Шырав
Шырав ĕçĕ:
Вӑл мана кашни секундрах кирлӗ пулма пултарать.
Хаклӑ пакет // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 104–109 с.
Халӗ танкӑн гусеницисене вунпилӗк секундрах илеҫҫӗ, вунпилӗк секундрах каялла тӑхӑнтараҫҫӗ.
Танк-истребительсем // В. Сергеев. Дрожжин Олег. Ухӑран — танка ҫитиччен. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 110 с.
Кашни секундрах вӑл, револьверне ярса тытса, пӗтӗм обоймипех ҫак хӑйӗн «землякӗн» ылханлӑ пуҫне тӑрӑнтармашкӑн хатӗр пулнӑ.
Кох патӗнче пулни // Уйӑп Мишши. Медведев Д.Н. Ровно патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 246 с.
Вӑл, тӳпере кашни секундрах 7 километра яхӑн куҫса пырать пулин те, питӗ ерипен шунӑ пек туйӑнать.
Нептун // Лина Агеносова. Волков А.Л. Ҫӗрпе пӗлӗт: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 188 с.
Ку мана ҫав тери хӑрушлӑха тӑратса хӑварать: манӑн челнок кашни секундрах ӳпӗнме пултарать.Мне это грозило страшной опасностью: челнок мог опрокинуться каждую секунду.
XXIII сыпӑк // Никита Волков. Стиветсон, Р.Л. Мул утравӗ: роман / вырӑсларан Н.Волков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 168 с.
Нимӗҫ ҫӑварне хупма та ӗлкӗреймен, ҫав секундрах Олег пӗтӗм вӑйӗпе — вӑй унӑн ҫав тери нумайччӗ — нимӗҫе хӑлхи чиккинчен янклаттарнӑ.Не успел немец закрыть рот, как Олег ударом кулака в скулу оглушил его.
Комсомолла туслӑх // Василий Юдин. Кошевая Е. Ывӑлӑм ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 208 с.
Площадьре хупахӑн кӗленче алӑкӗ шалт! тутарни илтӗнет, такам ух! тесе илчӗ, ӳкрӗ пулас, вара каллех кашни секундрах темӗскерпе хӑратма хатӗр тӑракан шӑплӑх пулчӗ.
VII. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Ҫӗр лӑпкӑччӗ, вӑл темӗн итленӗ пек, тем пуласса кӗтнӗ пек туйӑнатчӗ; мана тата — ак халех тепӗр секундрах чан ҫапса ярассӑн, хулари ҫынсем пурте шутсӑр хӑраса ӳксе, чупкалама, кӑшкӑрашма тапратса ярасшӑн туйӑнатчӗ.
I. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Старшина Витязь хыҫҫӑн чупрӗ, хӑй кашни секундрах тӑшман ҫине автоматран вут-хӗм тӑкма хатӗр.Он бежал за Витязем, готовый каждую секунду открыть огонь по врагу.
6 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.
Танк экипажӗ, саперсем тата вӗсен командирӗ кӑвайт умӗнче кашни секундрах мина ҫурӑлса каясса кӗтсе ларнипе ывӑнса ҫитнӗ.
Николай Харитонов сапёр // Михаил Рубцов. Полевой Б.Н. Эпир — совет ҫыннисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 338 с. — 270–280 с.
Васкатӑп, алӑсем хытса каяҫҫӗ, мана пур — хулари пур заводсем те чарӑнса тӑмасӑр ӗҫлени ҫинчен, станоксем умӗнче тӑракан ҫӗршер ҫын таҫта ҫеҫенхирте паллӑ мар электрик, вӗсемшӗн тӑрӑшса тата хӑйне кашни секундрах ҫиҫӗм кӗл туса хурассине манса кайса, штангӑпа ӗҫленине тӗшмӗртме те пултарайманни ҫинчен шухӑшлама кӑмӑллӑ.
XXII // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.
Кашни секундрах темиҫе тупӑран персе яни тата бомба ӳксе ҫурӑлни илтӗнсе тӑрать, ку сасӑсем пурте пӗр харӑссӑн, е умлӑ-хыҫлӑнах, ҫине-ҫинех кӗрслетсе илсе хытӑран та хытӑрах сывлӑша кисрентереҫҫӗ.
10 // Василий Алагер, Стихван Шавли. Толстой Л.Н. Севастополь калавӗсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 238 с.
Пӗр сӑмахпа калас-тӑк, вӑл ӗҫлекен фабрика кашни секундрах ҫӗр мӑшӑр ботинка туса кӑларнӑ пек савӑнать.Одним словом, наверно, его фабрика сто пар ботинок в секунду делает.
34 сыпӑк // Василий Хударсем. Осеева В.А. Ваҫҫук Трубачевпа унӑн юлташӗсем. Повесть. 1-мӗш кӗнеке. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 221 с.
Юланутҫӑсем хӑйсем утланнӑ мулсене саламатпа ҫунтарса ҫыран хӗррипеле чуптарчӗҫ те, ҫав секундрах «Дункан» та, винти ҫавӑрӑннӑ май кӑпӑкланнӑ хумсене ывтӑнтарса, океан ҫулӗпе тапранчӗ.
Вуннӑмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
Анчах Жигана «ҫак секундрах» ҫӗр ҫӑтманран-и, е хӑйне айӑпланине халичченхи пек мар хӗрсе хирӗҫленипе-и, Жиган халӗ суймасть тесе шутларӗ Димка.
2 // Михаил Рубцов. Гайдар, Аркадий Петрович. Ман юлташсем: калавсем; вырӑсларан М. Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1953. — 158 с. — 3–53 с.
Вӗҫӗмсӗр ҫапӑҫӑва пула салтаксем пурте халтан кайнӑ, хӑранине пула тискерленнӗ; вӗсем таса мар, салхуллӑ, тар шӑрши, ҫӗр шӑрши тата юнпа тӗрле ҫӗрӗк шӑрши ҫапнӑскерсем, хӑйсен тӗттӗм шӑтӑкӗсенче шукаласа ҫӳреҫҫӗ, хӑйсем мӗн тунине ӑнланмасӑр, хӑнӑхнине пула ҫеҫ темскер аппаланаҫҫӗ, кашни секундрах хӑйсен пуҫӗ тӑрринче кӗрлеме, кӗмсӗртетме пуҫласса кӗтсе, сехӗрленсех таврари шӑплӑха итлеҫҫӗ…
XXI // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.
Юргин хутланса илчӗ, анчах ҫав секундрах тӑнне ҫухатрӗ те пулемета ҫирӗппӗн тытса тӑракан аллисем хушшине пуҫне усрӗ.
XVII // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.
Хуйхӑллӑн йынӑшса, Шошин кӑмака ҫине йӑванса кайрӗ те ҫав секундрах кӗтмен ҫӗртен халь хӑй тума пултаракан пӗртен-пӗр ӗҫе тума шутласа хучӗ.
VI // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.
Ҫав секундрах вӑл чӑрӑш вулли ҫумне пӑчӑртанса ларчӗ.
XXIII // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
Андрей ҫав самантрах чухласа илчӗ: нимӗҫ ӑна асӑрхаман иккен, хӑй ӑҫталла пенине хӑй те пӗлмесӗр перет-мӗн, ҫав секундрах вара, хӑвӑрт сиксе илсе, вӑл ӑна винтовка приклачӗпе туртса ҫапрӗ.
V // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
- 1
- 2