Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пӗтӗмпех сăмах пирĕн базăра пур.
пӗтӗмпех (тĕпĕ: пӗтӗмпех) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пирӗн артиллеристсем нимӗҫ карапӗсем ҫине ӑнсӑртран вутлӑ ҫумӑр ҫутарса пароходпа баржасене пӗтӗмпех вут тивретсе ярса шыва путарчӗҫ.

Внезапным огнём артиллерии пароход и баржи были подожжены, а затем потоплены.

Припять ҫинчи ҫапӑҫу // Илле Тукташ. Ковпак С.А. Путивльрен Карпата ҫитиччен: повесть. Вырӑсларан И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 128 с.

Кӗске вӑхӑт хушши ҫапӑҫнӑ хыҫҫӑн эпир тӑшмана хӑйне пӗтӗмпех сапаласа ярса хамӑр патран хӳтӗртсе ятӑмӑр.

После короткого боя противник отступил в беспорядке.

Пирӗн рейд малаллах тӑсӑлать // Илле Тукташ. Ковпак С.А. Путивльрен Карпата ҫитиччен: повесть. Вырӑсларан И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 128 с.

Кунти ҫулсене пӗтӗмпех партизансен патрулӗсем тӗрӗслесе тӑраҫҫӗ.

Все дороги контролировались партизанскими патрулями.

Полесье сӗм вӑрманӗнче // Илле Тукташ. Ковпак С.А. Путивльрен Карпата ҫитиччен: повесть. Вырӑсларан И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 128 с.

Яла пырса кӗретӗн те — ҫуртсем пӗтӗмпех ним тӗлли-паллисӗр сапаланса лараҫҫӗ, урамсем ӑҫтине те ӑнланса илме ҫук.

Въедешь в деревню — беспорядочно разбросанные хаты, не поймёшь — где тут улица.

Полесье сӗм вӑрманӗнче // Илле Тукташ. Ковпак С.А. Путивльрен Карпата ҫитиччен: повесть. Вырӑсларан И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 128 с.

Эпир Бухчи ялӗнчи тӑшман гарнизонне пӗтӗмпех пӗтерсе тӑкрӑмӑр.

Гарнизон Бухчи был уничтожен.

Полесье сӗм вӑрманӗнче // Илле Тукташ. Ковпак С.А. Путивльрен Карпата ҫитиччен: повесть. Вырӑсларан И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 128 с.

Ҫак ҫапӑҫура эпир тӑшман гарнизонне пӗтӗмпех пӗтерсе тӑкрӑмӑр.

Был уничтожен весь гарнизон.

Полесье сӗм вӑрманӗнче // Илле Тукташ. Ковпак С.А. Путивльрен Карпата ҫитиччен: повесть. Вырӑсларан И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 128 с.

Ялсем патне пымалли вырӑнсене нимӗҫсем пӗтӗмпех минӑсем лартса тухнӑ, вӑл вырӑнсене артиллерирен персе тӑма хатӗрленнӗ, дзотсене пӗр-пӗринпе ҫыхӑнса тӑмалла туса ҫитернӗ.

Все подступы к населённым пунктам были пристреляны артиллерией и заминированы, все дзоты имели огневую связь.

Инҫе ҫула, чаплӑ ӗҫсем тума // Илле Тукташ. Ковпак С.А. Путивльрен Карпата ҫитиччен: повесть. Вырӑсларан И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 128 с.

— Эпир мӗн кирлине пӗтӗмпех пама пултаратпӑр, — терӗ вӑл.

— Мы можем дать всё, что нужно, — сказал он.

Кремльре // Илле Тукташ. Ковпак С.А. Путивльрен Карпата ҫитиччен: повесть. Вырӑсларан И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 128 с.

Эпӗ заявка ҫыртӑм та, хамӑра кирлӗ япаласене пӗтӗмпех куҫарса ҫитермешкӗн мӗн чухлӗ самолёт тата миҫе кун кирлине шутласа тухрӑм.

Я написал заявку и потом подсчитал количество самолёто-вылетов, необходимых для того, чтобы перебросить всё, что я прошу.

Кремльре // Илле Тукташ. Ковпак С.А. Путивльрен Карпата ҫитиччен: повесть. Вырӑсларан И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 128 с.

Пӗтӗмпех паратпӑр, — терӗ Сталин.

— Всё будет, — сказал Сталин.

Кремльре // Илле Тукташ. Ковпак С.А. Путивльрен Карпата ҫитиччен: повесть. Вырӑсларан И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 128 с.

Эпӗ ура ҫине тӑтӑм та пӗтӗмпех каласа пама тытӑнтӑм, анчах Сталин юлташ, доклад тума кирлӗ мар, терӗ, ыйтусене хирӗҫ ларнӑ ҫӗртех ответлеме хушрӗ.

Я встал, хотел докладывать, но Сталин сказал, что докладывать не нужно, чтобы я сел и отвечал на вопросы, которые он будет задавать.

Кремльре // Илле Тукташ. Ковпак С.А. Путивльрен Карпата ҫитиччен: повесть. Вырӑсларан И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 128 с.

Пурин те чӗрере ҫавӑн пек туйӑмах пулнӑ пулмалла, мӗншӗн тесен нумай та вӑхӑт иртмерӗ, пурте пӗтӗмпех лӑпланса ҫитрӗҫ.

У всех, вероятно, было такое чувство, все пришли в себя, успокоились.

Кремльре // Илле Тукташ. Ковпак С.А. Путивльрен Карпата ҫитиччен: повесть. Вырӑсларан И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 128 с.

Апат-ҫимӗҫӗсем пӗтӗмпех ҫумкурӑкӗ айне путса ҫухалнӑ, хӗвелҫаврӑнӑш тӗмӗсем кӑна унта-кунта хӑйсен сап-сарӑ пуҫӗсемпе хӗвел ҫинелле хаваслӑн пӑхса лараҫҫӗ.

Всё погибло, один подсолнух кое-где пробился из сорняка.

Старая Гута — Мускав // Илле Тукташ. Ковпак С.А. Путивльрен Карпата ҫитиччен: повесть. Вырӑсларан И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 128 с.

Июлӗн 24-мӗш ыран тенӗ чух, ҫӗрле, Старая Гутӑри тӑшман гарнизонне эпир пӗтӗмпех аркатса тӑкрӑмӑр.

В ночь 24 июля старогутовский гарнизон противника был наголову разгромлен.

Старая Гута — Мускав // Илле Тукташ. Ковпак С.А. Путивльрен Карпата ҫитиччен: повесть. Вырӑсларан И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 128 с.

Анчах жандармеринче асаплантарнӑ хыҫҫӑн та, Олег хӑйне тискеррӗн хӗнене хыҫҫӑн пӗтӗмпех суранланса пӗтнӗскер, шухӑш-кӑмӑлне улӑштарман, вӑл хӑйӗнчен аслӑрах юлташӗсене тата та ытларах ҫирӗпрех тӑма хушнӑ:

Но и после мук в жандармерии Олег, весь избитый, изуродованный, не изменился и всё настойчивее убеждал даже старших по возрасту товарищей:

Ку — вӑл пулнӑ // Василий Юдин. Кошевая Е. Ывӑлӑм ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 208 с.

Вӑл аран-аран ҫитрӗ, пӗтӗмпех хӗнесе пӗтернӗччӗ ӑна.

Еле приползла, вся избитая.

Вунӑ кун // Василий Юдин. Кошевая Е. Ывӑлӑм ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 208 с.

Вӗсем ҫӗнӗрен пӗтӗмпех ухтарса тухрӗҫ, хваттерти мӗнпур япаласене каллех айӑн-ҫийӗн ҫавӑрса пӗтерчӗҫ.

Снова повальный обыск, ещё раз перерыли всё в квартире.

Вунӑ кун // Василий Юдин. Кошевая Е. Ывӑлӑм ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 208 с.

Соликовский кантӑрана тытса тӑрать; халӗ ӗнтӗ пионерка хӑйсеннисем ҫинчен пӗтӗмпех каласа парӗ, тет.

Держит за верёвку Соликовский; теперь-то уж, мол, расскажет пионерка о своих.

Вунӑ кун // Василий Юдин. Кошевая Е. Ывӑлӑм ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 208 с.

Тӑна кӗрсе ҫитсен тутӑрӑм пӗтӗмпех юнланса пӗтнине куртӑм.

Когда я пришла в себя, мой платок был весь в крови.

«Олег, ӑҫта эс?» // Василий Юдин. Кошевая Е. Ывӑлӑм ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 208 с.

Пӳлӗмре пӗтӗмпех ухтарнӑ иккен, пурне те айӑн-ҫийӗн ҫавӑрса пӑрахнӑ.

В комнате всё было перерыто, перевёрнуто вверх дном.

«Олег, ӑҫта эс?» // Василий Юдин. Кошевая Е. Ывӑлӑм ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 208 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех