Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ретре (тĕпĕ: рет) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хыҫалти ретре ларакан Овдачи доярка чалт сиксе тӑрать те пӑван пек ҫыпҫӑнма, ҫулӑхма тытӑнать:

Куҫарса пулӑш

Актсӑрах // Петр Речкин. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 31–33 с.

Ула Тимӗр, пулас пӗрремӗш класс ачи, сулахай ушкӑнри малти ретре, тантӑшӗсем пекех, хӑйӗн тин ҫеҫ ҫеҫке ҫурнӑ пурнӑҫӗнчи ҫӗнӗ, палламан пулӑма тӗшмӗртӳллӗн, алчӑравлӑн пӑхса тӑрать.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ҫавна май паян пирӗн малти ретре ҫапӑҫакан ҫар ҫыннисене май килнӗ таран пулӑшмалла, вӗсен ҫемйисене ытларах тимлӗх уйӑрма, пулӑшу кӳме тӑрӑшмалла.

И сегодня мы обязаны оказать всю возможную поддержку нашим бойцам на передовой, окружить заботой и вниманием их семьи.

Олег Николаев Тӑван ҫӗршыв хӳтӗлевҫин кунӗпе саламлани // Олег Николаев. https://glava.cap.ru/news/2023/02/21/ole ... tnika-otec

Фретич Доруцӑпа пӗр ретре утса иртрӗ.

Фретич шагал в одной шеренге с Доруцей.

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Кунта килӗр! — кӑшкӑрса чӗнчӗ вӗсене малти ретре пыракан Виктор.

Идите сюда! — закричал им Виктор, шагавший в первых рядах.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Чи малти ретре Ивановпа Шупуҫҫынни.

Куҫарса пулӑш

VIII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Алӑк патӗнче чухӑнсем вырнаҫнӑ, варринерех — вӑтам пурӑнакансем, чи малти ретре таврари ятлӑ-сумлӑ ҫӗрме пуянсем тӑраҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

I // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Ман кӑмӑлпа халӗ кунта мар, ҫапӑҫу кӗрленӗ ҫӗрте, малти ретре пулмалла!

Куҫарса пулӑш

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Пахча ҫимӗҫ лартнӑ еннелле, иккӗмӗш ретре, паланпа пилеш йывӑҫҫисем.

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Малти ретре тӑракан Пиш ҫыннисем, упана курса хӑранӑ пек, каялла тӗр! чакрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

V // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Малти ретре лараканнисем ҫийӗнчех ура ҫине сике-сике тӑчӗҫ, ункӑ варрине чупса тухрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Акатуй // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Кунта чи малти ретре Шупашкар воеводи Ковров тӑрать, Чулхуларан килнӗ воеводӑсемпе думнӑй ҫынсем, стрелецкий головасем те йышлӑ.

Куҫарса пулӑш

11. Тата тепӗр тупа // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Малти ретре ларакан Табай князь ура ҫине тӑрать, пурне те чыслӑн пуҫ таять те хулӑн сассипе каласа хурать:

Куҫарса пулӑш

5. Кавар // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

(«Хыҫалти ретре» тенӗрен, Сергеев-Турхан пӗлнӗ, туйнӑ литературӑри хӑйӗн вырӑнне).

Куҫарса пулӑш

«Ӑҫта эс, тинӗс» калав историйӗ // Хӗветӗр Уяр. https://chuvash.org/blogs/comments/6056.html

Вӑл хыҫалти ретре ларакан Куҫма Турхан ыйтӑвӗнчен паллӑ пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

«Ӑҫта эс, тинӗс» калав историйӗ // Хӗветӗр Уяр. https://chuvash.org/blogs/comments/6056.html

Театрта пушӑ вырӑн ҫук, Эльгеев арӑмӗ Даниловпа пӗрле тӑваттӑмӗш ретре ларать.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Вырӑс хӗрарӑмӗ малти ретре ларакансенчен иккӗшне сцена ҫине чӗнчӗ.

Куҫарса пулӑш

4 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Ак ӗнтӗ ик ҫамрӑк мӑшӑр чи малти ретре.

Куҫарса пулӑш

4 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Сцена ҫине тухсанах Эльгеев малти ретре ларакан Адольф Амигӑна асӑрхарӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Сасартӑк хыҫалти ретре Евӑпа Саша ларнине асӑрхарӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех