӑнакан тӗлӗксем ҫинчен шухӑшласа выртнӑ хушӑра 14. сасартӑк эпӗ сехӗрленсех ӳкрӗм, пӗтӗм шӑммӑм-шаккӑм чӗтренчӗ.
Иов 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Вӗсем Турӑ арчине Аскалон хулине ӑсатнӑ; Турӑ арчи Аскалона пырса ҫитсессӗн, Аскалон ҫыннисем сехӗрленсех ӳкнӗ: Израиль Туррийӗн арчине кунта пире, пирӗн халӑхӑмӑра вӗлерсе пӗтерес тесе илсе килчӗҫ, тенӗ.
1 Пат 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Адониседек — Иерусалим патши — Иисус Гай хулине туртса илсе ӑна тупаласа тӗп туни ҫинчен, Гай хулипе унӑн патшине те Иерихон хулипе унӑн патшине пӗтернӗ пекех пӗтерни ҫинчен, Гаваон ҫыннисем [Иисуспа тата] Израильпе килӗшӳ туса вӗсем хушшинче юлни ҫинчен илтсессӗн 2. сехӗрленсех ӳкнӗ, мӗншӗн тесессӗн Гаваон патша хулисенчен кая мар, Гайран та пысӑкрах хула [пулнӑ], ҫыннисем те унта харсӑр ҫынсем пулнӑ.
Нав 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
- 1
- 2