Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

сержант сăмах пирĕн базăра пур.
сержант (тĕпĕ: сержант) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Кӑҫал ӑна сержант ятне панӑ.

Куҫарса пулӑш

2. Автовокзалти «сунарҫӑ» // Леонид Агаков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 49-55 с.

Сержант ӑна тӳрех начальник патне кӗме сӗннӗ.

Куҫарса пулӑш

1. Вӑрланӑ машина тата суя майор // Леонид Агаков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 49-55 с.

— Ҫавӑнтах ӗҫлетӗп-ҫке, — хуравланӑ сержант.

Куҫарса пулӑш

1. Вӑрланӑ машина тата суя майор // Леонид Агаков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 49-55 с.

— Э-эх, мӗн тери хӑрушӑ кашкӑра тартнӑ эпӗ! — пӗтӗм чунӗпе вӗчӗхсе тарӑхса тӑнӑ Петрянкин сержант.

Куҫарса пулӑш

1. Вӑрланӑ машина тата суя майор // Леонид Агаков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 49-55 с.

— Халех кӗрет, — ответленӗ сержант.

Куҫарса пулӑш

1. Вӑрланӑ машина тата суя майор // Леонид Агаков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 49-55 с.

Автоинспекци начальникне сержант хӑй постра тӑнӑ чух «иккӗлентерекен» машина тытса чарни, шофер аллинчи документсем пичетсӗр пулни, кабинӑра килекен тепӗр ҫыннӑн (леш «майорӑн») хай камне ӗнентерекен нимӗнле хут та ҫукки, ҫавӑн пирки вӗсене иккӗшне те кунта илсе килмелле пулни ҫинчен пӗлтерсен, начальник ҫавӑнтах унран: — Тепӗр ҫынни ӑҫта вара санӑн? — тесе ыйтнӑ.

Куҫарса пулӑш

1. Вӑрланӑ машина тата суя майор // Леонид Агаков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 49-55 с.

«Майор» сержант умӗнче ҫине тӑрсах «агитаци» тума тытӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

1. Вӑрланӑ машина тата суя майор // Леонид Агаков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 49-55 с.

Эп сире каплипе малалла ирттерсе яма пултараймастӑп, — тенӗ сержант.

Куҫарса пулӑш

1. Вӑрланӑ машина тата суя майор // Леонид Агаков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 49-55 с.

Лешӗ кӗсйисене лӑп-лап ҫапкаласа илнӗ те: — Касар, сержант, ҫумра пӗр документ та ҫук иккен, — тенӗ.

Куҫарса пулӑш

1. Вӑрланӑ машина тата суя майор // Леонид Агаков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 49-55 с.

— Нивушлӗ милици майорне ӗненместӗн эсӗ, сержант юлташ?

Куҫарса пулӑш

1. Вӑрланӑ машина тата суя майор // Леонид Агаков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 49-55 с.

— Мӗншӗн-ха путевка ҫинче те, накладной ҫинче те пичет ҫук? — сассине хытарарах ыйтнӑ сержант.

Куҫарса пулӑш

1. Вӑрланӑ машина тата суя майор // Леонид Агаков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 49-55 с.

Погонлӑ ҫын, сержант куҫӗнчен пӑхса, куланҫи туса илнӗ.

Куҫарса пулӑш

1. Вӑрланӑ машина тата суя майор // Леонид Агаков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 49-55 с.

— Хусана каятпӑр, унта ҫырнӑ вӗт! — пуҫӗпе сержант аллинчи хутсем ҫинелле сулса илнӗ майор погонӗсене ҫакни.

Куҫарса пулӑш

1. Вӑрланӑ машина тата суя майор // Леонид Агаков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 49-55 с.

— Ӑҫта ҫити каятӑр-ха капла? — ыйтнӑ сержант, хӑй пӑлханма пуҫланине пусарма тӑрӑшса.

Куҫарса пулӑш

1. Вӑрланӑ машина тата суя майор // Леонид Агаков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 49-55 с.

Ҫапла иккӗленсе илнӗ те сержант, машинӑна хирӗҫ шоссе варринерех тухса тӑрса, аллинчи регулировщиксен патакне ҫӗкленӗ.

Куҫарса пулӑш

1. Вӑрланӑ машина тата суя майор // Леонид Агаков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 49-55 с.

Сержант кашни машинӑнах куҫӗсемпе тимлӗн сӑнаса ирттерсе янӑ.

Куҫарса пулӑш

1. Вӑрланӑ машина тата суя майор // Леонид Агаков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 49-55 с.

Вӑл кун Геннадий Петрянкин сержант, ҫамрӑк кӑна сар каччӑ, Совет Ҫарӗнчен пӗлтӗр ҫеҫ таврӑнса милицире ӗҫлеме кӗнӗскер, постра мула хӗрринче, Етӗрне ҫулӗ ҫинче тӑнӑ.

Куҫарса пулӑш

1. Вӑрланӑ машина тата суя майор // Леонид Агаков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 49-55 с.

— Сире, сержант юлташ, ҫакӑн пек ӗҫ: Егоров снайперпа ҫӗрле нейтральнӑй тӑрӑхри «зонӑна» тухатӑр та унта пирӗн саперсем тупӑ пралук карта ҫине пичӗпе фашистсем еннелле ҫак фанерӑна ҫакса яратӑр.

Куҫарса пулӑш

Фриц портречӗпе пулса иртнӗ мыскара // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 109–112 с.

— Эсир, Танталов юлташ, питӗ тӗл перекен сержант.

Куҫарса пулӑш

Хаклӑ пакет // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 104–109 с.

Унта ҫакӑн пек йӗркесем ҫырӑннӑ: «Тимофеев Александр Ильич, механик-водитель танка Т-60, старший сержант, место рождения — Чув. АССР, Зяльчукский район, с. Ново-Чунчурино, убит 20.10.1942 г., где похоронен: остался на поле боя в танке на высоте130.7».

Куҫарса пулӑш

Вӗсем Сталинграда хӳтӗленӗ // Николай АЛЕКСЕЕВ. http://елчекен.рф/2023/02/10/%d0%b2e%d1% ... b5%d0%bde/

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех