Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пӗлтермесӗрех (тĕпĕ: пӗлтер) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
 — Ҫапах та вӑл пире ку кашӑкпа нумай пулӑшрӗ, — хӑй пӗлмесӗрех, эпир те ӑна хӑйне пӗлтермесӗрех пулӑшӑпӑр: атя ҫак йӗкехӳре шӑтӑкӗсене пӑкӑласа хурар!

— А все-таки он нам здорово помог с этой ложкой, сам того не зная, и мы ему тоже поможем — и опять-таки он знать не будет: давай заткнем эти крысиные норы!

Вӑтӑр ҫиччӗмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.

Анчах Марийка сарайӗнче Лозневойпа хӑй мӗн калаҫни ҫинчен пӗлтермесӗрех килтен тухса кайрӗ.

Но Марийка ушла, ничего не сказав о своем разговоре с Лозневым в сарае.

V // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Пилӗк сехет иртсен урама тухакансене кашнине малтан пӗлтермесӗрех персе вӗлеретпӗр тесе ҫырнӑ унта.

Приказ грозил расстрелом без предупреждения каждому, кто появится после пяти часов на улице.

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.

Крылов хӑй камне пӗлтермесӗрех тухса каять.

Крылов ушел, не назвав себя.

Ҫирӗм тӑххӑрмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.

Эпӗ малти пӳлӗмне кӗтӗм; никам та ҫукчӗ, унти йӗрке ирӗклине пула, хам килни ҫинчен пӗлтермесӗрех хӑна йышӑнакан пӳлӗме кӗтӗм.

Я вошел в переднюю; людей никого не было, и я без доклада, пользуясь свободой здешних нравов, пробрался в гостиную.

Июнӗн 7-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Алексей лаши ҫинчен сиксе аннӑ та, чӗлпӗрне лакее тыттарса, хӑй ҫинчен пӗлтермесӗрех пӳлӗме кӗрсе кайнӑ.

И Алексей спрыгнул с лошади, отдал поводья в руки лакею и пошел без доклада.

Хресчен хӗрӗ — пике // Ҫт. Ухантей. Александр Пушкин. Иван Петрович Белкин ҫырса хӑварнӑ повеҫсем. Ст. Угандей куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1936

4. Патшисене хӑйсемех, Мансӑрӑнах, лартатчӗҫ; тӳрисене Мана пӗлтермесӗрех лартса тӑчӗҫ; хӑйсен кӗмӗлӗпе ылтӑнӗнчен хӑйсем валли йӗрӗхсем турӗҫ: вилӗмӗ вӗсен ҫавӑнтан ҫитӗ.

4. Поставляли царей сами, без Меня; ставили князей, но без Моего ведома; из серебра своего и золота своего сделали для себя идолов: оттуда гибель.

Ос 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех