Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

сарӑлнӑҫемӗн (тĕпĕ: сарӑл) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Эпӗ ҫак ҫурҫӗр енче хамӑн аллӑмпа пӑлхав пуҫласа ярса питӗ тӗрӗс турӑм. Халӗ ӗнтӗ интервенци сарӑлнӑҫемӗн сарӑлса пымалла. Эпир хыҫалтан пырса кӗтӗмӗр…

Я поступил мудро, своими руками создав этот северный мятеж. Теперь интервенция должна развернуться шире. Мы вошли с черного хода…

8 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Юханшыв ҫийӗн инҫете пӑхсан, чи малтанах хура тӑрӑх куратӑн — ку вӑл леш е чи вӑрман, халлӗхе куҫ урӑх нимӗн те палӑртаймасть-ха, унтан пӗлӗт хӗрри ҫуталать, ҫутӑ тӑрӑхӗ сарӑлнӑҫемӗн сарӑлса пырать, халь акӑ юханшыв та, — ун тӑрӑх инҫете пӑхсан, — хура мар, сӑрӑрах тӗслӗн курӑнать; аякра-аякра пӗчӗк хура пӑнчӑсем шӑваҫҫӗ — кусем шаландӑсемпе пӗчӗк кимӗсем, хура вӑрӑм тӑрӑхсем — сулӑсем; хӑш-пӗр чухне кӗсменсем чӗриклетни, ҫынсем кӑшт сӑмахлани илтӗнет — питӗ шӑп чухне сасӑ шыв ҫийӗн аякка каять; майӗпен-майӗпен шыв ҫийӗ кӑтраланни те курӑнакан пулать, ҫакӑн тӑрӑх ку тӗлте шыв юххи вӑйлине, вӑл тунката ҫине ҫапӑннине пӗлетӗн, — шыв ҫийӗ ҫавӑнпа кӑтраланать; унтан юханшыв ҫийӗн тӗтре йӑсӑрланма тытӑнать; хӗвелтухӑҫӗнче пӗлӗт хӗрелет, юханшыва та хӗрлӗ тӗс ҫапать, леш ҫыранра мӗн пурри те йӑлтах курӑнать ӗнтӗ — авӑ, вӑрман хӗрринче пӗчӗк йывӑҫ ҫурт ларать, йывӑҫ складне хураллакан пурӑнать пулас унта, ҫуртне алапаш тукаланӑ, пӗренесем хушшинчи шӑтӑксенчен кушак та кӗме пултарать; кӗҫех лӑпкӑ ҫил тухать, вӑл пит-куҫа уҫӑлтарса вӗрет, вӑрман шӑршипе чечек шӑрши илсе килет, хӑш-пӗр чух япӑх шӑршӑ та килкелет, мӗншӗн тесен ҫыран хӗрринче ҫӗрӗк пулӑ купи выртать, унтан усал шӑршӑ сарӑлать; кӗҫех ҫутӑ кун пуҫланать, тавралӑх йӑлтӑр кулӑпа ҫиҫет тейӗн — хӗвел тухрӗ, кайӑксем юрласа ячӗҫ.

Первое, что видишь, если смотреть вдаль над рекой, — это темная полоса: лес на другой стороне реки, а больше сначала ничего не разберешь; потом светлеет край неба, а там светлая полоска расплывается все шире и шире, и река, если смотреть вдаль, уже не черная, а серая; видишь, как далеко-далеко плывут по ней небольшие черные пятна — это шаланды и всякие другие суда, и длинные черные полосы — это плоты; иногда слышится скрип весел в уключинах или неясный говор, — когда так тихо, звук доносится издалека; мало-помалу становится видна и рябь на воде, и по этой ряби узнаешь, что тут быстрое течение разбивается о корягу, оттого в этом месте и рябит; потом видишь, как клубится туман над водой, краснеет небо на востоке, краснеет река, и можно уже разглядеть далеко-далеко, на том берегу, бревенчатый домик на опушке леса, — должно быть, сторожка при лесном складе, а сколочен домик кое-как, щели такие, что кошка пролезет; потом поднимается мягкий ветерок и веет тебе в лицо прохладой и свежестью и запахом леса и цветов, а иногда и кое-чем похуже, потому что на берегу валяется дохлая рыба, и от нее здорово несет тухлятиной; а вот и светлый день, и всё вокруг словно смеется на солнце, и певчие птицы заливаются вовсю!

Вунтӑххӑрмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.

Шутсӑр пысӑк ҫулӑм сарӑлнӑҫемӗн, сарӑлсах пырать.

Огромное зарево расстилалось все шире и шире.

Ҫутаттӑр // Олимпиада Таллерова. Гайдар, Аркадий Петрович. Ҫутаттӑр: калав; вырӑсларан О.Таллерова куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1971. — 44 с.

Ҫыран хӗррипе борт хушши сарӑлнӑҫемӗн сарӑлать, аялта шыв кӗрлет.

Между бортом и берегом образовалась ширящаяся с каждым мгновением пропасть, в которой бурлила вода.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.

Самантлӑха пӗр тикӗс те хӑвӑрттӑн сиксе чупни илтӗнчӗ, унтан ҫатӑртатни, лӑпкӑ вӑрман тӑрӑх аякран аякка кайса, сарӑлнӑҫемӗн сарӑлса пыракан шав пулса тӑчӗ.

Равномерный, быстрый топот галопа послышался на мгновенье, из треска перешел в гул, все дальше, дальше, шире и шире разносившийся по тихому лесу.

XIX // Иван Васильев, Григорий Краснов-Кӗҫӗнни. Толстой, Лев Николаевич. Казаксем: повесть; вырӑсларан И.С. Васильевпа Г.И. Краснов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 3–136 с.

Хӗвелтухӑҫ енче ҫӑлтӑрсем, сарӑлнӑҫемӗн сайралса пыраҫҫӗ, вӗсем вӑйлӑлансах пыракан ҫутӑра ирӗлсе пынӑн туйӑнаҫҫӗ.

На востоке звезды становились реже и, казалось, расплывались в усиливавшемся свете.

XV // Иван Васильев, Григорий Краснов-Кӗҫӗнни. Толстой, Лев Николаевич. Казаксем: повесть; вырӑсларан И.С. Васильевпа Г.И. Краснов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 3–136 с.

Азири пек, халат ҫаннисем пӳрнесенчен хулпуҫҫи патнелле сарӑлнӑҫемӗн сарӑлса хӑпараҫҫӗ.

Рукава, по неизменной азиатской моде, шли от пальцев к плечу все шире и шире.

I сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Пирӗн умра тем ҫӳлӗш хура стена ҫинче вутла хушӑк палӑрма тапратрӗ, вӑл сарӑлнӑҫемӗн сарӑлса пычӗ, — чӗмсӗр хапха уҫӑлчӗ.

Потом впереди нас в высокой черной стене образовалась огненная расселина, она ширилась, открывались огромные молчаливые ворота.

16 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

20. Ҫӳлхуҫа сӑмахӗ ҫав тери хӑватлӑланса, сарӑлнӑҫемӗн сарӑлса, вӑй илсе пынӑ.

20. С такою силою возрастало и возмогало слово Господне.

Ап ӗҫс 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

24. Турӑ сӑмахӗ сарӑлнӑҫемӗн сарӑлсах пынӑ.

24. Слово же Божие росло и распространялось.

Ап ӗҫс 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

15. Ҫавах Ун ҫинчен чап сарӑлнӑҫемӗн сарӑлнӑ; Вӑл вӗрентнине итлемешкӗн, чирӗсенчен сывалмашкӑн Ун патне темӗн чухлӗ халӑх ҫӳренӗ.

15. Но тем более распространялась молва о Нем, и великое множество народа стекалось к Нему слушать и врачеваться у Него от болезней своих.

Лк 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех