Шырав
Шырав ĕçĕ:
Вӑл урисемпе темле япалана таптаса лапчӑтни, ванчӑк савӑтсемпе инструментсене тарӑхса ывӑтни илтӗнсе кайрӗ.Слышно было, как он топал ногами, как звенели разбитые склянки и инструменты, которыми он швырялся.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.
Будкӑра химикалисем тултарнӑ тӗрлӗрен савӑтсемпе инструментсем, темле ӑнланмалла мар калӑпсемпе формӑсем темӗн чухлех сапаланса выртаҫҫӗ.
Иккӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.
Лӑпкӑ, ӗҫлӗ кӑмӑлпа кунӗпех уни-кунипе аппаланчӗ; хӑна пӳлӗмӗнчи чӳрече каррине улӑштарма, унта-кунта сӗтел-пукана куҫарса лартма хушрӗ; апатланмӑшпа вырӑн таврашне тӗрӗслерӗ; кӗлете-чӑлана кӗре-кӗре пӑхрӗ, унта, кирлӗ мар ҫӗртенех, хӑй сӑнаса тӑнӑ май мӗн пур ешчӗке, савӑтсемпе михӗсене кӑларттарчӗ, урайпа стенасене тишкерчӗ, шӑши хушӑкӗсене питӗрттерчӗ.
XIII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.
Кӗтесре пианино; туалет сӗтелӗ тӗлӗнче икӗ кресло, сӗтел ҫинче савӑтсемпе альбомсем сапаланса выртаҫҫӗ; стенасем тӑрӑх варкӑшсемпе пусма таткисем ҫакса тухнӑ; темиҫе варкӑш кавирлӗ диван ҫинче.
XI сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.
Ҫак моряксем темӗн те пӗлеҫҫӗ — ишсе ҫӳрекен кӗленче савӑтсемпе ҫӗрле тӗл пулакан пӑр тӑвӗсем ҫинчен, экипаж пӑлхавӗпе тӗлӗнтерекен-аптӑратакан тӑвӑл пирки…
XX сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.
Ыттисеннипе танлаштарсан Гораций манӑн савӑтсемпе тӗплӗнрех ӗҫлекелет, хӑнасемпе мӗнле тытмаллине кӑтартасшӑн ахӑр.
X сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.
Ун умӗнчи сентресем ҫине апат-ҫимӗҫ тултарнӑ савӑтсемпе хутаҫсене тирпейлӗн, йӗркипе лартса тухнӑ.На полках перед ним расставлены были в строгом порядке банки и мешочки с припасами.
II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 15–21 с.
Ун умне ҫавӑнтах сӗтел тухса тӑрать, сӗтел ҫинче темле тутлӑ ҫимӗҫ те пур: ылтӑн та кӗмӗл савӑтсемпе тутлӑ та пылак апат-ҫимӗҫ, ҫитмӗл те ҫичӗ тинӗс урлӑ илсе килнӗ эрех-сӑра, сим-пыл — туллиех.
Кӗрен чечек // Владимир Ухли. Аксаков С.Т. Кӗрен чечек: юмах. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 34 с. — 5–34 с.
20. Пысӑк ҫуртра ылтӑн савӑтсемпе кӗмӗл савӑтсем ҫеҫ пулмаҫҫӗ, йывӑҫ савӑтсемпе тӑм савӑтсем те пулаҫҫӗ; хӑшне чаплӑ ҫӗрте тыткалаҫҫӗ, хӑшне ӑҫта килчӗ унта тыткалаҫҫӗ.
2 Тим 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
58. Ӑна ылтӑн савӑтсемпе ылтӑн кил-тӗрӗш ярса панӑ, ылтӑн савӑтран ӗҫме, хӗрхӗлтӗм тум тӑхӑнма тата ылтӑн тӑха ҫакса ҫӳреме ирӗк панӑ, 59. унӑн Симон пиччӗшне Тир хулипе Египет чикки хушшинчи ҫӗрӗн ҫарпуҫӗ туса хунӑ.
1 Мак 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Ҫавах та кунашкал ҫын, тӑмран ҫӗмӗрӗлес савӑтсемпе кӗлеткесем туса, хӑй ҫылӑха кӗнине пуринчен те лайӑхрах пӗлет.
Ӑсл 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Ӗҫмеллине ылтӑн савӑтсемпе, вӑтӑр пин талант тӑракан тӗрлӗ савӑтсемпе панӑ; патши пуян пулнӑран патша эрехӗ те тем-тем тӗрлӗ пулнӑ.
Эсф 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Пасха путекне, йӗрке хушнӑ пек, вут-ҫулӑм ҫинче пӗҫернӗ, парнесене пӑхӑр савӑтсемпе хурансенче ырӑ шӑршӑллӑ курӑксем ярса пӗҫернӗ те пӗтӗм халӑха валеҫсе панӑ.
2 Езд 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
24. Ҫапла вӗсем ӑна ҫулсеренех, кашнийӗ хӑй енчен, кӗмӗл савӑтсемпе ылтӑн савӑтсем, тумтирпе кӑрал, ырӑ шӑршӑлӑх, урхамахсемпе ашакла лашасем парнеле-парнеле панӑ.
2 Ҫулс 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Давид вара Соломона, хӑйӗн ывӑлне, Турӑ Ҫурчӗн ӗлкине, ун пӑлтӑрӗн ӗлкине, хуралчӗсен, пӳлӗмӗсен, кӗлечӗсен, ҫӳлти пӳлӗмсемпе шалти пӳлӗмсен, саккун арчи пӳлӗмӗн ӗлкисене панӑ, 12. чӗринче шухӑшласа хунӑ ӗлкесене, Ҫӳлхуҫа Ҫурчӗн картишӗсен ӗлкине, Ҫӳлхуҫа Ҫурчӗ тавра вырӑнаҫнӑ пӳлӗмсен, Турӑ Ҫурчӗн мул управӑшӗсен, Ун ячӗпе кӳнӗ япаласен управӑшӗсен ӗлкине, 13. священниксемпе левитсен пӳлӗмӗсен, Ҫӳлхуҫа Ҫуртӗнчи тӗрлӗ ӗҫ тумалли пӳлӗмсен ӗлкине, Ҫӳлхуҫа Ҫуртӗнчи савӑтсен, 14. Турра ӗҫлесе тӑнӑ чухне тыткаламалли ылтӑн савӑтсемпе кӗмӗл савӑтсен ӗлкине панӑ, вӗсене тума кашни савӑчӗ валли мӗн чухлӗ ылтӑн-кӗмӗл кирлине каласа панӑ.
1 Ҫулс 28 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
25. Ҫапла вӗсем ӑна ҫулсеренех, кашнийӗ хӑй енчен, кӗмӗл савӑтсемпе ылтӑн савӑтсем, тумтирпе кӑрал, ырӑ шӑршӑлӑх, урхамахсемпе ашакла лашасем парнеле-парнеле панӑ.
3 Пат 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
- 1