Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

республикӑпа (тĕпĕ: республика) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Республикӑпа ҫӗршыв пуҫлӑхӗсем ял хуҫалӑхне ҫӗклес, унта пурӑнакансен хисепне ӳстерес тӗлӗшпе нумай енлӗ меслетсем шыраҫҫӗ, йышӑнусем кӑлараҫҫӗ.

Главы республики и страны с целью поднятия сельского хозяйства, для увеличения численности местных жителей ищут многосторонние методы, принимают решения.

Асаилӳ чуна ҫӗклет // Вениамин ИВАНОВ. http://putpobedy.ru/publikatsii/2750-asa ... chuna-klet

Хамӑрӑн пуласлӑха, чи курӑмлӑ тӗллевсене тӑван республикӑпа тата аслӑ Раҫҫейпе ҫыхӑнтарма пулнине тата ҫыхӑнтарма кирлине ҫирӗплетсе памалла.

Необходимо доказать, что свое будущее, самые большие амбиции можно и нужно связывать с родной республикой и великой Россией.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев Патшалӑх Канашне янӑ Ҫыру (2019) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/chuv/hierarhy.aspx?gui ... 17b202c0e3

Тутарстанӑн халь «ҫӗнӗ сӑн-сӑпачӗ» пур, ку вӑл пӗтӗм тӗнчене республикӑпа паллаштаракан бренд, е урӑхларах каласан - пичет.

У республики появилось «новое лицо» - бренд, печать если хотите, которая сделает республику узнаваемой по всему миру.

Шаймиев - Тутарстан бренчӗ пирки: Юланутҫӑ ҫӗр ҫинче шуса ҫӳреймест! // Хыпар. «Хыпар», 2015.03.11, 40-41№

2013 ҫултан пуҫласа халичченхи саккассене контрактсенче пӑхнӑ вӑхӑтра пурнӑҫламан пирки республикӑпа муниципалитетсем предприяти-организацирен нумай миллион тенкӗ парӑма шыраттараҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ура хуракансем тупӑнсах тӑраҫҫӗ // Юрий МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016.08.02, 120№

ЧПУ ректорӗ Андрей Александров ӗнерхи студентсем хӑйсен малашнехи пурнӑҫне тӑван республикӑпа ҫыхӑнтарасса шаннине палӑртрӗ.

Куҫарса пулӑш

Чи лайӑххисем // Валентина БАГАДЕРОВА. «Хыпар», 2016.07.08, 106-107№

Бизнес аталанӑвӗ валли те майсем анлӑ: «Хӑшпӗр регионта компанисен ертӳҫисем мӗнпур банка ҫитеҫҫӗ, анчах финанс лару-тӑрӑвӗ вӗсене кредитсем илме май памасть. Сирӗн патра лару-тӑру апла мар. Сирӗнпе курнӑҫиччен бизнес представителӗсемпе тӗл пулма ӗлкӗртӗм. Вӗсем влаҫ, республика ертӳҫисен енчен пулӑшу, тӗрев пуррине палӑртаҫҫӗ. Ҫавӑнпа та Чӑваш Енри лару-тӑрӑва эпир позитивлӑ хаклатпӑр — республикӑпа, хулапа ӗҫлеме хатӗр».

Куҫарса пулӑш

ВТБ Чӑваш Енпе ӗҫлессине анлӑлатма хатӗр // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2016.05.20, 77-77№

Шанатӑп: «Фуджикура» компани завочӗ – пирӗн республикӑпа Япони хушшинчи тухӑҫлӑ ҫыхӑнӑвӑн пуҫламӑшӗ кӑна.

Уверен, что завод компании «Фуджикура» – это только начало плодотворного сотрудничества нашей республики с Японией.

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2016 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=2169792

2013-2015 ҫулсенче вӗсене инфратытӑмлама республикӑпа муниципалитет хыснисенчен 33,4 миллион тенкӗ куҫарнӑ.

Куҫарса пулӑш

Чылайӑшӗ никӗс те яман // Юрий МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016.05.05, 67-68№

Муниципалитетсене аталантарасси, вырӑнти хӑйтытӑмлӑх ҫинчен калакан законодательствӑна ҫӗнетсе лайӑхлатасси яланах республикӑпа Чӑваш Ен парламенчӗн ертӳлӗхӗн контролӗнче тӑрать.

Куҫарса пулӑш

Николай Малов: «Вырӑнти влаҫ — ҫынсемшӗн чи ҫывӑххи» // Ял ӗҫченӗ. «Ял ӗҫченӗ», 2016.04.22

Ҫапах республикӑпа илсен шкул ачисен шучӗ малашне ҫулсеренех 5 пин ҫын чухлӗ ӳссе пымалла.

Куҫарса пулӑш

Ачасем пахалăхлă пĕлÿ илме пултарччăр // И.НИКОЛАЕВА. «Хыпар», 2016, пуш, 11; 32№

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех