Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пӗҫерет (тĕпĕ: пӗҫер) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
– Апат кам пӗҫерет вара?

- Кто будет готовить?

Ҫӑвать те, пӗҫерет те // Сувар. «Сувар», 21(699)№, 2007.05.25

Хӑех ҫӑвать те, пӗҫерет те.

Сам и стирает, и готовит.

Ҫӑвать те, пӗҫерет те // Сувар. «Сувар», 21(699)№, 2007.05.25

Апатне те хӑй пӗҫерет, урай ҫума та вӑхӑт тупать.

И обед сам сварит, и полы мыть находит время.

Нуша ӗҫе хӑнӑхтарнӑ // Любовь ПЕТРОВА. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.06.16, 23 (6116) №

16. Йывӑҫӑн пӗр пайне ҫунтарса ярать, тепӗр пайӗпе аш пӗҫерет, ӑшалать, тӑраниччен ҫиет, ҫинипе пӗрлех ӑшӑнать: «аван-ха, ӑшӑнтӑм; вут-кӑвар уссине куртӑм» тет.

16. Часть дерева сожигает в огне, другою частью варит мясо в пищу, жарит жаркое и ест досыта, а также греется и говорит: «хорошо, я согрелся; почувствовал огонь».

Ис 44 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

15. Ҫыншӑн ку — вут-шанкӑ, унӑн пӗр пайӗпе вӑл, ӑшӑ пултӑрччӗ тесе, хутма усӑ курать, вут чӗртет, ҫӑкӑр пӗҫерет.

15. И это служит человеку топливом, и часть из этого употребляет он на то, чтобы ему было тепло, и разводит огонь, и печет хлеб.

Ис 44 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Вӗсем валли апат каҫкӳлӗмех пӗҫерет, ҫипуҫне хатӗрлесе хурать...

Куҫарса пулӑш

Ҫамрӑксем тислӗк шӑршинчен йӗрӗнмеҫҫӗ // Алина ИЗМАН. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.03.17, 10 (6103) №

Сӑмахран, пӗри арлать, тепри ҫип пӗтӗрет, виҫҫӗмӗшӗ тӗрӗ тӗрлет, тӑваттӑмӗшӗ кӑмакара шаркку пӗҫерет.

Куҫарса пулӑш

Ҫын ӗҫпе илемлӗ // Глафира ГРИГОРЬЕВА. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.03.12, 9№

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех