Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пӗтӗмӗшле сăмах пирĕн базăра пур.
пӗтӗмӗшле (тĕпĕ: пӗтӗмӗшле) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пӗтӗмӗшле илсен пирӗн районта 15 шкул автобусӗ, ҫав шутра 2019 ҫулта Мӑнҫырмари пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан тата Пысӑк Енккассинчи пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан вӑтам шкулсене пӗрер автобуспа, Г.Е.Егоров ячӗллӗ Вӑрмарти пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан вӑтам шкула 2 автобуспа тивӗҫтернӗ.

Куҫарса пулӑш

Шкул автобусӗсемпе те, вӗри апатпа та туллин тивӗҫтерме май пур // Н.ИВАНОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/9716-shkul-a ... me-maj-pur

Штатра 9 наци паркӗ тата 25 заповедник пур, вӗсем пӗтӗмӗшле 10 862 км² лаптӑка йышӑнаҫҫӗ, ку вара Мадхья-Прадеш вӑрманӗсен лаптӑкӗнчен 11,4 % е штатӑн пӗтӗмӗшле лаптӑкӗнчен 3,52 % пулать.

На территории штата находятся 9 национальных парков и 25 заповедников, которые занимают общую площадь 10 862 км², что составляет 11,4 % от площади лесов Мадхья-Прадеш или 3,52 % от общей площади штата.

Мадхья-Прадеш // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%9C%D0% ... 0%B5%D1%88

Анчах та, кашни ҫын культурӑпа пӗлӳ патне туртӑннине кирлӗ пек тивӗҫтермесен, ҫамрӑк ӑрӑва пӗтӗмӗшле тата политехникӑлла пӗлӳсем парассине ҫирӗппӗн пурнӑҫласа пымасан, ӗҫлекен халӑхӑн пӗтӗмӗшле пӗлӳ тата культурӑпа техникӑ тӗлӗшӗнчи пӗлӗвӗн шайне ӳстерсе пырассине кирлӗ пек йӗркелемесен, ку ҫителӗксӗр пулать-ха.

Куҫарса пулӑш

Коммунизм культури // И.А. Маркелов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 80-88 с.

Ҫӗнтерӳҫӗсен ятне тивӗҫнисем: «Центр координации поддержки экспортно-ориентированных субъектов малого и среднего предпринимательства в Чувашской Республике» АНО ертӳҫин ҫумӗ Владимир Терентьев, Чӑваш Республикин сывлӑх сыхлавӗн министерстви ҫумӗнчи «Городская стоматологическая поликлиника» АУ тӗп врачӑн ҫумӗ Милана Быстрова, Шупашкар хулинчи «Релематика» ООО рекламӑсемпе ӗҫлекен ертсе пыракан менеджерӗ Евгения Иванова, Улатӑр районӗнчи Ахматри пӗтӗмӗшле вӑтам пӗлӳ паракан шкулӑн директорӗ Татьяна Емельянова, Шупашкар хулинчи пӗтӗмӗшле вӑтам пӗлӳ паракан 45-мӗш №-лӗ шкулӑн директорӗ Татьяна Юдина.

Куҫарса пулӑш

"Управлени команди" III-мӗш конкурсӑн ҫӗнтерӳҫисен ячӗсене пӗлтернӗ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2022/12/16/upra ... rucisen-ya

«Ял шкулӗнчи чи лайӑх хаҫат» номинацинче Г.Е. Егоров ячӗллӗ Вӑрмарти пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан вӑтам шкулта тухса тӑракан «Голос школы» хаҫат (руководителӗ Е.Ларионова) ҫӗнтерӳҫӗ пулса тӑнӑ, Пысӑк Енккассинчи пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан вӑтам шкулти «Перекресток» хаҫат (руководителӗ А.Григорьева) III степеньлӗ диплома тивӗҫнӗ.

Куҫарса пулӑш

Шкул хаҫачӗ те кӑлараҫҫӗ, конкурссегне те ӑнӑҫлӑ хутшӑнаҫҫӗ // И.ДАНИЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/9347-pallash ... r-20-05-22

2020 ҫулта Чупайӗнчи пӗтӗмӗшле пӗлу паракан тӗп шкула тата Энӗшпуҫӗнчи пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан вӑтам шкула пӗрер автобус панӑ.

Куҫарса пулӑш

Шкул автобусӗсемпе те, вӗри апатпа та туллин тивӗҫтерме май пур // Н.ИВАНОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/9716-shkul-a ... me-maj-pur

«21. Чӑваш Республикин республика бюджетӗнчен вырӑнти бюджетсене субвенцисем уйӑрса парассине шута илекен Чӑваш Республикин саккунӗсенче панӑ полномочисене пурнӑҫлама кирлӗ субвенцисен пӗтӗмӗшле калӑпӑшне палӑртмалли йӗркене тата ҫавнашкал субвенцисен пӗтӗмӗшле калӑпӑшне муниципалитет пӗрлӗхӗсем хушшинче пайласа памалли кӑтартусене (критерисене) палӑртса хӑвармалла.»;

«21. Законы Чувашской Республики, предусматривающие предоставление местным бюджетам субвенций из республиканского бюджета Чувашской Республики, должны содержать порядок определения общего объема субвенций для осуществления переданных полномочий и показатели (критерии) распределения между муниципальными образованиями общего объема таких субвенций.»;

Чӑваш Республикин уйрӑм Саккунӗсен акчӗсене улшӑнусем кӗртесси ҫинчен // Михаил Игнатьев. Закон № 87 от 28.11.2019

Кун пек чухне муниципалитет пӗрлӗхӗсем хушшинче пайласа паман субсидисен калӑпӑшне планпа пӑхнӑ тапхӑрӑн пӗрремӗш ҫулӗ валли ҫирӗплетнӗ тивӗҫлӗ субсидин пӗтӗмӗшле калӑпӑшӗн 5 процентӗнчен ытла мар виҫепе тата планпа пӑхнӑ тапхӑрӑн иккӗмӗш ҫулӗ валли ҫирӗплетнӗ тивӗҫлӗ субсидин пӗтӗмӗшле калӑпӑшӗн 10 процентӗнчен ытла мар виҫепе ҫирӗплетме юрать.»;

При этом допускается утверждение не распределенного между муниципальными образованиями объема субсидий в размере не более 5 процентов общего объема соответствующей субсидии, утвержденного на первый год планового периода, и не более 10 процентов общего объема соответствующей субсидии, утвержденного на второй год планового периода.»;

Чӑваш Республикин уйрӑм Саккунӗсен акчӗсене улшӑнусем кӗртесси ҫинчен // Михаил Игнатьев. Закон № 87 от 28.11.2019

ӑ) таблицӑра «(пӗтӗм шӑнӑҫтарма пултараслӑхӑн кашни регистр тоннинчен)» сӑмахсене «(пӗтӗмӗшле шӑнӑҫтарӑва виҫелӗхе кӑтартмасӑр палӑртнӑ чухне кашни регистр тоннинчен е пӗтӗмӗшле шӑнӑҫтарӑвӑн единицинчен)» сӑмахсемпе улӑштарас;

б) в таблице слова «(с каждой регистровой тонны валовой вместимости)» заменить словами «(с каждой регистровой тонны или единицы валовой вместимости в случае, если валовая вместимость определена без указания размерности)»;

Чӑваш Республикин уйрӑм саккунӗсен акчӗсене улшӑнусем кӗртесси ҫинчен // Михаил Игнатьев. Закон № 88 от 20.12.2019

26) пӗтӗмӗшле юрисдикциллӗ федераци сучӗсен присяжнӑй заседателӗсен кандидачӗсен пӗтӗмӗшле тата запас списокӗсене ҫирӗплетет;

26) утверждает общий и запасной списки кандидатов в присяжные заседатели федеральных судов общей юрисдикции;

Чӑваш Республикин Конституцийӗ // Патшалӑх Канашӗ. https://cap.ru/chuvashia/o-chuvashii/kon ... nstitucije

Пристав: «Эсӗ-и?» — тесе ыйтсан Нӑйӑлти мӗскӗн ҫапкаланчӑкӑн тата паттӑрӑн пӗлтерӗшне, пӗтӗмӗшле мӑнаҫлӑхпа пӗтӗмӗшле хӑпартланӑва чӗрин тарасипе виҫсе тишкерчӗ те — унтан шӑппӑн, анчах уҫӑмлӑн каласа хучӗ: — Эпӗ.

На вопрос пристава: — Ты? — Пискун, взвесив на весах сердца положение парии и героя, всеобщее снисхождение и всеобщий восторг — тихо, но внятно произнес: — Я.

III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 298–303 с.

Зухин калама ҫук ӑслӑ, питӗ ӑнкаруллӑ, уншӑн питӗ кӑткӑс япалана тӑруках пӗтӗмпе ӑнкарса илесси тата ку япалан вак-тӗвекӗсемпе пӗтӗмӗшле ыйтӑвӗсене малтанах тӗшмӗртесси ҫав пӗтӗмӗшле ыйтусем мӗнле законсенчен тухса тӑнине ӑс-хакӑлӗпе тишкӗрессинчен ҫӑмӑлрах.

Он был необычайно умен, в особенности понятлив: ему легче было сразу обнять целый многосложный предмет, предвидеть все его частности и выводы, чем посредством сознания обсудить законы, по которым производились эти выводы.

ХLIV сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

«Ҫак статьян 2-мӗш пайӗн пӗрремӗш абзацӗнче кӑтартнӑ ҫынсене нумай хваттерлӗ пӗр ҫуртра хваттер евӗр паракан пурӑнмалли пӳлӗмсен пӗтӗмӗшле шучӗ нумай хваттерлӗ ҫав ҫуртри хваттерсен пӗтӗмӗшле шучӗн 25 процентӗнчен ытла пулма пултараймасть, 10 пин ҫынран сахалрах халӑх пурӑнакан вырӑнсене, ҫавӑн пекех нумай хваттерлӗ ҫуртсенчи хваттерсен шучӗ вуннӑран сахалрах нумай хваттерлӗ ҫуртсене шутламасӑр.»;

«Общее количество жилых помещений в виде квартир, предоставляемых лицам, указанным в абзаце первом части 2 настоящей статьи, в одном многоквартирном доме, не может превышать 25 процентов от общего количества квартир в этом многоквартирном доме, за исключением населенных пунктов с численностью жителей менее 10 тысяч человек, а также многоквартирных домов, количество квартир в которых составляет менее десяти.»;

Чӑваш Республикин «Чӑваш Республикинче вак тата вӑтам предпринимательлӗхе аталантарасси ҫинчен» саккунӗн 8 статйине улшӑну кӗртесси ҫинчен // Михаил Игнатьев. Закон №22 от 07 марта 2019 г.

Сӑмахран, Красин урамӗнче вырнаҫнӑ пӗтӗмӗшле практика врачӗн офисӗнче пациентсем малтан ҫырӑнмасӑрах, «чӗрӗ» черет тӑрса санаторипе курорт сиплевӗн справкине тата карттине йӗркелеме, пӗтӗмӗшле клиника тата планпа палӑртнӑ госпитализаци анализӗсене памашкӑн направлени йӗркелеме, сиплевҫе хутшӑнтармасӑр татса памалли ыйтусене уҫӑмлатма пултараҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

«Чир те сирӗлнӗн туйӑнать…» // Хыпар. «Хыпар», 2016.05.05, 67-68№

Пӗтӗмӗшле илсен, асӑннӑ категорири граждансене пурӑнмалли ҫурт-йӗр условийӗсене лайӑхлатма уйӑракан укҫа-тенкӗн пӗтӗмӗшле калӑпӑшӗ 1,5 хут пысӑкланнӑ.

В целом общий объем средств, направляемых на улучшение жилищных условий этих категорий граждан, увеличился в 1,5 раза.

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2015 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=1937945

Пушкӑртстанри Россельхознадзор управленийӗ пӗтӗмӗшле виҫепе 15 пин тонна ытла типӗ сӗте тӗрӗсленӗ, ӑна Китая экспорт валли Мелеузра хатӗрленӗ.

Управление Россельхознадзора по Башкортостану проконтролировало две партии сухого молока общим весом более 15 тысяч тонн, подготовленные предприятием из Мелеуза для экспорта в Китай.

Пушкӑрт предприятийӗ Китая 15 пин тонна типӗ сӗт янӑ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/natsi-proekc ... an-3761479

Пӗтӗмӗшле вара кӑҫал нумай хваттерлӗ ҫуртсенчи пӗрлехи пурлӑха капиталлӑ юсама 7 млн та 700 пин тенкӗ уйӑрма палӑртнӑ.

Куҫарса пулӑш

Нумай хваттерлӗ ҫуртсенчи капиталлӑ юсав ӗҫӗсем ҫинчен // В. ШАПОШНИКОВ. https://www.zp21rus.ru/obshchestvo/8777- ... sem-inchen

Пӗтӗмӗшле 3 млн та 700 пин тенкӗлӗх юсав ӗҫӗ пурнӑҫланӑ.

Куҫарса пулӑш

Нумай хваттерлӗ ҫуртсенчи капиталлӑ юсав ӗҫӗсем ҫинчен // В. ШАПОШНИКОВ. https://www.zp21rus.ru/obshchestvo/8777- ... sem-inchen

Мӗн каламалли: пӗтӗмӗшле илсен, чӑн та, хула ҫыннисен тавракурӑмӗ анлӑ ӗнтӗ.

Куҫарса пулӑш

Стервиз аптӑрать… // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Таврари эсрелсемпе кӳлӗ таврашӗнчи шыв шуйттанӗсене ватти-вӗттипех ура ҫине тӑратма шутланӑн, урине хӗстернӗ качака евӗр ихӗрет юрӑҫӑ; темле пульӑсем вшик! вшик! шӑхӑраҫҫӗ; пуртӑпа ҫапса кӗленче таврашне ватнӑн, шапӑрр, шапӑрр тӑкӑнать асар-писер кӗвӗ-ҫемӗ вӑрманҫӑ ҫине; пӗтӗмӗшле анрашу лӑпланнӑ пекки пулсанах, куритесене ярса панӑ апата сыснасем вӑрҫа-вӑрҫа ҫинӗн, тем нӑриклетни, хӑрӑлтатни, шыва путнӑн пакӑртатни илтӗнсе тӑрать, вара эсрелсемпе шуйттансене астармалли, вӗсен хӳрисене чӑнк тӑратмалли мекеклетӳ тапранса каять.

Куҫарса пулӑш

Христос ушкӑнӗ ташлать // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех