Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

сарӑлса (тĕпĕ: сарӑл) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пӑтранчӑк куҫӗсемпе таврана пӑхса ҫаврӑнчӗ, инҫех те мар ватӑ йӑмра сарӑлса ларнине курчӗ.

Куҫарса пулӑш

VII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫуркуннехи тӳлек те ӑшӑ ҫумӑрпа ҫӑвӑннӑ, хӗвел ачашланипе ешернӗ ыраш калчисем симӗс кавир пек сарӑлса выртаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Манӑн калавсенчи ВӐХӐТ тикӗс юхмасть — юхан шыв ҫул-йӗрӗ пек пӗр сарӑлса, пӗр хӗсӗнсе, хӑш чухне вара вӑраххӑн е васкаса пырать.

Куҫарса пулӑш

Утар // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 102–103 с.

Айлӑмлӑрах вырӑнтарахскер тӳремрен пӑхсан тем пысӑкӑш сарӑлса ларать вӑл.

Куҫарса пулӑш

I // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 122–141 с.

Ял йӗри-тавра ҫаранӗ те тем анлӑш сарӑлса выртать, вӑрманӗ те вӗҫӗ-хӗрри курӑнми кашласа ларать.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗпӗрех ҫӗрне шӑварать куҫҫуль… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 106–115 с.

Кунта шӗшкӗ сарӑлса ӳсет, ват юман армак-чармак тураттисене кӑнтарса пӗлӗтелле кармашать.

Куҫарса пулӑш

Кашкӑр парни // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 100–105 с.

Римма пӗрремӗш кун ҫеҫ пулсан та, хӑйне килти пекех туять, пӑх-ха эсӗ ӑна, патша майри пек сарӑлса ларать…

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

— Ҫын хӑпарса тӑрсанах йывӑр япала хунӑ шӑрпӑк курупки пек сарӑлса лапчӑнать вӗт.

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Арапсен мӑсӑльманлӑ тӑрӑхӗсем майӗпен кӑнтӑралла сарӑлса пынӑ.

Постепенно арабские мусульманские поселения продвигались на юг.

Нуби // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%9D%D1% ... 0%B1%D0%B8

— Вӑрман хуҫалӑхӗнчи ӗҫ аталанса, сарӑлса пырать, техника ҫӗнелет.

Куҫарса пулӑш

56 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Дубов пӑчка вулӑ ҫумне тытса пусрӗ, акӑ ӗнтӗ сӑнчӑр кӗрпек сирпӗтет, каснӑ хушӑк куҫ умӗнче тарӑнланса, сарӑлса пырать.

Куҫарса пулӑш

50 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Сасси ун пӗр ҫӗкленет, пӗр лӑпланать, унтан пӗтӗм зал анлӑшне сарӑлса янӑрать:

Куҫарса пулӑш

39 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Чӳречисене хӑмапа ҫапнӑ темиҫе пӳртпе куҫарса каяйман лавкка ҫурчӗ пур та, тата вӑрман хӗрринче, тарасаллӑ ҫӑл умӗнче, Стасик Павловӑн хуҫалӑхӗ сарӑлса ларать.

Куҫарса пулӑш

36 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

«Пуҫаруллӑ бюджетировани практики ытларах та ытларах сарӑлса аталанса вӑй илсе пырать.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Енре ҫичӗ ҫул хушшинче пуҫаруллӑ бюджетировани проекчӗсен шучӗ 10 хут ытла ӳснӗ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/12/11/chav ... ulla-byudz

Малашне кунта курӑнса ҫӳреме сӗнмӗттӗм, — юнарӗ креслӑра сарӑлса ларнӑ майор, ҫулӗпе Подоприхинӑн ывӑлӗ пулма юрӑхлӑскер.

Куҫарса пулӑш

Хӗрарӑм пӑлхавӗ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ял сӑмахӗ сарӑлса пычӗ — Ӗшнере тӑлӑх арӑма, Хуркассинче иккӗшне, Мӑнастиркассинче ватӑ хӗре тӗрмене хупни ҫинчен калаҫрӗҫ ялта.

Куҫарса пулӑш

Хӗрарӑм пӑлхавӗ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Шалта унӑн пӗтӗмпех вӗрерӗ, сарӑлса пычӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӑтӑмлӑхӑн та вӗҫӗ пур // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Вӑл вырӑн ҫинче ӳпне сарӑлса выртать, куҫҫулӗпе шыҫӑнса кайнӑскер, шӑппӑн ахлатать.

Куҫарса пулӑш

Тӑварлӑ каҫ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Кашни историлле эпохӑра вырӑн королевин кульчӗ ӳссе сарӑлса пынӑ.

Куҫарса пулӑш

Канаш параканни // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Пӗлнӗ пулсан — ялти халапҫӑсен калавӗсем Атӑл ҫуркуннесенче ҫыранран тухнӑ пек сарӑлса кайӗччӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Лиля // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех