Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пӳрт сăмах пирĕн базăра пур.
пӳрт (тĕпĕ: пӳрт) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пӳрт пулнӑ вӑл, тӑвайккинелле анакан пысӑк уҫланкӑ хӗрринче вырнаҫнӑ виҫӗ чӳречеллӗ пӳрт!

Куҫарса пулӑш

5 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.

Пӳрт пӗренисене кӑвак сӑрпа сӑрланӑ, ҫавӑнпа та пӳрт ӑшчикки тӗксӗммӗн курӑнать.

Куҫарса пулӑш

X // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Ҫумӑрта пӳрте шыв каять, умри пӗренесене ҫуртарса, кӗр енне пӳрт ҫине витесчӗ.

Куҫарса пулӑш

Яка пыр // Ева Лисина. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 84-85 с.

Кӗркуннеччен ҫӗнӗ ҫынсем «сӑмса ӑшшилӗх» тенӗ пек пӗчӗк пӳрт туса лартрӗҫ, кивӗ пӳрт пӗренисенчен сарай пекки майлаштарчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

XI // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Кивӗ, ҫӗрӗк пӳртре хӗлле питӗ сивӗ пулать, хутса ӑшӑтма ҫук, ҫулла нӳрӗк шӑрши ҫапать, пӳрт пӗренисем пӑнтӑх тӗспе витӗнеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

X // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Пурхиле мучи, хура пӳртне ишсе, вӗр-ҫӗнӗ пӳрт лартнӑччӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 3–19 с.

Пӳрт чӳречисем, пӳрт умӗнчи шӑтӑрнакпа вырӑсла хапха ҫӗмрӗккине курсанах, кунта мӗн пулса иртнине туйрӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

XIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Анчах пач ҫухалса каймарӗ вӑл, кайри пӳртрен чупса тухма ӗлкӗрнӗ пӗчӗккисене иккӗшне икӗ аллине илчӗ те, темиҫе утӑм каялла чакса, ачисене хӑй ҫине хурса, малти пӳрт алӑкне картласа тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

Сӗркӗчленӗ алӑксем // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Кайри пӳртпе малти пӳрт хушшинче пысӑк чӑлан пур.

Куҫарса пулӑш

Килте // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Паҫӑр хӑйӗн йӑвинче ним шарламасӑр выртакан Улаҫка йытӑ пӳрт алӑкне чакӑртаттарчӗ, паллах, шӑнса кайнӑ вӑл, пӳрте кӗртме ыйтать.

Куҫарса пулӑш

Сивве чӑтайман улӑп // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 53–56 с.

Пӳртри япаласем те, пӳрт стенисенчи каш-ни пӗрене те ҫав тери салхуланса тӗлӗрнӗ пек туйӑнать тепӗр чух.

Куҫарса пулӑш

Матӗрне инке // Александра Лазарева. Лазарева А. Чипер Анна. Калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 116 с. — 24–32 с.

Хура пӳртрен тухасчӗ, пӑхса ҫеҫ тӑччӑр ял-йышсем, Иванюк пек пысӑк пӳрт лартатӑп, тет.

Куҫарса пулӑш

Наҫтиҫ каласа пани // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Хветле пӳрчӗн ик чӳречи хуппине те уҫнӑ та ҫӗрӗк улӑм ҫивитти айӗнче пӗчӗк пӳрт урамалла ҫӗлӗк тӑхӑннӑ ача пек чалхӑртса пӑхса ларать.

Старенький домик Феклы, крытый сгнившей от времени соломой, похож на пацана в надвинутой по самые брови шапке.

Выртмара // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Каҫ полнӑ-полман пӳрт омне вӗҫҫе пырса ӳкетчӗҫ те пор шӑтӑк-ҫорӑкран пӳрте кӗрсе толатчӗҫ, тӳрех ман ал-урана ҫӗмӗрме тапрататчӗҫ.

Еще не стемнеет, а черти тут как тут: через окна, через щели в дом набиваются и ноги мои ломать!

Выртмара // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Хӑрах куҫлӑ хӗрарӑм вӗсенчен иртсе пӳрте чупса кӗчӗ те шалти пӳрт алӑкне ҫурӑмӗпе хупса тӗрелерӗ.

Одноглазая баба, обогнав мужа и надзирателя, первой вбежала в дом и приникла спиной к двери и заверещала:

Каҫхи сӑмах // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Те вутти чӗрӗ вӗсен, пӳрт алӑкне ҫурри таран уҫнӑ пулсан та, тӗтӗм ҫӗртенех явӑнать, Григорьевпа Мултиер пӳрт умӗнче пӑхса тӑраҫҫӗ.

То ли у них дрова сырые, то ли тяга плохая, дым так и стелется по полу, хотя дверь наполовину открыта, Григорьев с Мульдиером притулились у стены и внимательно разглядывают что-то.

Ҫӗвӗҫ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Пӳрт тӑрринчи качака таки тӗлӗнчен шикленкелесе пӑхса иртрӗ те вӑл ҫенӗк алӑкне уҫса ячӗ, пӗшкӗнсе пӳрте кӗрсе тухрӗ.

С опаской поглядывая на стоявшего на крыше козла, он прошмыгнул в сени, пригнувшись, вошел в избу.

Тепӗр кун ирхине // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Сӑмахран, ҫывӑхри ялсенче улт кӗтеслӗ те пысӑк кантӑклӑ вырӑсла пӳртсем курӑнкала пуҫланӑ, — Чӑлах Эрнюк та ҫавӑн пек пӳрт туса лартнӑ, ҫине хӑма виттернӗ, вырӑсла хапха та тутарнӑ.

Начали в соседних деревнях ставить русские избы-пятистенки с большими окнами — Эрнюк первым выстроил себе такую домину, покрыл тесом, ворота русские навесил.

Хӑна-вӗрле // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Пӳртри сӗтел-пукансем Хӑратаҫҫӗ арӑмне, Пайтах пӑхрӗҫ шеллесе Хуҫин сивӗ виллине; Анчах ҫӗрле пулчӗ те, Сӗм хупларӗ пӳрт ӑшне, Хӑйӗн вӑрӑм аллипе Хӑратать вӑл Нарспие.

Куҫарса пулӑш

Нарспи ӗҫӗ // Константин Иванов. Константин Иванов. Нарспи: поэма. — Чебоксары: Чувашское книжное издательство, 2000. — 165 с.

Пӳрте кӗрсен, вӑл ниҫта пырса тӗкӗнме те пӗлмерӗ, пӳрт ӑшчиккине сӑнанӑ пек, унталла-кунталла ҫеҫ пӑхса тӑчӗ, хӑрах аллине кӗсйинчен те кӑлармарӗ.

Куҫарса пулӑш

ХIХ // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех