Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

раштав сăмах пирĕн базăра пур.
раштав (тĕпĕ: раштав) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Виҫӗ ФАПа июнь вӗҫӗ тӗлне туса пӗтермелле, Вырӑскас Пикшихрине — кӑҫалхи раштав уйӑхӗ вӗҫленнӗ тӗле.

Куҫарса пулӑш

Фельдшерпа акушер пункчӗсем ҫӗнелеҫҫӗ // Екатерина ЧЕРТЫНОВА. http://kanashen.ru/2023/03/17/%d1%84%d0% ... %d0%b5cce/

Вӑл 1925 ҫулхи раштав уйӑхӗн 27-мӗшӗнче ҫут тӗнчене килнӗ, тепӗр майлӑ каласан - вӑрҫӑ ачи.

Куҫарса пулӑш

Пурӑнатпӑр-ха, тӑван, пурӑнатпӑр... // Ял ӗҫченӗ. https://yantik-press.ru/press/publicatio ... uranatpar/

Пӗлтӗр, раштав уйӑхӗнче те Тӑвайри муниципалитет округне ЧР бюджетӗнчен 42 проекта туса пӗтерме субсиди уйӑрнӑ, ҫав шутра 2022 ҫулта хушма конкурс суйлавӗн пӗтӗмлетӗвӗсемпе 34 проект, тепӗр 8 проекта 2023 ҫулхи конкурс суйлавӗн пӗтӗмлетӗвӗсем тӑрӑх.

Куҫарса пулӑш

Тӑвай ене – 88 ҫул // Ял ӗҫченӗ. https://yantik-press.ru/press/publicatio ... ne-88-cul/

Юлашки хутчен Ҫӗнӗ Шупашкарта троллейбусри билет хакне 2019 ҫулхи раштав уйӑхӗнче хӑпартнӑ.

Последний раз в Новочебоксарске цену проезда в троллейбусе поднималась в декабре 2019 года.

Ҫӗнӗ Шупашкарта троллейбуспа ҫӳреме хакланӗ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/34574.html

Анчах ӑна пӗтерме май килмерӗ: раштав уйӑхӗн 27-мӗш — 28-мӗш числисенче ҫӗрле пире тревогӑпа ҫӗклерӗҫ те Лисий Нос текен форта илсе ҫитерчӗҫ, Балтика экипажӗн составне кӗртрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Тинӗс ҫуран ҫарӗнче ҫапӑҫнӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 4–8 с.

Унта вӗсем хӑйсен ӗҫне ҫырса кӑтартнӑ: пӗр ушкӑн — секта — 1954-мӗш ҫулта раштав уйӑхӗн 21-мӗшӗнче тӗнче пӗтессе шанса пурӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

Улшӑнми шухӑш ҫинчен. Ӑс е кутӑнлӑх? (Conceptual conservatism) // Чӑвашла шухӑшла. https://t.me/chushu/1290

Раштав уйӑхӗнче район пуҫлӑхӗ патне те, ЧР Вӗренӳ министерствине те пулӑшу ыйтса ҫырнӑ.

В декабре за помощью было обращено как к главе района, так и в Министерство образования ЧР.

Хурамалти ачасем ҫине ҫурт тӑрринчен тумлать // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/34349.html

Раштав уйӑхӗнче республикӑра 5 ҫын кӑшӑлвирусран вилнӗ, кӑрлач уйӑхӗнче - 9 ҫын.

В декабре в республике умерло 5 человек от коронавируса, в январе — 9 человек.

Кӑшӑлвирусран вилесси 2 хут ӳснӗ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/34097.html

Раштав уйӑхӗн пӗр каҫӗнче эпӗ хӗре станцӑналла ҫавӑтса кайрӑм.

Куҫарса пулӑш

Чавса ҫывӑх та ҫав… // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 7–13 с.

Хаваслӑ пуҫланнӑ раштав эрни ҫапла хавассӑр иртсе кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

XX // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Вӑл ун пек телейлӗ пулнине пӗлӗшсем те, тусӗсем те халиччен курманччӗ, ӳлӗмрен те кураймарӗҫ: юлашки пулчӗ ҫак телейлӗ раштав эрни…

Куҫарса пулӑш

XX // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Раштав ҫитсен, каникул вӑхӑтӗнче, Пазухин хӑйӗн тусӗ патне, Епхӳ кӗпӗрнине тухса кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

XVIII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Акӑ, кӑҫал вӑл хатӗрленӗ «Урмай» команда Раштав уявӗ ячӗпе иртнӗ районти турнирта 2-мӗш вырӑн йышӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Спорта парӑннӑ ҫын // Г.Юрьев. http://kasalen.ru/2023/01/17/%d1%81%d0%b ... %8b%d0%bd/

Эй, мӗн каласси, нумай нуша курчӗҫ вӗсем 1941-1942 ҫулсенчи чӳкпе раштав, кӑрлачпа нарӑс уйӑхӗсенче.

Куҫарса пулӑш

Кашлатӑр Вӑрнар вӑрманӗ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с. — 58–66 с.

Раштав уйӑхне кӗрсенех, юр тарӑнланнипе, вӑрманти ҫулсем те сайраланаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Документа 2021 ҫулта раштав уйӑхӗнче йышӑнса хӑварнӑ.

Куҫарса пулӑш

Улатӑр аталанӑвӗн "ҫул карттине" ҫӗнетӗҫ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/01/18/ulat ... ne-cenetne

Шкулсене тӗпрен юсас ӗҫ епле пурнӑҫласси пирки 2022 ҫулта раштав уйӑхӗнче хӑш-пӗр ӗҫсене туса ирттернине палӑртнӑ Дмитрий Захаров.

Куҫарса пулӑш

Палӑртса хунинчен чылай маларах юсаса ҫӗнетнӗ Чӑваш Енри виҫӗ шкула // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/01/09/palr ... cnetn-chva

Ҫак Ҫӗнӗ ҫулпа Раштав кунӗсенче аҫӑр-аннӗре, мӑшӑрӑрпа ачӑрсене тата хӑвӑршӑн хаклӑ ытти ҫынна чунтан юратнине уҫҫӑн пӗлтерме, пӗр-пӗрне чи-чи лайӑххине сунма тата ҫутӑран та ҫутӑ ӗмӗтӗре палӑртса хума чӗнсе калатӑп.

В эти новогодние и рождественские дни призываю признаться в любви родителям, супругам, детям и дорогим вам людям, пожелать друг другу всего самого наилучшего и загадать заветное желание.

Олег Николаев Ҫӗнӗ ҫул ячӗпе саламлани (2022) // Олег Николаев. https://glava.cap.ru/news/2022/12/31/nov ... -respublik

2021 ҫулхи раштав уйӑхӗнчипе танлаштарсан иртнӗ ҫул вӗҫӗнче эмел хакӗ вӑтамран 10,79 процент ӳснӗ.

По сравнению с декабрем 2021 года в конце прошлого года цена на лекарство увеличилась в среднем на 10,79 процентов.

Эмел йӳнелнӗ те, хакланнӑ та // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/33919.html

Татьянӑпа Вячеслав Акимовсен раштав уйӑхӗн вӗҫӗнче ывӑл ҫуралнӑ.

У Татьяны и Вячеслава Акимовых в конце декабря родился сын.

Татьяна Акимова ывӑл ҫуратнӑ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/33920.html

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех