Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пӳрт сăмах пирĕн базăра пур.
пӳрт (тĕпĕ: пӳрт) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ятман чӑтаймасӑр чӳрече патне утса пычӗ, пӳрт умӗнчи тӑпра ҫине хӑпарса пӳртелле пӑхрӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Вӑл алӑка хупнӑ-хупманах пӳрт хуҫи — пирӗшти валли кӑмака ҫине ҫӑкӑр татки ывӑтрӗ, темскер мӑкӑртатса илчӗ, унтан хӑйне кайри пӳрте илсе кайма ыйтрӗ.

Куҫарса пулӑш

13. Юмӑҫ карчӑк // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Уйрӑлса тухнӑ чухне Тукай лартса панӑ пӳрчӗ кивелсе ҫырма еннелле тайӑлнӑ ӗнтӗ, пӳрт хыҫӗнчи кӗлечӗ те ҫӗрӗшсе кайнӑ.

Куҫарса пулӑш

9. Ял хӗрринчи пӳрт // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Калас пулать, кил-ҫурт таврашӗ земство управин членӗн пуян ҫынсенчен кая мар: малти пӳртне хӑма ҫапса хӳтӗленӗ, кӗтессисене ярӑмӑн-ярӑмӑн кӗске хӑмапа витсе хитрелетнӗ, ҫиелтен ҫутӑ кӑвак сӑрӑпа илемлетнӗ; пӳрт ҫийӗ — хӗҫтимӗр; мӑрйи тӑрринче авӑнчӑк хӳреллӗ автан кӳлепи (ку автанӗ вара шак та ҫиле хирӗҫ ҫаврӑна-ҫаврӑна халь авӑтса ярас пек пуҫне каҫӑртса ларать).

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Тоскинеевӑн ку пӗчӗк пӳртсӗр пуҫне пилӗк стеналлӑ пӳрт те пур, ҫумма-ҫумах, тата, икӗ хутлӑ кӗлет купаласа лартнӑ.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Кивҫенле пулать-и, ӗҫлесе татӗ-и, — ун ҫинчен Хӗветӗр шухӑшласа тӑман: пӗчӗк ачапа тӗтӗмлӗ хура пӳртре пурӑнни килӗшмест, ял кулӗ — пуян ҫынсем патӗнче ҫавӑн чухлӗ пурӑнса та пӳрт лартмалӑх укҫа тӑвайман тейӗҫ.

А за избу Хведер разочтется работой или как… Об этом он пока не думает. Одно знает: не годится в курной избе с маленьким дитем жить. Да и хозяину неловко, ехидничают мужики: «Что, Хведер, сколько лет спину гнешь, а живешь-то в какой конуре!»

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Хура пӳртре пурӑнсах ӗмӗр иртнипе тарӑхман Хӗветӗр: ҫӗр мунчасем хушшинче, Кӑканар ҫырми хӗрринче пӗр чӳречӗллӗ пӗчӗк пӳрт лартса арӑм та туяннӑ.

Двор Мигулы считал Хведер своим, хотя в его родной деревне Акчура была у него курная избушка, прокопченная полуземлянка, в овраге, в банном ряду у речки.

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Пӗчӗк пӳрт авалхи йывӑҫсем хыҫӗнче, Ҫав пӳртрен илтӗнеҫҫӗ ачаш сасӑсем.

Куҫарса пулӑш

«Пӗчӗк пӳрт авалхи йывӑҫсем хыҫӗнче…» // Лидия Ковалюк. Ковалюк Л.А. Юрату ҫӑлкуҫӗ. Сӑвӑсем. Шупашкар: «Калем» кӗнеке издательстви, 2002. — 72 с. — 26 с.

Кӗрхи ҫумӑр тумламӗсем пӳрт тӑрри ҫине шаплатса ӳкнине итлесе пӳрт умӗнче пирус туртса ларчӗ.

Прислушиваясь к тому, как осенние капли дождя падали на крышу, он сидел и курил возле дома.

Аня… Анечка… Анна // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 3–67 c.

Вӗсене чӳрече витӗр ывӑтса пӗтерсен, вӗсем хыҫҫӑн эпӗ ҫӗлӗксем тултарнӑ ещӗке ӑсатасшӑнччӗ — ӑна кӑларма чӳречи ансӑр пулчӗ, вара эпӗ чӳрече сулине ҫур пӑт пуканӗпе ҫапса ватма тытӑнтӑм, анчах темскер хыттӑн ухлатрӗ, пӳрт тӑррине вӑйлӑн сапӑнчӗ, — эпӗ краҫҫин пички сиксе кайнине ӑнлантӑм; ман пуҫ ҫийӗнче пӳрт тӑрри ялкӑшса ҫунма, шатӑртатма тытӑнчӗ, чӳрече тӗлӗпе, ун витӗр шалалла кӗрсе, хӗрлӗ ҫулӑм юхса тӑчӗ, мана тӳсмелле мар вӗри пулса кайрӗ.

Вышвырнув их в окно, я захотел отправить вслед за ними ящик шапок, окно было узко для него, тогда я начал выбивать косяки полупудовой гирей, но — глухо бухнуло, на крышу сильно плеснуло, я понял, что это взорвалась бочка керосина, крыша надо мною запылала, затрещала, мимо окна лилась, заглядывая в него, рыжая струя огня, и мне стало нестерпимо жарко.

Манӑн университетсем // Леонид Агаков. Горький М. Манӑн университетсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 138 с.

Ленька пӗрре пӗр пӳрте, тепре тепӗр пӳрт патне пырса ҫапӑнчӗ.

Ленька толкнулся в одну, в другую хату.

XXII сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.

Анчах дворник хӑй те ҫак урамра халиччен хӑй курман событисем пынинчен тӗлӗннӗ пулмалла: пӳрт алӑкӗ енне те, хапха ҫине те, чӳречесем ҫине те пӑхкаласа тӑнӑ; пӳртри ҫынсем хӑвӑрттӑн уткаланӑ пек курӑннӑ ӑна чӳречесем ҫине пӑхса тӑнӑ май.

Но дворник был сам, видимо, увлечен не испытанным раньше, небывалым на улице этой событием: он смотрел на подъезд, на ворота, на окна, в которых — так с улицы казалось — замелькали тени.

XIX сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.

Пӗр бомба пӳрт патӗнчех ӳксе ҫурӑлнӑ, пӳрт кӗтессине хӑрах еннелле пӑрса хунӑ, пӗр лавҫа амантнӑ, килкартишӗнче тӑракан лашана вӗлернӗ.

Одна бомба разорвалась около дома, разворотила угол и осколком ранила возчика, а во дворе наповал убило лошадь.

XIX сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.

Эпӗ пуҫа ҫӗклерӗм, ҫиҫӗм ҫутатнӑ хушӑра пӗр пӗчӗкҫӗ пӳрт курӑнчӗ, вӑл пӳрт ҫатантан авса тытнӑ пысӑк картиш варринче ларать.

Я поднял голову и при свете молнии увидал небольшую избушку посреди обширного двора, обнесенного плетнем.

Бирюк // Николай Степанов. Тургенев И. С. Сунарҫӑ ҫрса пынисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 172 с. — 148–157 с.

Салтаксем, ларнӑ ҫӗртен тӑчӗҫ те, пӳртре мӗн пуррине пӗтӗмпех, аялти хута куҫарма тытӑнчӗҫ, иккӗшӗ пӳрт тӳпине сӳтме, мачча ҫине хӑпарса кайрӗҫ.

Солдаты поднялись, стали выносить все, что было в избе, а двое полезли на чердак отдирать крышу.

X сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.

— Епле пӳрт пӑсмалла, мӗнле пулать вӑл? — тарӑхса кайрӗ Екатерина Алексеевна, — сарайӗсене пӑсса пӗтерчӗҫ те пӳртсене ватма пуҫларӗҫ пулать?

— Это как так разбирать избу? — взбунтовалась Екатерина Алексеевна, — сараи раскатали, теперь за избы взялись?

X сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.

Пӗр пӳртрен тепӗр пӳрт патне ҫитиччен урам урлӑ вӑрӑм шалчасем чӑса-чӑса хунӑ, вӗсем тӑрӑх жидсем хӑйсен чӑлхисене, аялти йӗмӗсене тата пӗҫерсе типӗтнӗ хурӗсене ҫака-ҫака тухнӑ.

Сидящий на коне всадник чуть-чуть не доставал рукою жердей, протянутых через улицу из одного дома в другой, на которых висели жидовские чулки, коротенькие панталонцы и копченый гусь.

XI // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.

Тепӗр каҫхине вӑл, пӗр бурсаксен ҫеҫ пулма пултаракан хӑюлӑхпа, тӗкме карта урлӑ сиксе каҫса сада кӗчӗ те тӑррипе пӳрт ҫивитти еннелле усӑнса тӑракан йывӑҫ ҫине хӑпарса кайрӗ, йывӑҫ ҫинчен вӑл пӳрт ҫивитти ҫине анчӗ, вара камин мӑрйи витӗр кӗрсе тӳрех хитре хӗрачан ҫывӑрмалли пӳлӗмне тухрӗ.

В следующую же ночь, с свойственною одним бурсакам дерзостью, он пролез чрез частокол в сад, взлез на дерево, которое раскидывалось ветвями на самую крышу дома; с дерева перелез он на крышу и через трубу камина пробрался прямо в спальню красавицы.

II // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.

Чиркӗвӗ кунта чухӑн, мӗншӗн тесен фабрикӑри рабочисем пурӑнакан хули те ячӗпе ҫеҫ хула, тӗрӗссипе каласан кунта пӳрчӗсем те пӳрт мар, ҫумма-ҫуммӑн таччӑн ларса тухнӑ лаҫсем.

Церковка здесь бедная, потому что и весь-то фабричный городок — только слава, что город, а на деле — лачуга к лачуге, плетень к плетню.

IX сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.

Уҫланкӑ варринче курать акӑ: ҫурт тесен ҫурт мар, пӳрт тесен пӳрт мар, анчах король е патша керменӗ, йӑлтах вут пек ҫиҫсе те йӑлкӑшса тӑрать, хӑй ылтӑн та кӗмӗл, ахах пӗрчисемпе мерченӗсем ялкӑшса тӑраҫҫӗ, хӑй ҫунать те ҫутатать, анчах ниҫта та вут курӑнмасть, хӗвел ҫӗр ҫине анса ларнӑ тейӗн ҫав, куҫпа пӑхма ҫук — куҫ йӑмӑхать.

И посередь той поляны широкой стоит дом не дом чертог не чертог, а дворец королевский или царский весь в огне, в серебре и золоте и в каменьях самоцветных, весь горит и светит, а огня не видать; ровно солнышко красное, инда тяжело на него глазам смотреть.

Кӗрен чечек // Владимир Ухли. Аксаков С.Т. Кӗрен чечек: юмах. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 34 с. — 5–34 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех