Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пӑшӑрханма (тĕпĕ: пӑшӑрхан) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пӑшӑрханма кирлӗ мар - ку эрне пур ҫӗрте те ӑнӑҫу илсе килӗ.

Не стоит переживать на этой неделе – этот период буквально заряжен на успех практически во всех сферах человеческой жизни!

9-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Сываласса шансах тӑратпӑр, ҫавӑнпа та, Лена, питех пӑшӑрханма кирлӗ мар.

Куҫарса пулӑш

II // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

«Шкултан килсен епле кӗтсе илес?» - пӑшӑрханма пуҫларӑм хайхи.

Куҫарса пулӑш

Иккӗмӗш арӑм - чун валли // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2015, 38-39 (26690-26691)№, 11 с.

Меня, Сӑр, Атӑла юхса кӗрекен шывшӑн малашне никамӑн та пӑшӑрханма кирлӗ мар, пӗтӗмпех кирлӗ пек шайра шыв тасалса вӑл юхан шывсене пуҫтарӑнать.

Куҫарса пулӑш

Пӑрачкав салинче тасатакан сооруженисен ҫӗнӗ комплексне уҫнӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/02/03/para ... sen-cene-k

Пазухин темле йывӑр вӑхӑтра та хӑй кӗнекишӗн пӑшӑрханма пӑрахмарӗ.

Куҫарса пулӑш

XXII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Халӑхӑн иртнӗ пурнӑҫне сӑнласа паракан повеҫсемпе романсен шучӗ сахал тесе пӑшӑрханма пирӗн халӗ сӑлтав ҫук ӗнтӗ.

Куҫарса пулӑш

«Ӗмер сакки сарлака» роман пирки // Михаил Сироткин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 89-97 с.

Вара Михха, ҫемьере сивӗлӗх пуррине туйса, пӑшӑрханма тытӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫав териех пӑшӑрханма е именме мӗн тунӑ-ха вӑл?

Куҫарса пулӑш

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫав териех пӑшӑрханма нимле сӑлтав та ҫук.

Куҫарса пулӑш

XXVI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Пӑшӑрханма начарри мӗскер пулса иртрӗ паян, сӗнӗ хан килсе ҫитнӗ кун?

Куҫарса пулӑш

14. Ӗмӗтсем, ӗмӗтсем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Анчах пӑшӑрханма кирлӗ мар, чирӳ иртсе пырать.

Куҫарса пулӑш

6. Ӗмӗрлӗх хуйхӑ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Хӗрсем пӑшӑрханма тытӑнаҫҫӗ.

Девушки заметно волнуются.

Улахра // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Ун халӗ канӑҫсӑр пулма, Пӑшӑрханма сӑлтавӗ пысӑк.

Куҫарса пулӑш

VII // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Чӗри пӑшӑрханма Ухтерӗн, Тем шутласан та, пур сӑлтав.

Куҫарса пулӑш

III // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

— Ваттисем колхозра сирӗнсӗр те нумай, ытла пӑшӑрханма кирлӗ мар, — терӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

X // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Эрне варринелле пӗчӗк пӑтӑрмахсем сиксе тухӗҫ, пӑшӑрханма, вӗчӗрхенме пултаратӑр.

Но ближе к середине вас начнут одолевать мелкие неприятности, посетит беспокойство, раздражительность.

43-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

— Эсир такам хӳттинче те ӑшӑ вырӑн тупӑр-ха, ун пирки пӑшӑрханма кирлӗ мар, — ҫийӗнчех тавӑрчӗ Ахтупай.

Куҫарса пулӑш

17. Вӑрманти хӑнасем // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Вара ашшӗшӗн тепӗр хуйхӑ тупӑнчӗ, вӑл ывӑлӗ те ҫухалчӗ пулӗ тесе пӑшӑрханма тапратрӗ.

Куҫарса пулӑш

15. Инкек ҫине синкек // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ӗҫре урӑх усӑ курман агрегатсене ял хуҫалӑх ӗҫченӗсем управа лартма ӗлкӗрнӗ те ӗнтӗ, ыттисен управлӑхӗшӗн те пӑшӑрханма кирлӗ мар.

Куҫарса пулӑш

Ӗҫре усӑ курман техникӑна хӗллехи управа лартса пыраҫҫӗ // Артемий Мясников. http://kanashen.ru/2022/10/14/ec%d1%80%d ... -%d0%bb-2/

Ӑнӑҫу сирӗн енче мар пек туйӑнӗ, ҫавӑнпа пӑшӑрханма та пуҫлатӑр.

У Тельцов появится ощущение, что их успехи скромны, и начнут переживать по поводу обманутых надежд.

35-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех