Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

раштав сăмах пирĕн базăра пур.
раштав (тĕпĕ: раштав) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
1910 ҫулхи раштав уйӑхӗнче музыка училищине музыка енӗпе ӗҫлекен Дирекци председателӗн пулӑшуҫи пулса Сергей Рахманинов килсе кайнӑ.

В декабре 1910 года музыкальное училище посетил Сергей Рахманинов, направленный туда в качестве помощника председателя Дирекции по музыкальной части.

Л.В. Собинов ячӗллӗ Сарӑту патшалӑх консерваторийӗ // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%9B.%D0 ... 0%B9%C4%95

1917 ҫулхи социализмла революциччен Чукотка Амурҫум Енӗн Камчатка облаҫне кӗнӗ, 1918 ҫулхи нарӑс уйӑхӗнче Камчаткӑра советсен влаҫне йышӑннине пӗлтернӗ, Чукоткӑра ҫӗнӗ влаҫӑн пӗрремӗш органӗ Чукоткӑн Революци комитечӗ (1919, раштав — 1920, кӑрлач) пулса тӑнӑ.

До социалистической революции 1917 Чукотка входила в состав Камчатской области Приамурского края, в феврале 1918 года на Камчатке была провозглашена власть советов, на Чукотке первым органом новой власти стал Революционный комитет Чукотки (декабрь 1919 - январь 1920).

Анадырь историйӗ // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%90%D0% ... 0%B9%D3%97

Пурнӑҫран вӑл 1992 ҫулхи раштав уйӑхӗн 7-мӗшӗнче уйрӑлса кайнӑ.

Из жизни ушел 7 декабря 1992 года.

Аркадий Ӗҫхӗл япалисене архива панӑ // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/36140.html

Контрактпа килӗшӳллӗн, объекта раштав уйӑхӗн 5-мӗшӗ тӗлне пурнӑҫа кӗртмелле.

Куҫарса пулӑш

«Садовӑй» микрорайонти шкула ҫитес ҫулта туса пӗтерме тӗллев лартнӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/09/07/sado ... usa-pterme

Ҫав вӑхӑтрах Павел Владимирович хӑш-пӗр районта социаллӑ ушкӑнсенчи ҫемьесене хваттерсемпе тивӗҫтермелли контрактсене пурнӑҫлассине чӳк, раштав пуҫламӑшне хӑварнине пӑшӑрханса палӑртрӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫил-тӑвӑл кӳнӗ инкекре ҫӑмӑлттайлӑх тӳпи те пысӑк // Николай КОНОВАЛОВ. http://www.hypar.ru/cv/news/cil-taval-ky ... i-te-pysak

Раҫҫей Федерацийӗн Спорт министерствипе тунӑ килӗшӳ тӑрӑх объекта графикпа килӗшӳллӗн 2024 ҫулхи раштав уйӑхӗн 25-мӗшӗнче пурнӑҫа кӗртме плана кӗртнӗ.

Куҫарса пулӑш

«Атӑл» стадиона реконструкцилессипе палӑртса хунинчен чылай маларах та строительство ӗҫӗсене пурнӑҫласа пыраҫҫӗ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/08/08/atl- ... -huninchen

Троллейбуссемпе раштав уйӑхӗн 1-мӗшӗччен Ӗпхӳри трамвайпа троллейбус савучӗ тивӗҫтерӗ.

Троллейбусами до 1 декабря должен обеспечить Уфимский трамвайно-троллейбусный завод.

Шупашкартан Ҫӗнӗ Шупашкара 62-мӗш троллейбус ҫӳрӗ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/35653.html

2024 ҫулхи раштав уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен ҫӗнӗ виҫӗ автобус маршручӗ уҫӑлӗ: 13-мӗш номерли «Грушевый микрорайон — ЖБК-9» маршрутпа ҫӳрӗ, 29-мӗш номерли — «Энергетиксен посёлокӗ — Грушевый микрорайон» маршрутпа, 31-мӗш — «Энергетиксен посёлокӗ — Кадыков урамӗ» маршрутпа.

Куҫарса пулӑш

Шупашкарта транспорт реформине хатӗрленеҫҫӗ // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/35599.html

Ӗҫе пӗлтӗрхи раштав уйӑхӗн 25-мӗшӗ тӗлне вӗҫлемелле пулнӑ.

Работа должна была быть завершена к 25 декабря прошлого года.

Куславккари экс-пуҫлӑх тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/35260.html

Чӑваш Енӗн прокуратурин пресс-службинче пӗлтернӗ тӑрӑх, 2022 ҫулхи раштав уйӑхӗн 1-мӗшӗнче ҫав ҫын Куславккари «Геометрика» паркра автостоянка валли асфальт сарма контракт алӑ пуснӑ.

Как сообщается в прессе-службе прокуратуры Чувашии 1 декабря 2022 года этот человек подписал контракт на асфальтирование автостоянки в парке «Геометрика» в Козловке.

Куславккари экс-пуҫлӑх тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/35260.html

Чи йывӑрри вара раштав, кӑрлач сиввисем ҫитсен пуҫланчӗ.

Куҫарса пулӑш

3 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Шурча ялӗнче ҫӗнӗ фельдшерпа акушер пункчӗ 2021-мӗш ҫулта раштав уйӑхӗнче ӗҫлеме пуҫланӑ.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш пулӑшу пур // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. https://www.youtube.com/watch?v=z_SttjfQZwE

Юрӑҫа Валерий Раштав, Вӑрӑм Палюк сӑввисем ытларах ҫывӑх.

Куҫарса пулӑш

Чун-хавала ҫӗклекен // Николай МАЛЫШКИН. http://елчекен.рф/2023/05/19/%d1%87%d1%8 ... %b5%d0%bd/

Тата раштав уйӑхӗнче ачасем пӗр-пӗринчен кирек мӗн ыйтнӑ пулсан та канфетпа тӳлемелле пулнӑ.

Еще в декабре за выполнение любой просьбы дети друг с другом расплачивались конфетами.

Ҫӗнӗ ҫул // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/587

Чӑваш Республикин Министрсен Кабинечӗн иртнӗ ҫулхи раштав уйӑхӗнчи йышӑнӑвне ҫӗнӗ пункт кӗрет.

Куҫарса пулӑш

Патшалӑх пулӑшать // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/61127

Мария Русина, Екатерина, Елена хӗрӗсемпе 1945-мӗш ҫулта раштав уйӑхӗнче пуҫне хунӑ аслашшӗн пиччӗшӗ, мӑшӑрӗн телефонистка пулнӑ асламӑшӗ тата флотра тӑнӑ аслашшӗ пирки каласа кӑтартрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Майӑн 9-мӗшӗ - Ҫӗнтерӳ кунӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/61133

Кемаль Кылычдароглу (турк. Kemal Kılıҫdaroğlu; 1948, раштав 17, Назымие, Тунджели провинци, Турци) — турккӑ политика ӗҫченӗ, 2010 ҫулхи ҫу уйӑхӗнчен пуҫласа Республика халӑх партийӗн лидерӗ, 2002 ҫултанпа Турци парламенчӗн депутачӗ.

Кемаль Кылычдароглу (тур. Kemal Kılıҫdaroğlu, 17 декабря 1948, Назымие, провинция Тунджели, Турция) — турецкий политический деятель, лидер Республиканской народной партии с мая 2010 года, депутат парламента Турции с 2002 года.

Кемаль Кылычдароглу // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%9A%D0% ... 0%BB%D1%83

Иртнӗ ҫулхи раштав уйӑхӗнчен коммуналлӑ ҫӑмӑллӑхсемшӗн тӳлемелли хаксене индексацилесси ҫинчен Чӑваш Республикин конкурентлӑ политика тата тарифсен патшалӑх службин ертӳҫи Надежда Колебанова тухса калаҫрӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗрле тӑрӑшса ӗҫлемелле // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60804

Ӑна раштав уйӑхӗнче вӗҫлемелле пулнӑ.

Куҫарса пулӑш

Ӳкнӗ шыв пашнине кам йӗркене кӗртӗ? // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60970

Вӑл пӗлтӗр раштав уйӑхӗнче хӑйӗн йӑмӑкӗсен пурнӑҫне ҫӑлса хӑварнӑ.

Куҫарса пулӑш

Олег Николаев Чӑваш Ен кадет корпусӗнче "Чи кирли пирки уҫӑ калаҫу" урокӗ ирттернӗ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/02/14/oleg ... he-chi-kir

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех