Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

сассисем (тĕпĕ: сасӑ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— «Аллилуя! Аллилуя»! — ҫӗр шӑнкӑрав харӑс янранӑ пек илтӗнсе кайрӗҫ ачасен сассисем.

Куҫарса пулӑш

V // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Тулта ҫын сассисем илтӗнсен, Пазухин часовньӑран тухрӗ те аяккалла пӑрӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

IV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Анчах вӗсен сассисем, халӑхӑн хӑватлӑ шавӗ айне пулса, пӑчланчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

IX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Кӗҫех вара Энӗшкассисенчен инҫех мар пуртӑ сассисем янӑраса кайрӗҫ те, шарт сикнӗ вӗтӗ-шакӑр кайӑксем тӳпенелле пӗлӗт пек вӗҫсе хӑпарчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

V // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Хӗрнӗҫемӗн вӗсен сассисем шавлӑрах янрама пуҫларӗҫ.

Куҫарса пулӑш

III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫав вӑхӑтра кил хушшинче ҫын сассисем илтӗнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Вӗсен ҫуйлӑ сассисем ҫурт-йӗрне упрайманшӑн кил хуҫине ӳпкеленӗн туйӑнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

XXVI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Лаша пуҫне тытса тӑракан тепӗр вӑрӑ-хурахӗнчен ура сассисем тӳп-тӳп-тӳп! туни ҫеҫ илтӗнсе юлчӗ…

Куҫарса пулӑш

X // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Кӗсле каланӑ пек чипер юрлакан тӑри сассисем, пӗтӗм ҫутҫанталӑкӑн илемӗпе хаваслӑхӗ Ҫтаппанӑн канӑҫсӑр шухӑшне сирсе ячӗҫ.

Куҫарса пулӑш

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Сирӗн лашана шыратчӗ! — янӑраса юлчӗҫ ачасен уҫӑ сассисем.

Куҫарса пулӑш

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫав вӑхӑтра лаша мӑйне ҫакнӑ шӑнкӑрав, хӑнкӑрма сассисем, лашасем сиккипе чупни, ачасем янӑрашнисем илтӗнсе кайрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Халӑхра Ишек чиркӗвӗн чан сассисем ҫирӗм-вӑтӑр ҫухрӑма ҫитиех саланаҫҫӗ текен сӑмах та ҫӳрет.

Куҫарса пулӑш

Ҫул — малалла // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Хальхинче тӑруках икӗ хӑрушла сасӑ янӑраса кайрӗ — арҫынпа хӗрарӑм сассисем.

Куҫарса пулӑш

Ҫул ҫинче // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Урамра хӗрарӑмсемпе выльӑх-чӗрлӗх сассисем илтӗнме пуҫласан, Мирун ҫирӗм сурӑх та тӑватӑ сыснине, ӗнипе пӑрушне кӗтӗве хӑвалас ячӗ.

Куҫарса пулӑш

Икӗ ҫӑра // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Чиркӳ тӑрринчен пӗтӗм тавралӑха янӑратса йӗнкӗлтетекен чан сассисем ҫынсене аслӑ ҫӑварни кӗллине йыхӑраҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Чиркӳре // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Тилӗ ҫӗлӗкӗ кӑтӑрса кайрӗ, аллинчи чӗн саламачӗпе ҫӑматтине шаплаттарса, Иван патнелле тепӗр утӑм ярса пусрӗ, анчах ҫак самантра урамра шӑнкӑрав сассисем ҫывхарса килни илтӗнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ӗҫке-ҫикӗ мыскари // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Унта-кунта ҫеҫ, тӑрсан-тӑрсан, йытӑ сассисем илтӗнеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫывӑрмалӑх ӗҫленӗ паян // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Часах унта пищаль сассисем илтӗнсе кайрӗҫ, темиҫе хутчен лаша чуна ҫӳҫентерсе кӗҫенсе илчӗ.

Куҫарса пулӑш

20. Юхӑма хирӗҫ ишме йывӑр // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Пӗр хапхаран стрелецсен ушкӑнӗ кӗпӗрленсе тухрӗ, ҫавӑнтах пищаль сассисем янраса кайрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

2. Мӑрсан хӑлхи питӗрӗннӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Воеводӑсем улӑхпа инҫе каймарӗҫ, сӑртра пуртӑ сассисем янранине илтрӗҫ те лашисене каялла ҫавӑрчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

9. Ашшӗпе ывӑлӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех