Шырав
Шырав ĕçĕ:
Вӑл сан умӑнтан Хӑйӗн Ангелне ярӗ, эсӗ манӑн [Исаак] ывӑлӑм валли ҫавӑнтан арӑм илӗн; 8. хӗрарӑмӗ [ҫак ҫӗре] санпа пӗрле килесшӗн мар пулсассӑн, эсӗ ҫак эпӗ тупа тутарса каланӑ сӑмахран хӑтӑлӑн; анчах манӑн ывӑлӑма унта илсе ан кай, тенӗ.
Пулт 24 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Турӑ унпа калаҫса ӑна тата каланӑ: 4. Манӑн санпа хывас халалӑм — Эпӗ Хам: эсӗ тӗрлӗ халӑхсен ашшӗ пулӑн; 5. ӳлӗмрен сана Аврам тесе чӗнмӗҫ, санӑн яту Авраам пулӗ, мӗншӗн тесессӗн Эпӗ сана тӗрлӗ халӑхсен ашшӗ тӑвӑп; 6. сана питех те, питех те ӗрчетсе ярӑп, санран халӑхсем пулса кайӗҫ, санран патшасем тухӗҫ; 7. санпа Хам хушшӑма, сан хыҫҫӑн килес ӑрӑвусем хушшине Эпӗ йӑхран йӑха пыракан халалӑма хывӑп, Эпӗ санӑн Турру пулассине, сан хыҫҫӑн килес ӑрӑвусен Турри пулассине ҫирӗплетсе ӗмӗрлӗх халал хывӑп; 8. сана тата сан хыҫҫӑн килес ӑрӑвусене ҫак хӑв ҫӳрекен ҫӗре, пӗтӗм Ханаан ҫӗрне, ӗмӗрлӗхе еткерлӗхе парӑп; вӗсенӗн Турри пулӑп, тенӗ.
Пулт 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Аврам тӑхӑрвун тӑхӑр ҫула ҫитсессӗн, ӑна Ҫӳлхуҫа курӑннӑ, ӑна каланӑ: Эпӗ — Пурне те Пултаракан Турӑ; Манӑн умӑмра ҫӳре, айӑпсӑр пул; 2. Эпӗ санпа Хам хушшӑма Хамӑн халалӑма хыватӑп, сана питех те, питех те ӗрчетсе ярӑп, тенӗ.
Пулт 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Аврам Лота каланӑ: санпа манӑн хушшӑмӑрта, санӑн кӗтӳҫӳсемпе манӑн кӗтӳҫӗсем хушшинче хирӗҫӳ ан пултӑр: эпир — тӑвансем; 9. пӗтӗм ҫӗр санӑн умӑнта мар-и вара? уйӑрӑл манран: эсӗ сулахаялла кайсассӑн, эпӗ сылтӑмалла кайӑп; эсӗ сылтӑмалла кайсассӑн, эпӗ сулахаялла кайӑп, тенӗ.
Пулт 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Вара [Ҫӳлхуҫа] Турӑ Ноя каланӑ: 16. эсӗ хӑв та тух, санӑн арӑму та, ывӑлусем те, ывӑлусен арӑмӗсем те санпа пӗрле карап ӑшӗнчен тухчӑр; 17. хӑвӑнпа пӗрле пулнӑ пур чӗрчуна та — вӗҫен кайӑксене, выльӑх-чӗрлӗхе, ҫӗр ҫийӗн шуса ҫӳрекен пур ҫӗлен-калтана — хӑвӑнпа пӗрле илсе тух; вӗсем ҫӗр тӑрӑх саланччӑр, ҫӗр ҫинче ӗрчеччӗр, хунаса пыччӑр, тенӗ.
Пулт 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Санпа пӗрле чӗрӗ юлмашкӑн сан патна вӗҫен кайӑксен кашни ӑрӑвӗнчен, выльӑх-чӗрлӗхсен кашни ӑрӑвӗнчен, ҫӗр ҫийӗн шуса ҫӳрекенсен кашни ӑрӑвӗнчен аҫаллӑ-амаллӑ пӗрер мӑшӑр кӗччӗр.
Пулт 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Ҫавӑн пекех карап ҫине тата [пӗтӗм выльӑх-чӗрлӗхе, пӗтӗм ҫӗлен-калтана тата] пӗтӗм чӗрчуна пӗрер мӑшӑр илсе кӗр, вӗсем санпа пӗрле чӗрӗ юлччӑр; вӗсем аҫаллӑ-амаллӑ пулччӑр.
Пулт 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Анчах Эпӗ санпала халал хывӑп: эсӗ ху та, санӑн ывӑлусем те, арӑму та, ывӑлусен арӑмӗсем те санпа пӗрле карап ӑшне кӗрӗҫ.
Пулт 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
— «Апи палӑкӗ ҫине мӗнле сӑмахсем ҫырмалла-ши?» — ҫапла ыйтса шӑнкӑравланӑ хыҫҫӑн санпа пӗрле питӗ кулянтӑм.
«Иринӑна хисеплесе сӑнарсем калӑплатӑп» // Альбина ЮРАТУ. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.03.17, 10 (6103) №
Юлашки сывлӑшне кӑларас умӗн Ирина Андрея ыталарӗ те: «Ан кулян, эпӗ яланах санпа юнашар пулӑп, леш тӗнчерен пулӑшса пырӑп», — терӗ.
«Иринӑна хисеплесе сӑнарсем калӑплатӑп» // Альбина ЮРАТУ. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.03.17, 10 (6103) №
Галинӑпа Валерий Ванюркинсем, Сергей Просвирнов, Мария Илларионова, Павел Иванов, «Дарите женщинам цветы», «Эп телейлӗ санпа юнашар», «Пулӑпӑр-ха пӗрле», «Ах, судьба», «Любовь не слово» юрӑсемпе сцена ҫине тухрӗҫ.
Ална пар, хаваслӑ Ҫуркунне! // А.ЕФРЕМОВА. «Каҫал Ен», 2016, пуш, 11