Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ҫакӑ вӗсен пӗтӗмпех хӑй тӗллӗн пулса пырать, мӗншӗн тесен вӗсен умӗнче хӑйсен герой-командирӗн ҫураҫнӑ хӗрӗ тӑрать, кунсӑр пуҫне вӑл чунтан парӑннӑ хӗр ята тивӗҫлӗ, вӑл хӑйӗн тӳрӗлӗхӗпе хӗр тасалӑхне упранипе те вӗсен ротин чысӗпе тивӗҫлӗ мухтавне ыттисен куҫӗ умӗнче ҫӳлте тытма пулӑшать.
V // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.
Миномет ротин старшини Вася Багиров пек ҫынсемшӗн вӑрҫӑ тахҫанах хӑнӑхса ҫитнӗ ӗҫ пулса тӑрать.
IV // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.
Брянский Воронцовшӑн миномет ротин командирӗ кӑна пулман.Брянский был для Воронцова не только командир одной из минометных рот.
XXII // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.
Эпӗ сӗннӗ пек тусан, полкӑн виҫӗ миномет ротин вучӗ, тем тесен те, тӑшман траншейне хупласа хурать, тӑшмана пуҫ ҫӗклеме те памасть.
XIV // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.
Миномет ротин командирӗ хаҫата айккинелле хурать те ҫухине тӳмелет.Командир минометной роты откладывает газету в сторону и застегивает воротник.
IV // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.
Акӑ ӗнтӗ юлашки траншея, акӑ ӗнтӗ хӑйӗн ротин ӗлӗкхи командирне палласа илнӗ П. полкри салтак сасси, акӑ ӗнтӗ 3-мӗш батальон, хӳме ҫумне йӑпшӑнса, тӗттӗмре тӑрать вӑл, самантлӑха ӑна тупӑсенчен пӗрхӗнсе тухан вут ҫути ҫутатса илет, сыхланарах калаҫнисем, пӑшалсемпе шаклаттарнисем илтӗнеҫҫӗ.
15 // Василий Алагер, Стихван Шавли. Толстой Л.Н. Севастополь калавӗсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 238 с.
Пулемет роти иксӗмӗр хушӑра уйӑрӑлать, пулемет ротин командирӗ пулнӑ Тойво Антикайнен пӗтӗм отрядӑн командирӗ пулса тӑрать, унӑн помощникӗ Чаки — штаб начальникӗ пулать.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Фиш Г.С. Кимас-кӳлли ялӗ парӑнни: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 140 с.
Ӗлӗкрех ман атте шуррисемпе ҫапӑҫнӑ, темиҫе хутчен аманнӑ, тыткӑнтан тарнӑ, унтан, саперсен ротин командирӗ пулса, запаса тухнӑ.
Параппанҫӑ кун-ҫулӗ // Леонид Агаков. Гайдар, Аркадий Петрович. Параппанҫӑ кун-ҫулӗ: повесть; вырӑсларан Л.Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1957. — 132 с.
Ревком ҫывӑхӗнче хурал ротин юлашкисем стройпа йӗркеленсе тӑчӗҫ.
XXVII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Площадь тӑрӑх хурал ротин салтакӗсем чупкаласа ҫӳреҫҫӗ.
XXVII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Кӗрлесе тӑракан ҫуртран чупса тухсан (унта алӑксем шалтлатса уҫӑлса хупӑнаҫҫӗ, кашни пӳлӗмрех тата коридорта кӑшкӑрашнисем илтӗнеҫҫӗ), Матвей Юргин батальон йышӑнса тӑракан рубежӑн тӗрлӗ участокӗсенче уйрӑммӑнах хӑй ротин участокӗнче пӑшалсем тата пулеметсем пенипе кӗрлесе тӑнине илтрӗ.
XVII // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.
Хӑйӗн сӑнамалли пунктӗнче, тахҫантанпах ҫын пулса курман чиркӳре вӑл Шаракшанэ рапортне итлерӗ, батальон командирӗсемпе, Журавскипе тата Головкопа, артиллери начальникӗпе, ҫыхӑну ротин командирӗпе, танк бригадипе танксене хирӗҫ перекен тупӑсен дивизионӗн представителӗсемпе телефон тӑрӑх калаҫрӗ.
XII // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.
Шаракшанэпе ытти командирсем ҫынсене сиркелесе йывӑр танк ротин командирӗ пурӑнакан шавлӑ ҫурта кӗме пуҫларӗҫ, салтаксем вара хӑюсӑрланса крыльца патӗнче тӑрса юлчӗҫ.
V // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.
Озеров капитан Яхно комиссара Сухая Полянӑран тухса кайма хатӗрленес тӗлӗшпе мӗнпур кирлӗ ӗҫсене тума каларӗ, хӑй вара тыткӑна илнӗ нимӗҫ ротин командирне тӗпчеме кайрӗ.
VI // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
Нимӗҫ ротин командирӗ Сухая Полянӑра вырӑссен пӗчӗк пайӗ кӑна вырнаҫнӑ иккенне, ыттисем пурте ял икӗ енӗпе, вӑрман хӳтлӗхне вырнаҫнине пӗлмен.
VI // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
— Тинӗс пехота ротин аслӑ сержанчӗ Сосюра Степан…
Улттӑмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Пӑтранчӑкрах ҫутӑ тӳп-тӳррӗн ҫав ҫын пичӗ ҫине ӳкетчӗ, Ромашов вара хӑй ҫурма ротин сулахай флангри салтакне — Хлебникова — палласа илчӗ.
XVI // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
Хӑйсен ротин палаткисем хыҫӗсемпе, офицерсен линийӗпе иртсе пынӑ чух такамӑн хытах мар, анчах ҫилӗллӗн тарӑхса кӑшкӑракан сасси илтӗнсе кайрӗ ӑна.
XV // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
Пӗрремӗш ротӑран ыйтнӑ чух Ромашов хӑйсен ротин фельдфебелӗ, Рында, хӑратса хунине илтсеччӗ: — Кам та пулин пӗлтер кӑна мана акӑ кӳренӳ пирки! Эпӗ ӑна кайран ҫав кӳренӗве пит лайӑх пӗлтерӗп! — терӗ вӑл чашкӑракан сасӑпа хыҫра.
XV // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
Ромашов ӑна, унӑн пусӑрӑнчӑк, ансӑр та вӑрӑм ҫурӑмне, хыҫӗнчен пӑхса юлчӗ, вара хӑй чӗринче сасартӑках, паҫӑр кӑна пулса иртнӗ кӳренӳ йӳҫӗлӗхӗпе халӑх умӗнче курнӑ мӑшкӑл витӗр, ҫак пӗр-пӗччен, кутӑрланса-тӳрккесленсе кайнӑ, никам юратман ҫынна шеллес килни йӑшӑлтатма пуҫланине туйса илчӗ: кӑмӑл туртаканни тӗнчере мӗнпурӗ те ик япала ҫех юлнӑ-ҫке-ха унӑн — хӑй ротин строй илемлӗхӗ те каҫсенче кулленех лӑпкӑ вӑрттӑнлӑхра пытанса ӗҫке ярасси, — «минтер патне ҫити» теҫҫӗ унашкалне полкри вӑхӑтӑн-вӑхӑтӑн уҫҫи-хуппине пӗлмесӗр эрех лакакан ватӑ бурбансем.
I // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.