Шырав
Шырав ĕçĕ:
Эрехпе хӗрӗнкӗленнӗ Петро, тарласа кайнӑскер, черкке ӑшне пӗрер полтинник кӗмӗл ярса, пуҫ тайса вӗсене тыттарчӗ.Запотевший, хмельной от водки Петро с поклоном поднес им в рюмке по полтиннику.
21 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Хӗр илме каймашкӑн пӗрер пар ут кӳлнӗ тӑватӑ лав хатӗрлерӗҫ.
21 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Шӑтса тухать шӗвӗр ҫулҫӑллӑ ешӗл тулӑ, ӳсет; пӗрер уйӑх ҫурӑран кайӑк пытанать ун ӑшне пуҫӗ-мӗнӗпелех, ларсассӑн курӑнмасть те; пӗр шӑтса тухнӑ калча туртать ҫӗрӗн сӗткенне, пучах кӑларать, пӗрчи, ырӑ шӑршӑпала тата тутлӑ сӗтпеле тулса, кӳпчесе каять.
20 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Мана, чухӑна, парнелесчӗ хӑть пӗрер теҫеткине.
13 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Сехри хӑпнипе асатте ҫаврӑнса пӑхрӗ: турӑ ҫырлахтӑрах, каҫӗ мӗнле! ҫӑлтӑрсем те, уйӑх та ҫук; йӗри-тавра тарӑн шӑтӑксем; ура айӗнче тӗпсӗр шырлан; ҫӳлте, пуҫ тӗлӗнче, ту усӑнса тӑрать, халь-халь татӑлса анать тейӗн! пӑхать асатте, ту хыҫӗнчен темле хӑрушла сӑн-пит куҫ хӗссе пӑхать: у! у! сӑмси — тимӗрҫӗ лаҫҫинчи вӗркӗч пек; сӑмси шӑтӑкӗсем — кашнине пӗрер витре шыв тултар хуть! тутисем, тупата, икӗ пысӑк каска пек!
Тухатнӑ вырӑн // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.
Ак ӗнтӗ кашни, пӗрер дыня илчӗ те, ҫӗҫӗпе лайӑх кӑна тасатрӗ (ҫыннисем пурте унта-кунта пулса курнӑскерсем, сахал мар куркаланӑ, пӗлеҫҫӗ ӗнтӗ ҫын ҫинче мӗнле ҫимеллине, — халь тесен халь пан сӗтелӗ хушшине кӗрсе ларса ҫиме те хатӗр тейӗн); тасатнӑ хыҫҫӑн вара пӳрнисемпе шӑтӑк туса, дыня ӑшӗнчи шӗвекне ӗҫрӗҫ, унтан вара кашниех ҫӗҫӗпе касса илсе ҫӑварне чикме пуҫларӗ.
Тухатнӑ вырӑн // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.
Апла та капла калаҫса ларнӑ хушӑра пӗрер чӗлӗмӗш туртса яма та тӳр килеймерӗ пулмалла.За россказнями да за раздобарами вряд ли и по одной досталось.
Тухатнӑ вырӑн // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.
Анчах унӑн ӗҫӗ сӑн-пичӗпе шапах килӗшӳллӗ пулнӑ: вӑл кимӗ ҫине ларсан, кӗсменсемпе авӑсса, пулӑҫӑсенчен лайӑхрах ишнӗ; вӗҫен кайӑксене пере-пере ӳкернӗ; пӗр пӑрӑнмасӑр утӑ ҫулакансем патӗнче кам мӗнле ҫулнине пӑхса тӑнӑ; пахчара миҫе дыня, миҫе арбуз ӳснине пӗлнӗ; пӗви урлӑ хунӑ кӗпер ҫинчен каҫса каякансенчен лав пуҫне пилӗкшер пус илсе тӑнӑ; йывӑҫсем ҫине хӑпарса грушӑсем силленӗ; хӑйӗн хаяр аллипе кахал тарҫисене хӗненӗ, ҫав хаяр аллипех тивӗҫлисене пӗрер черкке эрех те пырса панӑ.
III. Аппӑшӗ // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.
«Мӗнле шухӑшлатӑн эсӗ, пан писӑр, ҫав тери чаплӑ хӑна килнӗ ятпа приказ парас мар-ши: килӗрен пӗрер чӗп илсе килччӗр хуть, пир-авӑр-и унта, тата мӗн те пулин…
VI. Вӑранни // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.
Ыттисем пӗрер ҫӑмах ҫисе ярса тепрер ҫӑмах илме тӑнӑ ҫӗре, лешӗ чашӑк тӗпне панӑн хӑма сарнӑ килкартийӗ пек, яп-яка тасатса хурать.Покамест те съели по одной и опустили спички за другими, дно было гладко, как панский помост.
IV. Йӗкӗтсем ашкӑнаҫҫӗ // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.
— Пӗрер стакан, — асӑрханса тӳрлетрӗ ун сӑмахне Смольянинов.
XIX // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.
— Анчах пӗрер черкке ҫеҫ, — астутарчӗ Озеров.
XIX // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.
Тен, пӗрер черкке сыпӑпӑр?
XIX // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.
— Хушӑран хушша каялла ҫаврӑнкаласа, пӗрер сӑмах каласа пычӗ Шошин.
I // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.
Лару пуҫланас умӗн пӗр минут малтан Сталин кабинетне чӗнтернисен умне кашни валлиех дежурнӑй секретарь пӗрер листа хут хурса тухрӗ; ун ҫине Гитлерӑн Тӗп фронтра ҫӗнӗ наступлени пуласси ҫинчен калакан приказне радио тӑрӑх ҫырса илнӗ.
XXI // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.
Самолета кӗтсе илме тата десантниксем анса ларакан вырӑна хураллама Воронин ҫавӑнпа та икӗ отрядран та пӗрер ушкӑн уйӑрма шутларӗ.
XIII // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.
Ан тив командирсем калаҫчӑр, тен, савӑнӑҫа пула, пӗрер черкке ҫавӑрса та хурӗҫ.Пускай там командиры побеседуют, на радостях по чарке пропустят.
V // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.
Бугорков стена ҫумне таянса, дежурнӑй радист мӗнле ӗҫленине пӗрер сехет хушши нимӗн чӗнмесӗр сӑнаса тӑнӑ та, каллех тухса кайнӑ.Он простаивал часок у стены, молчаливо наблюдал работу дежурного радиста и снова уходил.
Вунпӗрмӗш сыпӑк // Иван Васильев. Эммануил Казакевич. Ҫӑлтӑр: повесть; вырӑсларан И.С. Васильев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 1622 с.
Нимӗҫсен тылӗнчи тӑваттӑмӗш кун, каҫпала, разведчиксем пӗр-пӗччен ларакан сарай патне пырса тухнӑ, Травкин ҫынсене пӗрер сехет кантарма тата, ҫакӑнпа усӑ курса, радио урлӑ «Ҫӗрпе» ҫыхӑнма шут тытнӑ.
Вуннӑмӗш сыпӑк // Иван Васильев. Эммануил Казакевич. Ҫӑлтӑр: повесть; вырӑсларан И.С. Васильев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 1622 с.
Ҫак ӗҫе ирттерме кашни батальонран пӗрер рота уйӑрма, ҫавӑн пекех тата дивизин разведка отрядне те пӗтӗмпех хутшӑнтарма хушнӑ.
Вуннӑмӗш сыпӑк // Иван Васильев. Эммануил Казакевич. Ҫӑлтӑр: повесть; вырӑсларан И.С. Васильев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 1622 с.