Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

савӑнӑҫпа (тĕпĕ: савӑнӑҫ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Анчах та ҫав кунсем ҫынсене савӑнӑҫпа хаваслӑх ҫеҫ илсе килччӗр тесе тӑрӑшмалла.

Куҫарса пулӑш

Тӗрлӗ ыйту пӑхса тухнӑ, агролаборатори уҫнӑ // Юрий Гаврилов. http://kasalen.ru/2023/12/22/%d1%82%d3%9 ... %be%d1%80/

— Хӗрсем те савӑнӑҫпа ҫӳреҫҫӗ, ав, мӗн чухлӗ кучченеҫ хатӗрленӗ! — пысӑк михӗ енне пуҫне сулчӗ Ҫимун.

Куҫарса пулӑш

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Малтан иккӗленерех тӑнӑ Ҫимун, чӳлмеке курсан, сасӑпах кулса ячӗ, сӑн-пичӗ савӑнӑҫпа ҫуталса кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫул курки пушанса тӑмарӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Яштака кӗлеткеллӗ, кӑвак куҫӗсем савӑнӑҫпа ҫиҫсе тӑраҫҫӗ, кӗске кастарнӑ ҫӳҫне пӗр еннелле чалӑшшӑн вырттарса туранӑ.

Куҫарса пулӑш

Ҫул курки пушанса тӑмарӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Савӑнӑҫпа хурлӑх пӗрлешсе кайрӗҫ те, ача пек макӑрса ячӗ ашшӗ, унӑн сарлака хулпуҫҫийӗ вӑрахчен чӗтресе тӑчӗ:

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Хӗсӗкрех хура куҫӗсем вӑрттӑн савӑнӑҫпа йӑлтӑртатрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Чӗри савӑнӑҫпа варкӑшрӗ, куҫӗсенчен куҫҫуль юхса анчӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Пӳлӗме ҫӗнӗ кӗпе тӑхӑнса тирпейленнӗ те ҫамрӑкланнӑ, савӑнӑҫпа ҫуталса тӑракан пит-куҫлӑ Матӗрне вӗҫтерсе кӗчӗ.

Куҫарса пулӑш

XXVIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Чухӑн валли ҫуркунне савӑнӑҫпа пӗрлех выҫлӑх, ыйткалакан хутаҫне илсе килет.

Куҫарса пулӑш

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Савӑнӑҫпа тулнӑ икӗ эрне пӗр самант пек иртсе кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗррехинче Приютово станцире // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 126–140 с.

Василий Захаровичӑн нумай пулмасть ҫеҫ савӑнӑҫпа ҫиҫсе пыракан пит-куҫӗ тӗксӗмленме тытӑнсан, Вӗҫелис ӑна хӗрхенсе пӑрахрӗ.

Куҫарса пулӑш

Шӑнкӑр-шӑнкӑр ҫӑлкуҫ… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 55–68 с.

Ванюшпа иккӗшӗ вӗресе тӑракан савӑнӑҫпа пӗрремӗш ачана кӗтнине аса илчӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӑтӑмлӑхӑн та вӗҫӗ пур // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Пыллӑ сӑра ӗҫсе самаях хӗрнӗ халӑх Ӑрамана кӗтсе илнӗ савӑнӑҫпа пӗр самантлӑха туй-ҫуй ҫинчен те манса каять.

Куҫарса пулӑш

Шӑркалчӑсем // Геннадий Эсекел. Эсекел-Никифоров, Геннадий Леонтьевич. Вӗҫекен пан улмисем: халапсем, юмахсем, калавсем: [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2019. — 60 с. — 36–45 с.

Вара вӑл сирӗншӗн кашниншӗн савӑнӑҫпа телей ҫӑлкуҫӗ пек тапса тӑрӗ.

Куҫарса пулӑш

Хаклӑ йӑхташӑмӑрсене чӗнсе калани // Анатолий Кипеч. https://chuvash.org/news/36682.html

Челюскинецсене тата вӗсене ҫӑлса кӑларнӑ герой-летчиксене пӗтӗм ҫӗршыв питӗ пысӑк савӑнӑҫпа кӗтсе илчӗ.

С радостью и гордостью встречает челюскинцев и их спасителей летчиков-героев вся страна.

«Челюскин» похочӗ // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Суя чапҫӑ пысӑк савӑнӑҫпа ӑна шлепкине хыва-хыва хуравларӗ.

А честолюбец опять стал раскланиваться, снимая шляпу.

XI // Юрий Артемьев. Сент-Экзюпери Антуан де. Пӗчӗкҫеҫ принц: аллегориллӗ повесть-юмах. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 64 с.

Манӑн планета ҫинче талккишпех чечекӗн ырӑ шӑрши сарӑлчӗ, эпӗ вара ҫав савӑнӑҫпа туллин киленме ӑс ҫитереймерӗм.

Мой цветок напоил благоуханием всю мою планету, а я не умел ему радоваться.

VIII // Юрий Артемьев. Сент-Экзюпери Антуан де. Пӗчӗкҫеҫ принц: аллегориллӗ повесть-юмах. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 64 с.

Вӑл хӑйӗн чӗри кӗтмен ҫӗртен савӑнӑҫпа тулнине сисрӗ.

Куҫарса пулӑш

Кунтан — ҫӑлтӑрсем патне! // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Ҫакӑнти хӗрсем колхозшӑн, тӑван фермӑшӑн ҫунса пӗр-пӗринпе хӗрсех тавлашни, пӗр-пӗрин кӑлтӑк-сӑкӑлтӑкне туртса кӑларни халиччен чылайранпа курман, туйман савӑнӑҫпа савӑнтарчӗ ӑна.

Куҫарса пулӑш

VII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Ачасем экскурсирен лайӑх эмоцисем нумай илнӗ, савӑнӑҫпа мухтану те питӗ нумай пулнӑ.

Дети получили много положительных эмоций от экскурсии, было очень много радости и восторга.

Пушар чаҫӗн сотрудникӗсем ачасене кӑмӑллӑ кӗтсе илнӗ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/obshchestvo/ ... ln-3371822

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех